Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыла (тĕпĕ: пыл) more information about the word form can be found here.
«Мӗнле ҫавӑн чул пыла пӗрре ларса ҫисе ямалла», — тӗлӗнсе пӑхрӗҫ Кулюккан шӑтӑкран тухнӑ шӑши пек выляса тӑракан хӑмӑр куҫӗсем.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп караслӑ пыла питӗ юрататӑп.

Help to translate

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӑхра ахальтен мар: «Пӗр кашӑк тикӗт пӗр пичке пыла пӑсма пултарать», теҫҫӗ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Пыл сӑпасӗнче ҫамрӑксем пӗрремӗш пыла пухса илме палӑртнӑ.

Help to translate

Ӑслӑ вӗлле ӑсталаса программӑлаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60477

Смартфон ҫинчи пускӑча пуссах пыла банкӑсене тултарма май пур.

Help to translate

Хӗрлӗ Чутай ачисем смартфон ҫинчи пускӑча пусса пыл пуҫтарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34547.html

Йӑлана пӑхӑнса пӗлтӗр туса илнӗ пыла пахаланӑ.

Согласно традиции, была проведена дегустация меда, произведенный в прошлом году.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Анчах та вӑл апат шутӗнчен пичетленӗ пыла уҫаҫҫӗ, вӗлле хурчӗсем фруктозӑна ҫисе яраҫҫӗ, хытса кайнӑ пылра глюкоза нумай пулнипе ҫиеймесӗр вилме пултараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Ӗҫ хыҫҫӑн ҫӑвӑнса тасалнӑ хушӑра та, илнӗ пек тырра, кӗрпепе пыла йӑтса таврӑннӑ чухне те пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗлле ҫеҫ мар, кӗлетри пыла та, сар ҫӑва та, хаклӑ тирсене те темиҫе лавпа тиесе тухрӗҫ.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ те халӑх сӑмахлӑхӗнчи пыла пуҫтарса ырӑ ҫынсем валли ялан сӑвӑ ҫыратӑп, аслӑ хан, — терӗ поэт.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун пек пыла «ҫӑка пылӗ» теҫҫӗ.

Help to translate

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Пилӗк-ултӑ пӑт пыла хӗрхенсе пулмасть, — терӗ кукаҫи, шӗвӗркке кӑвак сухалне якатса илсе.

Help to translate

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантлӑха хамӑн хӑрушӑ шухӑша пусарса чустапа ӗҫлес кӑмӑл пурччӗ, анчах атте мана сӗтел патне пыма кӑчӑк туртрӗ, кукаҫисенчен илсе килнӗ пӗчӗк чашӑкри кӗрпеклӗ пыла кӑтартрӗ.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Йывӑҫ хӑвӑлӗнчи пыла чӗресси-чӗрессипе йӑтать.

Выгребал целыми чирясами дикий мед из дупел.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем вӑрланӑ пыла сыхлама пырса ларнӑччӗ те эпӗ…»

Мед они ворованный на нашу пасеку пришли забрать, а я их поджидал там…

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван нимӗн те тӗкӗнмерӗ, хуртсем йӑтса пӗтере пуҫланӑ пыла ӗлӗкхи пекех витсе хучӗ те килнӗ ҫулпа каялла утрӗ.

Ухтиван оставил все как есть, лишт накрыл мед, который начали растаскивать пчелы, и той ж дорогой вернулся на пасеку.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Апла вӑл ыйтмасӑрах илсе кайрӗ-и пыла

— Так, выходит, мед-то он взял без спросу?

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӑрӑхтарать те сӑрӑхтарать мӑрса кӑкшӑмри сим пыла.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав хушӑрах пыла виҫине пӗлмесӗр ҫисен ҫын хӑйне вӑйсӑр туйма, ыйхӑланма тата мӑнтӑрланса кайма пултарать.

Между тем злоупотребление медом может привести к слабости, сонливости и переизбытку веса.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Халиччен вӑл сим пыла ялан арӑмӗ аллинчен йывӑҫ алтӑрпа ӗҫекенччӗ, ҫавӑнпа та упӑшки сим пыла кӑкшӑм ҫӑварӗнченех лӗрӗплеттернине курсан, Чураппа аллине шартах ҫапрӗ.

Help to translate

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed