Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавнашкал пӑлханнӑскер, вӑл сире мӗн-мӗн каласа тултарма пултарнине тавҫӑратӑп!
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Коноплянко кӗскен пӗлтернипе пӑлханнӑскер, Ваҫҫук ыйтса пӗлме те шикленчӗ, хӑйӗн ҫӳҫне касса ярасран сыхланса пычӗ.
32 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Республикӑн Тург замокне тӑшман аллинчен туртса илнӗ паттӑр отрячӗ, халӗ пулса иртекен ӗҫсемпе пӑлханнӑскер, вырӑнтан хускатнӑ вӗлле пекех сӗрлет.
IV. Судья пулнӑ Симурден хыҫҫӑн — Симурден учитель // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ ӗнтӗ пуҫа хыртарнӑ, пилоткӑсӑр, манӑн сӑн-пит хӗвелпе ҫунса ларнӑ, ҫамка тарланӑ; вӑл тем пирки пӑлханнӑскер мана палласа илеймерӗ.Я был брит, без пилотки, лицо мое загорело, лоб влажен; он же был чем-то расстроен и не узнал меня.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Ҫул ҫинче Мещерский, темӗн пирки пӑлханнӑскер, сасартӑк ҫапла каласа хунӑ:
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Вӑл сасартӑк чарӑнчӗ, аллисене чӗркуҫҫисем ҫине хучӗ, хӑй те пӑлханнӑскер, кӑмӑлне хускатнӑскер, Обломов ҫине пӑхса илчӗ: вӑл мӗнле-ши?
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Марья Кириловна, князь сӑмахӗсемпех хыпӑнса пӑлханнӑскер, вӗри куҫҫуль юхтарса, ашшӗ ури умне ӳкрӗ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1