Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пычӗ (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Анчах та паян, Турра ҫиллентерме кирлӗ мар, Ваҫилене утма ҫӑмӑл пулчӗ — сивӗ хӑваласа пычӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Паян ҫулҫӳревҫӗн пурте ӑнса пычӗ: кунӗ уяр, хӗвел те пӑхса илчӗ, анчах тата ытла сивӗтрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шакканӑ сасӑ каллех илтӗнчӗ, унтан вӑйланчӗ, ҫывхарса пычӗ, сасартӑках юнашарах ҫитрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Утнӑ май дирижер пек патаккипе сулкаласа пычӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сивӗ ҫирӗпленсех пычӗ, жакет, юбка, шӑлавар айне кӗме сӗкӗнчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫултан аташса каяс мар тесе ура айне шиклӗн сӑнанӑ май хӗрарӑм ирӗксӗрех ерипентерех те ерипентерех куҫса пычӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӑнах та, халӗ ҫав ҫӑткӑнсем хӑрушӑ мар: вӑрман тӑрӑхӗнче вӑл хӑйӗнчен ҫӳллӗрех сулмаклӑ ӑвӑс патак хуҫса илчӗ, ҫавӑнпа та ҫветтуй вырӑнсене Турра пуҫҫапма ҫӳрекен ҫын пек ун ҫине таянса мӑнаҫлӑ тытрӗ хӑйне, тӗттӗмлӗхе тимлӗн тинкерсе пычӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапах та сасӑ ҫывхарса, вӑйланса пычӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑмраллӑра нуша акакан кайнӑ ҫулпа васкаса утнӑ майӑн ҫаплах хӑйне ятласа пычӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле килне мӗнле ҫитнине те сиссе юлаймарӗ — вӗҫсе пычӗ темелле.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗҫех Клавье тӑна кӗнӗ пек пулчӗ, сӗтел патне пычӗ те кинӗн аллинчи пуҫламан эрех кӗленчине туртса илсе: — Кӑна ӗҫмӗпӗр. Алӑ пусӑр пурте ҫакӑнта, — терӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Клавье турӑ кӗтесси патне пычӗ те чӗркуҫленсе ларса виҫӗ хутчен сӑхсӑхрӗ, унтан ура ҫине тӑчӗ те куҫҫуль витӗр такмаклама пуҫларӗ:

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле чӳрече патне чи малтан чупса пычӗ, пушар мар-ши тесе хӑрарӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та лешӗ, ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑскер, никама та асӑрхамасӑр шултра кӗлеткеллӗ арӑмӗпе тата виҫӗ хӗрӗпе — каснӑ-лартнӑ ашшӗ пекскерсемпе, юнашар утса пычӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен юлташ-хӗрарӑмӗ Нюҫҫа, тӑлӑх арӑм, хӑйӗн вӑрттӑн юратӑвӗ Валерий Викторович военрук ҫине вӑрттӑн пӑхса пычӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Венька амӑшӗн кӗпи аркинчен тытса пычӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫанталӑк кунсерен ӑшӑтса та ӑшӑтса пычӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ак хайхи хура урхамах тур лашасене хӑваласах ҫитсе пычӗ.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Тулли кӑмӑлпа савӑнса, ташӑ кӗвви шӑхӑрса, хӗвел ӑшшипе киленсе кӑштах ыратакан хырӑм тирне шӑлкаласа ҫеҫ пычӗ вӑл.

Help to translate

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ӑраман вӑранса хӑлхи патне аллине илсе пычӗ.

Help to translate

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed