Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пынӑскер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Акӑ эсӗ, пӗрремӗш класа пынӑскер, манпа пӗр парта хушшинче ларма килӗшмесӗр турткаланатӑн.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

— Чӑн та, — тет Ванюк, хӑй те ҫак ыйтупа анраса пынӑскер.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл, ачасем шиклӗн кӑшкӑрнине илтсе вӗсем патне чупса пынӑскер, Караҫӑм алӑран пӑрахнӑ урхалӑха йӑпӑр-япӑр ҫавӑрса тытса ӗне пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унӑн хӑлхине шыв кӗме памарӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Асатте больницӑран тухсанах сан патна пыратӑп», — ҫавӑн пек шантарчӗ хӗр, Герасим Федотовича ӑсатма Шарпашах пынӑскер.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑнтах вара ӑна пӗр салтак, Савантере пулӑшма чупса пынӑскер, хӗҫӗпе пилӗкӗнчен ҫапса ҫӗре ӳкерчӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫен, ҫул тӑршшӗпех шӑлне ҫыртса чӑткаласа пынӑскер, тулатухалла йӑрт! кӗрсе ҫухалчӗ.

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ула Тимӗр, арӑмӗ хыҫӗнче йӑраланса пынӑскер, чутах ун ҫине пырса тӑрӑнмарӗ — чарӑнса тӑчӗ те Полина ура ҫине тӑрасса кӗтрӗ, анчах лешӗ, мӑштӑк-мӑштӑк сывлакаласа, хускаласшӑн та пулмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑн та, Анатолий Князев, пурнӑҫӗн 17 ҫулне Шупашкар районӗнчи муниципалитет службине панӑскер, кайран Коми Республикин Ял хуҫалӑх министерствине ертсе пынӑскер, хӑйне обоймӑран тухса ӳкнисен шутне кӗртме васкамасть: «Ҫурҫӗр хыҫҫӑн сывлӑха кӑштах ҫирӗплетӗп те - вара…»

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Левентей, унта Ятман чӗннипе пынӑскер, кӗтесре ҫамрӑксен ушкӑнӗнче ларать.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Артур систермесӗр чупса пынӑскер, труках ик аллипе ик хӑлхаран ярса илсе Павлуша икӗ хутчен силлерӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ывӑлне тухса кайма алӑк уҫма пынӑскер, ашшӗ сасартӑк тӑнсӑр пулса ӳкрӗ.

Help to translate

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ӑҫта хайхи… чемодансем ҫӗклени… сирӗнпе пӗрле утса пынӑскер!

— Где тот… с чемоданами… что с вами шел?

VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ильсеяр, халь ҫеҫ амӑшӗ пирки хурланса пынӑскер, старик ҫине сиввӗн пӑхрӗ.

Ильсеяр, которая еще находилась под впечатлением тяжелых дум о матери, смотрела на старика отчужденным взглядом.

VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ильсеяр ҫӑвар та уҫма ӗлкӗреймерӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ казак, темшӗн нумайранпа чӗнмесӗр пынӑскер, каллех кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

Ильсеяр не успела вымолвить и слова, как казак с приплюснутым носом, что-то давно молчавший, гаркнул.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Статски советникӑн кухарки, Столыгин ӑна пӗр шурӑ хут укҫа тата хӑлха ҫаккисем пама пулнӑшӑн пулӑшса пынӑскер (чӑн та, Столыгин вӗсене ҫаплах илсе пырса паман-ха), сасартӑк кайран-малтан мӗн пулса тухассинчен хӑраса ӳкнӗ те, пӗр каҫхине, кӑштах ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн, ашшӗне пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.

Кухарка статского советника, помогавшая Столыгину за беленькую бумажку и за золотые серьги, которые он обещал, но все не приносил, вдруг испугалась могущих быть из этой связи последствий и раз вечером, немного напившись, все рассказала отцу.

V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Ҫак воспитани пурнӑҫран аякра тӑрса, кӗнекесем тӑрӑх туса пынӑскер мар, практикӑлла воспитани пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑнӑҫлӑ пынӑ.

Воспитание это не столько было отвлеченно и книжно, как практично, и по тому самому имело несомненный успех.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Пӗчӗк ҫурт е ҫурт пулмасан, склад та пулин тупассине шанса пынӑскер, эпӗ пӗр ахаль чул умӗнчех чарӑнса тӑтӑм.

Рассчитывая найти домик, в крайнем случае склад, я остановился у самого обыкновенного камня,

Вырӑнсӑр шыравсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Тарҫисем нихӑш те килте пулман; кухарка упӑшки кӑна, праҫника пынӑскер пулнӑ.

Работников никого не было; был только один чужой, пришедший на праздник кухаркин муж.

I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

— Халлӗхе ялав Ковшоврах-и? — управленин куҫса ҫӳрекен ялавӗ, кашни пилӗк кунтах чи лайӑх боевой участока парса пынӑскер, камра пулнине пит те лайӑх пӗлсе тӑрать пулсан та ыйтрӗ Залкинд.

— Знамя пока у Ковшова? — спросил Залкинд, хотя отлично знал, у кого находится знамя управления, присуждавшееся раз в пять дней лучшему боевому участку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑрлама пынӑскер, ҫапла шухӑша кайса, хӑй ют пахчара выртнине те манса кайнӑ, пӗтӗм вӑйпе кӑшкӑрса янӑ.

Мужик так задумался, что и забыл совсем, что он на чужом огороде, и закричал во всю глотку.

Хӑяр вӑрлакан // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed