Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрахмасть (тĕпĕ: пӑрах) more information about the word form can be found here.
Кирек епле ӗшенсен те, улӑх-ҫаранлӑ тавралӑх куҫа та чуна килентерме пӑрахмасть.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл ватлӑхра та ҫут тӗнче тытӑмӗ пирки шухӑшлама пӑрахмасть.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пурне те илсе пӑрахмасть тата.

Help to translate

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Влаҫ халӑхпа ҫапӑҫма пӑрахмасть, — ӳсӗрме пуҫларӗ патшана курнӑ ҫын.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иртыш шывӗн юппи ҫинчи тайгари тӗттӗм поселокран тухса ҫын пулнӑскер, вӑл икӗ теҫетке ҫул Тутарстанра хӗсметре тӑрать, анчах пиҫсе ҫитнӗ панулми евӗрлӗ Атӑлҫи пикисен пӗлӗтри хитрелӗхӗнчен тӗлӗнме пӑрахмасть.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗпсӗр кӳлӗ тӗлӗнтерме пӑрахмасть.

Help to translate

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Чӑн та ҫапла пулсан, ку пирӗншӗн, пӗтӗм этемлӗхшӗн калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать, — хӑрама пӑрахмасть Ванюк.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӑх пӗрре пуҫа кӗрсе ларнӑ шухӑша нихӑҫан та пӑрахмасть.

Help to translate

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑй вӑл ниҫта та нимле ҫӳп-ҫап та пӑрахмасть.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Никам та пӑрахмасть!

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр ҫул иртсен, Тарас Поликарпович авланать, часах ача-пӑчалла та пулать, анчах Тихӑна хӑй ачи, хӑй тӑванӗ вырӑнне хума пӑрахмасть.

Help to translate

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытла вӗсем! — тарӑхса вӑрҫма пӑрахмасть ҫапах ман Захвор.

Help to translate

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Ҫын тени вӑл, кирек мӗнле йывӑрлӑха лексен те, ыррине ӗмӗтленме пӑрахмасть.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Пилешкассинех таврӑнмалла марччӗ-ши?» — ҫаплах иккӗленме пӑрахмасть хӗрарӑм, анчах каялла ҫаврӑнса пӑхать те: унта ни шӗшкӗ тӗмӗ курӑнмасть, ни вӑрман.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Халӑх та телей, ирӗклӗх ҫинчен ӗмӗтленме нихӑҫан та пӑрахмасть.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайӑк мӗн ҫӗре ӳксе виличченех вӗҫме пӑрахмасть.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мулентей те аптрамасть, Тепӗр шӑпӑр кӑларать, Арӑм ташша пӑрахмасть, Пӗтӗм туя пӑхтарать.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑшман ҫав-ҫавах тапӑнма пӑрахмасть: пульӑсем пирӗн ҫийӗн пӗрмай шилетеҫҫӗ, хутран-ситрен пирӗн таврара гранатӑсем те ҫурӑлаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хӑратма пӑрахмасть Мамич-Бердей Ту енчи мӑрсасене.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Издательствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр литература хайлавӗ ҫулсем иртсен те кивелмест, вулакана кӑсӑклантарма пӑрахмасть».

В издательстве отмечают, что «некоторые литературные произведения не устареют спустя годы и не перестают интересовать читателя».

Зоя Нестерован кӗнеки кун ҫути курнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33739.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed