Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрӑнни (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӗсем пурте турӑран пӑрӑнни хурлӑх ӗнтӗ, чӑнах та пысӑк хурлӑх.

Печально, конечно, очень печально, что все они отошли от бога.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Ҫапла, халь эпӗ сире ҫынтан пӑрӑнни аван марри ҫинчен каласа патӑм.

— Да, а теперь я вам рассказал, как нехорошо отворачиваться.

IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эсир ун пек калани вӑл тӳррӗн калас сӑмахран пӑрӑнни анчах пулать.

Это просто отговорка.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ӑна халӗ Мажаров ачаллах пӗлетӗп тени мар, калаҫу кӗтмен ҫӗртен ҫапла урӑх ҫӗрелле пӑрӑнни тӗлӗнтерчӗ.

Удивлен он был не столько самим признанием Мажарова, сколько внезапностью такого перехода в разговоре.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах пушӑ та кичем, путсӗр ушкӑн вӗсенчен пӑрӑнни, ӑна тӑвӑрлама, хӑйӗн путсӗрлӗхӗпе те суя сӑмахӗсемпе тарӑхтарма пӑрахни савӑнтарнӑ та.

Но было и отрадно, что пошлая, скучная, гадкая толпа покинула их, перестала стеснять ее жизнь, возмущать ее своею фальшивостью и низостью; ей стало так свободно теперь.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑхсемпе супса сулахаялла пӑрӑнни те ман Троцкишӗн мар, эпӗ тӗнчери революци патне хӑвӑртрах ҫитме васканӑран пулнӑ!

И я влево с курями ушел не за-ради Троцкого, а я поспешал к мировой революции!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сана вӗт шӑпах никам та килменни, унпа курнӑҫасран пӑрӑнни кирлӗ?»

Ведь тебе это и нужно, чтоб не было, чтоб разорвать сношения?»

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ ӳсӗр ухмах Р … офицере тивӗҫлипе тавӑрассинчен пӑрӑнни сире тӗлӗнтерчӗ пулмалла.

Вам было странно, что я не требовал удовлетворения от этого пьяного сумасброда Р …

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

3. Чӑннипе вара, иудейсем патшасене ырӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, вӗсемшӗн яланах шанчӑклӑ тӑнӑ; анчах вӗсем Турра хисепленӗ, Унӑн саккунӗпе пурӑннӑ, ҫавӑнпа хӑш чухне вӗсенӗн пӗр-пӗр йӗркерен пӑрӑнни те, ӑна пачах пӑрахӑҫлани те пулкаланӑ.

3. Между тем Иудеи хранили доброе расположение и неизменную верность к царям; но они почитали Бога, жили по Его закону и потому в некоторых случаях допускали отступления и отмены:

3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Хӑвӑн усал ӗҫӳ хӑвнах асап кӳрӗ, Турӑран пӑрӑнни хӑвнах питлӗ сана; эппин, шухӑшла та Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӑрахни, Манран хӑрама чарӑнни мӗн тери япӑх та киревсӗр пулнине ӑнланса ил, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ.

19. Накажет тебя нечестие твое, и отступничество твое обличит тебя; итак познай и размысли, как худо и горько то, что ты оставил Господа Бога твоего и страха Моего нет в тебе, говорит Господь Бог Саваоф.

Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫӳлхуҫана юрани — усалтан пӑрӑнни, Ӑна ҫырлахтарни — суяран сивӗнни.

3. Благоугождение Господу - отступление от зла, и умилостивление Его - уклонение от неправды.

Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑрҫӑ-хирӗҫӳрен пӑрӑнни ҫынна хисеп кӳрет; ӑссӑрри вара кирек хӑшӗ те чӑркӑш.

3. Честь для человека - отстать от ссоры; а всякий глупец задорен.

Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — усалтан пӑрӑнни: хӑйӗн ҫулне астуса тӑракан хӑйӗн чунне упрать.

17. Путь праведных - уклонение от зла: тот бережет душу свою, кто хранит путь свой.

Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed