Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем тӑшманпа Перекоп пырӗнче, Керчь ҫурутравӗ ҫинче, ҫапӑҫма пуҫланӑ ӗнтӗ.Части Красной Армии действовали уже на Перекопском перешейке и на Керченском полуострове.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Апрелӗн 22-мӗшӗнче Ливингстон ҫак ялтан тухса кайнӑ, Замбези темиҫе юппа уйрӑлнӑ ҫӗре анса, ун пырӗнче вырнаҫнӑ Келимана ҫитнӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ун экспедицийӗ Конго шывӗ пырӗнче пуҫланнӑ.Исходным пунктом его экспедиции как раз было устье реки Конго.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӑлханнипе унӑн пырӗнче капланса килчӗ:
33 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫапӑҫса илнӗ ҫӗрсене хӳтӗлесе тӑма Петр Нева шывӗн пырӗнче Петропавловски крепость туса лартнӑ.Для защиты отвоеванных земель Петр заложил в устье Невы крепость Петропавловск.
Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
— Апла эпир вӗресе тӑракан вулкан пырӗнче тӑратпӑр-и?
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл юнпа чыхӑнма тапратрӗ, унӑн куҫӗсене юн тулчӗ, пырӗнче лӑкӑртатрӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Гаплик ответ парасшӑнччӗ, анчах сасси пырӗнче ланкса ларчӗ те, вӑл нӑйкӑшса ҫеҫ илчӗ.Гаплик хотел ответить, но голос замер в его глотке, и он издал лишь странный писк.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пырӗнче вӑл уҫӑлтаракан нӳрлӗхе туйрӗ, ҫавӑн пирки унӑн халь малтанхинчен те хытӑрах ӗҫесси килчӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл кружкӑна ҫавӑрса тытрӗ те, каҫса кайса, васкаса, сивӗ шывпа антӑхса, пӗр ҫӑвар сыпрӗ, — шыва вӑл ыратакан тутисем ҫинче те, типсе ларнӑ чӗлхи ҫинче те, ҫунса тӑракан пырӗнче те туйрӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Малтанах вӑл савӑнӑҫлине, чи савӑнӑҫлине ярасшӑн пулчӗ, анчах юлашки самантра вӑл пырӗнче кӳренӳ куҫҫулӗсем капланнине туйса, хӑйне хӗрхенсе, урӑххине суйларӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Юратнӑ юлташӗ умӗнче хӑйне шанӑҫлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ тытрӗ, вылярӗ, юрларӗ, улӑхри кашни курӑка ачашшӑн лӑпкарӗ — ҫакна курнипе Василийӗн пырӗнче темскер кӑтӑкланса илчӗ: «Кун пеккине кӳрентересси — вӑл пӗчӗк ачана пӗр сӑлтавсӑр хӗнениех пулать», — шухӑшларӗ вӑл, Дуняшкӑна ачашласа.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пырӗнче унӑн армути ҫыпҫӑннӑ пекех йӳҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Юн Аксиньйӑн ҫурри уҫӑ ҫӑварӗнчен те кайрӗ, пырӗнче лӑкӑртатса тӑчӗ.Кровь текла также из полуоткрытого рта Аксиньи, клокотала и булькала в горле.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан пырӗнче сывлӑшӗ питӗрӗнсе ларчӗ, сӑнӗ-пичӗ хуралса килчӗ те вӑл нумайшар вӑхӑт тӑнран кайса выртрӗ, анчах сывлӑш ҫавӑрса илсен, каллех ҫав «кӗҫӗнни» ҫинченех шухӑшларӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн пырӗнче каллех темскер лӑкӑртатма пуҫларӗ, анчах хальхинче, хӑйне алла илсе, Прохор еннелле ҫаврӑнчӗ:В горле его снова что-то заклокотало, но он овладел собой, повернулся к Прохору:
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн пырӗнче темскер пӑкӑр-пӑкӑр туса лӑкӑртатса тӑчӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пырӗнче капланнӑ курайманлӑх хумӗпе, хӗрхеннипе тата халь-халь пулса иртмелли темле хӑрушӑ ӗҫе асаплӑн кӗтнипе тӑвӑнса, вӑл Иван Алексеевич ҫине тинкерет, анчах — курать-и Иван Алексеевич ӑна, паллать-и — ӑна-кӑна ниепле те тавҫӑрма пултараймасть.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
1-мӗш Мускав полкӗн, пӑр кайнине пула, Хопер пырӗнче ҫул татӑлчӗ, вара вӑл Донӑн сылтӑм енне каҫрӗ те, ҫӗнӗ пополнени ярасса кӗтсе, Усть-Хопер станицинче чарӑнса тӑчӗ.
XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Сӑнӗпе улшӑннӑ-и хӑй? — пырӗнче темскер типпӗн тӑвӑлса капланнипе чыхланса ыйтрӗ те Аксинья, тытӑнчӑклӑн тухакан сассине тикӗслетме тӑрӑшса, ӳсӗрсе илчӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.