Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, айлӑмсемпе васансене ҫапла калать: акӑ хӗҫӗме сире тӗллесе ярӑп та сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп; 4. сирӗн чӳк вырӑнӗсем пушӑ юлӗҫ, хӗвел ячӗпе лартнӑ юпӑрсене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, вӗлернисене хӑвӑрӑн йӗрӗхӗрсем умне пӑрахӑп; 5. Израиль ывӑлӗсен виллисене хӑйсен йӗрӗхӗсем умне хурӑп, сирӗн шӑммӑрсене хӑвӑрӑн чӳк вырӑнӗсем тавра сапаласа пӑрахӑп.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка Иудея патшинче Седекия ларма пуҫланӑ вӑхӑтра Елама хирӗҫ пулнӑ сӑмах: 35. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Еламӑн уххине, вӗсенӗн тӗп вӑйне, хуҫса пӑрахӑп.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эхер те ҫӳл тӳпене виҫме пулсассӑн, тӗпсӗр ҫӗр никӗсне шыраса тупма май пулсассӑн, Эпӗ Израилӗн мӗнпур йӑхне вӗсем мӗн-мӗн тунишӗн пӑрахӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эхер те эсир каллех: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тетӗр пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ хыпар ярса: «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх тесе ан калӑр» тенӗ пулин те, эсир ҫак сӑмаха — «Ҫӳлхуҫа янӑ йывӑрлӑх» тенине — калатӑр пулсассӑн, 39. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сире йӑлтах манса кайӑп та сире пӑрахӑп, сире хӑвӑра тата сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫак хулана та Хамӑн умӑмран сирӗп, 40. сире ӗмӗрлӗх мӑшкӑлпа, нихӑҫан манӑҫми ӗмӗрлӗх намӑспа витӗп.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ пур, терӗ Ҫӳлхуҫа, Иудея патши Иехония — Иоаким ывӑлӗ — Манӑн сылтӑм аллӑмри куҫлӑ ҫӗрӗ пулас пулсассӑн та, Эпӗ сана унтан та кӑларса пӑрахӑп, 25. сана хӑвӑн чунна шыракансенӗн аллине, ху хӑракан ҫынсенӗн аллине, Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн тата халдейсен аллине парӑп, 26. сана та, сана ҫуратнӑ аннӳне те хӑвӑр ҫуралман ют ҫӗршыва кӑларса ывӑтӑп, эсир унта вилсе пӗтетӗр; 27. ӗнтӗ ҫак ҫӗр ҫине, пӗтӗм чунӗ-чӗрипе ӑнтӑлакан ҫӗр ҫине, вӗсем каялла таврӑнаймӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вара ӗмӗрех Иаков Турри ҫинчен пӗлтерсе тӑрӑп, Ӑна юрласа мухтӑп, 11. усал ҫынсенӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахӑп, тӳрӗ ҫыннӑн мӑйраки ҫӗкленӗ.
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиль килне Хам умӑмран сирнӗ пек, Иудӑна та Хам умӑмран сирӗп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та, сирсе пӑрахӑп, тенӗ.]
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиле Эпӗ Хам умӑмран сиртӗм, Иудӑна та ҫавӑн пек тӑвӑп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та сирсе пӑрахӑп, тенӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ ҫапла каланӑ: 11. Манассия, Иудея патши, аморрейсенчен те ытларах ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн, йӗрӗхсене пуҫҫапса Иудӑна ҫылӑха кӗртнӗшӗн 12. Эпӗ Иерусалимпа Иуда ҫине халиччен пулман хӗн-асап яратӑп, Эпӗ яракан хӗн-асап ҫинчен илтекенӗн икӗ хӑлхи те ян янӑраса кайӗ; 13. Иерусалима та Самарие виҫсе тухнӑ вӗренпех, Ахав килне виҫнӗ пекех виҫсе тухӑп, Иерусалима чашӑка шӑлса тасатнӑ пек шӑлса тасатӑп, — чашӑка шӑлса тасатаҫҫӗ те ӳпӗнтерсе хураҫҫӗ; 14. вара чӗрӗ юлнисене, Хам еткерӗмӗн йӑлкӑмне, пӑрахӑп, вӗсене хӑйсен тӑшманӗсен аллине парӑп, ӗнтӗ тӑшманӗсем вӗсене ҫаратса-тустарса тухӗҫ, 15. хӑйсен ашшӗсем Египетран тухнӑранпа паянхи кунчченех вӗсем Манӑн умӑмра юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑшӑн, Мана ҫиллентерсе пурӑннӑшӑн ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те эсир тата сирӗн ывӑлӑрсем Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене тытса тӑмасассӑн, урӑх турӑсене пӑхӑнма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 7. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта та пӑрахӑп, Израиль вара халӑх хушшинче ҫын мӑшкӑлӗ, тӗнче кулли пулса юлӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 21. эсир ку халӑхран уйӑрӑлӑр, Эпӗ вӗсене самантрах пӗтерсе пӑрахӑп, тенӗ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 28. Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп, 29. эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр; 30. сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ; 31. сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп; 32. [сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ; 33. сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫакӑн хыҫҫӑн та тӳрленмесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 24. Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сире ҫичӗ хут ытла ҫӗмӗрсе пӑрахӑп, 25. халалшӑн тавӑрма сирӗн ҫине тавӑракан хӗҫӗме ярӑп; эсир хӑвӑр хулӑрсене пытансассӑн, сирӗн ҫине чир ярӑп, эсир тӑшман аллине лекетӗр; 26. ҫынна вӑй кӗртекен тыррӑра пӗтерӗп; ҫиес ҫӑкӑрӑра вунӑ арӑм пӗр кӑмакара пӗҫерсе тӑрӗ, ҫиес ҫӑкӑрӑра сире виҫепе парса тӑрӗҫ; эсир ҫийӗр — тутӑ пулаймӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман умӑмра ҫылӑха кӗнӗ ҫынна Хамӑн кӗнекемрен кӑларса пӑрахӑп; 34. эппин, кай, [аяла ан,] ҫакӑ халӑха Эпӗ хӑвна каланӑ ҫӗре ертсе кай; акӑ Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырӗ, Хам пырас кун Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн пырса пӑхӑп, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.