Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ирхи тӗтӗмрен юлакан пылакрах шӑршӑ, пӗчӗк чӳрече ҫутипе сӗмленсе курӑнакан сӗтелпе пукан, йывӑҫ путмар, пысӑк кӑмака — ҫак тахҫан хӑнӑхнӑ япаласем хӗр ачан ҫуйханнӑ чӗрине часах тӑванла йӑпатса пусарчӗҫ.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫыхланчӑк курӑкӑн нӳрлӗ ҫӑралӑхӗнче Горн урисем аран-аран куҫаҫҫӗ, акӑ вӑл тинех кӑвак йӑрӑм патне тухрӗ те чарӑнчӗ, шыв курӑкӗсен пылакрах киҫмӗк шӑршипе сывлать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сывлӑшра техӗмлӗ нӳрлӗх ҫӑралсах пырать, вӑрман чӑштӑртатӑвӗн кӗвви-ҫемми сис-чӳленнӗ шӑплӑхӑн черчен чӗнтӗрне карать, оранжерейӑн пылакрах, киҫмӗк шӑрши кӑмӑл-туйӑма ҫӗклентерет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Лось тӗрӗслерӗ: шӗвек ҫӑра, пылакрах, мускат мӑйӑрӗн вӑйлӑ шӑрши.Лось попробовал: жидкость была густая, сладковатая, с сильным запахом мускатного ореха.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫимӗҫе пылакрах тӑвас тесен, сахӑр сапма юрать.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Унӑн симӗс тӗсӗ шупкаланса кайнӑ, шурӑхса кайнӑ ҫеҫкисем тусанланнӑ, вӗсенчен тусан шӑрши, пылакрах та типсе хӑрнӑ шӑршӑ ҫапать.Зелень его пожухла, блеклые венчики запылились и пахли пылью, сладостью, увяданием.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӳлӗме йӗтӗнӗн пылакрах шӑрши тулчӗ.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шӑпанран кӑшт ҫеҫ сисӗнекен пылакрах та кӑвасак тӑкӑска шӑршӑ сарӑлать.От шиповника веет чуть внятным, едва уловимым сладостно-терпким запахом, грустноватым и тихим.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Картишӗнче питӗ шӑрӑх пулнӑ; Санин апат хыҫҫӑн тухса каясшӑнччӗ, анчах ӑна кунашкал кун вырӑнтан тапранмасан лайӑхрах пулать терӗҫ те, вӑл юлма килӗшрӗ; вӑл хӑйӗн хуҫисемпе ларнӑ хыҫалти пӳлӗмре сулхӑн пулнӑ; чӳречесем акаци ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахчаналла тухнӑ; вӗсен ылтӑн чечеклӗ ҫӑра турачӗсем ҫинче пыл хурчӗсем, сӑпсасем, тӗкӗлтурасем пӗр харӑссӑн сӗрленӗ: ҫурри хупнӑ чӳречесемпе антарса янӑ шторӗсем витӗр ҫак чарӑнма пӗлмесӗр сӗрлени илтӗннӗ, вӑл урамри сывлӑш вӗри иккенне пӗлтернӗ; ҫакна пула тирпейлӗ, хупӑ пӳлӗмӗн сулхӑнӗ пушшех те пылакрах пулса тӑнӑ.
X // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ан хурал тӑвӑл умӗнхи пӗлӗт пек, вӑрах пӗрне-пӗри курмасӑр тунсӑх хыҫҫӑн пирӗн тӗл пулу пылтан та пылакрах пулӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Шӑплан-ха, туятӑн-и? — терӗ те вӑл, сӗрӗмлӗ те пылакрах сывлӑша шӑршласа илчӗ.Чу, слышишь? — И он потянул ноздрями, принюхиваясь к сладковато-угарному порыву ветра.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Унтан ҫанталӑк уяртса ячӗ, хӗвелтухӑҫ ҫилӗ вӗрчӗ, ҫеҫенхирте каллех косилкӑсем халтӑртатма пуҫларӗҫ, хуралса кайнӑ купасенчен кӑвакарнӑ уттӑн пылакрах тутӑллӑ хӗрхӳ шӑрши сарӑлчӗ, ҫеҫенхир пӑспа витӗнчӗ; унтан вара сенкертерех тӗтре витӗр хурал куринкисен, тип варсен кӑвак васанӗсемпе инҫетри пӗвӗсем хӗрринчи симӗс ҫӗлӗклӗ йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫӳҫесен уҫӑмсӑр кӳлеписем кӑшт кӑна курӑнмалла палӑракан пулчӗҫ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Табак тӗтӗмӗ кунта пуриншӗн те тата пылакрах пек туйӑнчӗ — пуҫ ҫинче кӑвак тӗтӗм явӑнать.Тут табачный дым всем показался еще слаще — над головами вился сизый туман.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ачасем юр ӗмеҫҫӗ; юр та вӗсене мороженӑйӗнчен пылакрах пек туйӑннӑ.Они сосали снег, и он тоже казался им слаще всякого мороженого.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫӑткӑнлансах шырарӗ вӑл вӗри те пылакрах куҫҫуле, ҫак ҫӑмӑллатакан вӑрах та йӳҫенчӗк ӗсӗклеве.Он жадно искал этих горячих и сладостных слез, этих долгих, горьких, облегчающих рыданий.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Гаврик аслашшӗ ҫӑварӗнчен эрехӗн пылакрах шӑрши кӗнине туйрӗ.Гаврик почувствовал изо рта дедушки сладковатый запах водки.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Мӑнук – ачаран пылакрах», – тет ман хуняма.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
13. Ӑссӑр-тӑнсӑр шапӑлкка хӗрарӑм, айванскер, нимӗн те пӗлменскер, 14. хула тӳпемне, хӑй килӗн алӑкӗ умне пукан ҫине тухса ларать те 15. ҫулпа иртсе пыракансене, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр пыракансене, чӗне пуҫлать: 16. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» тет, катӑк ӑслине вара ҫапла калать: 17. «вӑрланӑ шыв пылакрах, пытарса хӑварнӑ ҫӑкӑр тутлӑрах» тет.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа сучӗсем чӑн, пӗтӗмпех тӳрӗ; 11. вӗсем ылтӑнран та, темӗн чухлӗ таса ылтӑнран та ытла ӑмсантараҫҫӗ, вӗсем пылран та, караслӑ пыл тумламӗнчен те пылакрах; 12. Санӑн чуруна ҫавсем сыхласа усраҫҫӗ, вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫиччӗмӗш кунӗнче хӗвел анас умӗн туй каччисем Самсона каланӑ: пылран мӗн пылакрах? арӑсланран мӗн вӑйлӑрах? тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1