Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пытараймарӗ (тĕпĕ: пытар) more information about the word form can be found here.
Анчах хӗрарӑмран хӗрарӑм нимӗн те пытараймарӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сан тискер ӗҫӳсене тӗттӗм каҫ та пытараймарӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрачасем хушшинче Полинана та курсан, Ула Тимӗр хӑйӗн янкӑр тӳпери каҫхи вӑййа тухнӑ пӗчӗк ҫӑлтӑр савӑнӑҫне ниепле те пытараймарӗ, меллӗ май ҫаврӑнса тухсан хӗрачана ҫурӑмӗнчен е хулпуҫҫийӗнчен лӑп-лӑп ачаш тукаласа та илчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Пӑчӑ кунта, — кӑмӑлне пытараймарӗ хӗр.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ку ман ҫӗнӗ пурнӑҫӑн ҫӗнӗ паллийӗ пултӑр, эппин, — савӑнӑҫне пытараймарӗ Сима.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Шурӑ чӑх хӑй сассипе хӗрачана вӑратнине те курчӗ ӗнтӗ, анчах та вирлӗн чупса килнӗ чухне сасартӑках чарӑнаймастӑн, ҫавӑн пекех шурӑ чӑх та, Марине ҫине хӑраса пӑхрӗ пулин те, ниҫта шӑнӑҫайман савӑнӑҫне пытараймарӗ, тата та хытӑрах кӑтиклетрӗ.

Help to translate

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Пурӗпӗр пит-куҫӗ хут пек шуралса кайнине пытараймарӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел хушшинче ларакан Ивук Янтула пылак сӑн-пуҫпа кӗтсе илчӗ пулсан та, вӑл ни хӑйӗн шӑрчӑклӑхне, сипет-сӗрлӗхне, ни Янтула юратманнине, ни мӗскӗнлӗхне пытараймарӗ.

Ивук встретил Яндула, сидя за столом со сладчайшей улыбкой на лице, но скрыть раздражение, ненависть к Яндулу и в то же время свою бестолковость ему не удалось.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй хӗпӗртенине пытарасшӑнччӗ вӑл — пытараймарӗ.

обрадовался как ребенок и не может скрыть этой радости.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗпӗртенине пытараймарӗ Павӑл.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Соня хӑйӗн хурлӑхне пытараймарӗ, анчах ҫапах нимӗн те каламарӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Капла эпир тӗнче вӗҫне ҫитиех кайма пултаратпӑр, — савӑнӑҫне пытараймарӗ Эльгеев сахӑрпа чей ӗҫсе ӑшӑннӑ хыҫҫӑн.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫак тарана ҫитиех киле таврӑнмасӑр ӑҫта ҫӳретӗн, Михаил? — кӳреннине пытараймарӗ Соня.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каччӑ, ун сассине илтсен, хӑйӗн туйӑмне пытараймарӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗнтӗрвӑрринчен каялла таврӑннӑ чух Виктӑр хӑйӗн шухӑшне пытараймарӗ:

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Апла тӑк — аван, — савӑнӑҫне пытараймарӗ кӗрӳ каччӑ.

— Хорошо, что так, — усмехнулся жених.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Сире мӗнле те пулин тивӗҫтерес тӗллевпе, — вӗчӗрхенӗвне пытараймарӗ тухтӑр.

— Чтобы как-нибудь удовлетворить вас, — раздраженно сказал доктор.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

— Сывӑ пул, Тенброк, — хумханнине пытараймарӗ Спангид.

— Прощай, Тенброк, — взволнованно сказал он.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Хывӑннӑ чух йӑлӑхтармӑш шӑнасене хӑваланӑ, ҫара ура тупанне тирекен курӑка ылханнӑ май, ҫапах та, савӑнӑҫне пытараймарӗ: укҫа, пысӑк укҫа хӑпартлантарать.

гоня назойливых мух и проклиная траву, коловшую подошвы ее босых ног. Но деньги — такие деньги! — воодушевляли ее.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

— О, чарӑнӑр! — йӗрӗннине пытараймарӗ Гелли.

— О, бросьте это! — брезгливо сказала Гелли.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed