Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пире пӗлтернӗ тӑрӑх Фёдор Ивановича хӑйӗн ҫуралнӑ ялӗнче, Баскакра, пытарӗҫ.По нашим данным, Федора Ивановича похоронят в своей родной деревне, в Баскаках.
Мадуров Фёдор Иванович ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31082.html
«Ӑна пирӗнсӗр те пытарӗҫ!» терӗ Тарас: пулӗҫ уншӑн макӑракансем, ӑна йӑпатакан хӗрарӑмсем те!»— Погребут его и без нас! — сказал Тарас, — будут у него плакальщики и утешницы!
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ӑҫта та пулин кӑларса пытарӗҫ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем ӑна ту ҫине амӑшӗпе юнашар пытарӗҫ.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Кайран, кунта юлакансем пытарӗҫ, — пӳлчӗ ӑна Костин.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вара йӗркеллех, тивӗҫлипех пытарӗҫ, пӗчӗкскерне тӑван ҫере алтса хурса пытарӗҫ.Похоронят на родной земле маленького по правилам, как положено.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Темӗн пулас пулсан, хамӑрӑн тӑван алӑсем тирпейлесе пытарӗҫ хуть, терӗ.К своим, чтобы, в случае чего, хотя бы быть похороненным родными руками.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна хулан кивӗ масарӗнче пытарӗҫ.
Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
14. Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ; 15. тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑ кун акӑ мӗн пулӗ: Гога масар шӑтӑкӗ валли Израильре вырӑн — тинӗсрен тухӑҫ енче выртакан айлӑма, иртен-ҫӳренӗн айлӑмне — парӑп, ҫак айлӑм иртен-ҫӳрене чарса тӑратӗ; Гогпа унӑн пӗтӗм эшкерне ҫавӑнта пытарӗҫ, вара ҫав вырӑна Гог эшкерӗн айлӑмӗ тесе ят парӗҫ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӑна ашака пытарнӑ пек пытарӗҫ: сӗтӗрсе тухӗҫ те Иерусалим хапхинчен аякка кайса пӑрахӗҫ.19. Ослиным погребением будет он погребен; вытащат его и бросят далеко за ворота Иерусалима.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пасхор, эсӗ хӑв та, сан ҫуртунта пурӑнакан пур ҫын та тыткӑна каятӑр; Вавилона ҫитсе ҫавӑнта вилӗн, сана хӑвна та, эсӗ суя пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ тусусене те ҫавӑнтах пытарӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Санпа пӗрле пынӑ ҫынсен куҫӗ умӗнче кӑкшӑма ҫапса ҫӗмӗр те 11. кала вӗсене: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ҫак халӑха, ҫак хулана Эпӗ чӳлмекҫӗ савӑчӗ юсамалла мар ҫӗмӗрӗлнӗ пек ҫӗмӗрсе тӑкӑп та, вӗсене, пытарма вырӑн ҫитменрен, Тофетрах пытарӗҫ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ сана канӑҫлӑ аҫусемпе пӗрлештерӗп, сана хӑвӑн тупӑклӑхна тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пытарӗҫ, санӑн куҫусем Эпӗ ҫак вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине ярас сехмете курмӗҫ, тет Турӑ, тенӗ Олдама.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑншӑн акӑ Эпӗ сана канӑҫлӑ аҫусемпе пӗрлештерӗп, сана хӑвӑн тупӑклӑхна тӑнӑҫлӑ вӑхӑтра пытарӗҫ, санӑн куҫусем Эпӗ ҫак вырӑна ярас сехмете курмӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Олдама.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1