Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӑрӑнмӑпӑр (тĕпĕ: пӑрӑн) more information about the word form can be found here.
22. Эпир патша сӑмахне итлемӗпӗр, Туррӑмӑра кӗлтумалли йӗркерен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр, тенӗ.22. Не послушаем мы слов царя, чтобы отступить нам от нашего богослужения вправо или влево.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Моисей хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Кадесран, Эдом патши патне элчӗсем янӑ, ӑна ҫапла [пӗлтерме] хушнӑ: санӑн Израиль тӑвану ҫапла калать: эпир тӳснӗ мӗнпур хӗн-терте эсӗ пӗлетӗн; 15. пирӗн асаттесем Египета куҫса кайнӑччӗ, эпир Египетра нумайччен пурӑнтӑмӑр, Египет ҫыннисем пире, пирӗн аттесене нумай асап кӑтартрӗҫ; 16. вара эпир Ҫӳлхуҫана тархасларӑмӑр, Вӑл пирӗн сассӑмӑра илтрӗ, пирӗн патӑмӑра Ангел ячӗ, пире Египетран илсе тухрӗ; эпир халӗ Кадесра, санӑн ҫӗрӳ чиккинчех ларакан хулара, тӑратпӑр; 17. пире хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ каҫса кайма ирӗк парсамччӗ: эпир уй-хирсене, иҫӗм пахчисене кӗмӗпӗр, [санӑн] ҫӑлусенчен ӗҫмӗпӗр; патша ҫулӗпе кайӑпӑр, санӑн ҫӗршывунтан тухиччен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1