Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел ҫинче ҫара пуҫӑн ҫӳреме те эпӗ хӑнӑхса ҫитеймерӗм; хӗвел ҫине ҫӗлӗк тӑхӑнмасӑр тухсанах, манӑн пуҫ ыратма тытӑнать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хутора кайса килнӗ юланутлӑ ҫын та, малти лав патӗнче ҫара пуҫӑн тӑраканскер, чӗлпӗрне лӑнчӑ янӑ та пач шарламасть, ахӑртнех, хӑйшӗн кун ҫапла ӑнӑҫсӑр пуҫланнине унӑн ниепле те ӗненес килмест пулӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Огнянов ытла ӗшенсе ҫитнӗн курӑнчӗ, тумтирӗ пылчӑкпа та юнпа вараланса пӗтнӗ, ҫара пуҫӑн, сӑнӗ-пичӗ вунӑ кун хушши выҫӑхса ҫывӑрмасӑр асапланса тӳснӗ пек курӑнать, унӑн кашни ярса пусас утӑмӗнче нуша та хӑрушлӑх пулни палӑрать.
VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Стефчов тупӑк патӗнче — ҫара пуҫӑн, куҫне тутӑрпа хупланӑ.Стефчов стоял у самого гроба с обнаженной головой, закрыв глаза платком.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак юмахри пек вырӑнта ирхи ытарайми илемпе савӑнса, ту сывлӑшне вӑл кӑкӑр тулли ҫӑтать, хӑй ҫара пуҫӑн.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Картиш варрипе, турат хӳттинче, шап-шурӑ вӑрӑм сухаллӑ паттӑр ватӑ ҫын уткаласа ҫӳрет, ҫине вӑл кӑвак рясӑ уртса янӑ, ҫара пуҫӑн.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл тем итленӗ пек ответ кӗтнӗ пек, ҫара пуҫӑн, хускалмасӑр, ватӑ ҫын евӗр пӗкӗрӗлсе, нумайччен тӑчӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫара пуҫӑн, килте тӗртсе тунӑ пустав сӑхманне йӳле ярса, нумайччен пӗр хускалмасӑр тӑчӗ…С обнаженной головой, в распахнутом домотканом зипуне, стоял долго и недвижимо…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пӗр сехет каялла пӑрахут электромаяк патне пычӗ те, моряксем, ҫара пуҫӑн пулса борт ҫине тупӑк кӗртсе хучӗҫ, ӑна вӗсем ҫав тупнӑ палаткӑпах чӗркерӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951