Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хушӑран оруди кӗмсӗртетнӗ сасӑпа ҫеҫ ҫынсем пуҫсене ҫӗклесе пӑхнӑ.Когда изредка прокатывался удар орудия, люди только поднимали головы.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Делегатсем Владимир Ильича ҫавӑрса илчӗҫ, — пуҫсене сулкаласа, кӗскен сӑмахсем хушкаласа, кӑмӑл ҫӗкленсе кайнипе тарӑнӑн сывласа тӑраҫҫӗ вӗсем…И они окружили Владимира Ильича, — кивая, поддакивая, вздыхая от полноты ощущений…
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Каҫ пула пуҫларӗ ӗнтӗ, анчах эпир ҫаплах-ха пуҫсене чӳрече витӗр кӑларса шӑпланса ларнӑ хула ҫине, рудник ҫине пӑхса тӑратпӑр.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫитменнине тата пуҫсене ҫивӗтлӗ париксем тӑхӑнтарнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
«Пирӗн стариксен пуҫӗсене тӑшман ҫирӗ! — кӑшкӑрчӗ Ҫтаппан арӑмӗ Хветуҫҫа. — Халь эсир, фашистсем пек, пуҫсене касӑр пирӗнне!..»
Манӑҫӑнмасть самана саламачӗ // Е. АРСЕНТЬЕВ. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.
Вара йӑлтах пуҫсене ҫухатрӑмӑр.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫавӑнпа пирӗн пуҫсене ҫӳлерех ҫӗклемелле.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Гоминдан ҫарӗсем килсен пирӗн пуҫсене татсах илеҫҫӗ вӗт.Придут гоминдановские войска да как отхватят нам головы по плечи.
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпир пуҫсене шӑтӑкалла пӗкрӗмӗр.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анисим Иванович хамӑра асӑрхасран эпир Васькӑпа иксӗмӗр пуҫсене пӗкрӗмӗр.Мы с Васькой пригнулись, чтобы Анисим Иванович не заметил нас.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫапла вара каҫсем аван иртетчӗҫ, мастерскойӗнче ҫӗрлехи пек шӑпах пулатчӗ, сӗтелсем тӗлӗнче кӗленче шарсем, сивӗ те шурӑ ҫӑлтӑрсем пек, ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫутӑ пайӑркийӗсем сӗтелсем ҫумнелле пӗшкӗннӗ ҫӑмламас пуҫсемпе кукша пуҫсене ҫутатса тӑраҫҫӗ; эпӗ шухӑша кайнӑ, лӑпкӑ сӑн-питсене куратӑп, хӑшпӗр чух кӗнеке авторне е героя мухтани илтӗнсе каять.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир тункатасем умӗнче ним калама пӗлмесӗр, пуҫсене усса тӑтӑмӑр.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Хӗрарӑмсем пырса ҫитрӗҫ, кусен ҫинҫешке сассисем пурин шӑв-шавӗпе хутӑшса кайса, ҫак шава ӳстерсе янкӑшаҫҫӗ, хирӗҫӳсене ҫивӗчлетсе пыраҫҫӗ: шӑв-шав, хаяр максӑма евӗр, кӑпӑкланать те тата ытларах хаярланса ӳсӗртет, пуҫсене ҫаврӑнтарать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кӑвак сибирка тӑхӑннӑ хуҫа — старикпе кӗске полушубка тӑхӑннӑ, чармак куҫлӑ та тӳрӗ тӑракан куҫхаршиллӗ ирӗклӗн каяканни пӳртумӗнче чылайччен тем ҫинчен пӑшӑлтатса тӑчӗҫ, унтан таҫта кайма ирӗк ыйтрӗҫ, такама шыраса пӑхрӗҫ, темӗншӗн кашни ҫыруҫӑ умӗнче ҫӗлӗксене хывса пуҫсене тайса, хуҫана, паллакан ҫыруҫӑн сӑмахне тарӑн шухӑшлӑн итлесе тӑчӗҫ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ватӑ дворовӑйсем салхуллӑн пуҫсене суллакаласа илчӗҫ.
XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Укҫук пӗр ҫур минут пек Поликей ҫине, Кулине ҫине, ҫивитти айӗнчен пуҫсене кӑларнӑ ачасем ҫине пӑхса илчӗ, кӑмака патӗнче йӑваланса выртакан мӑйӑр курланкине илсе Анюк ҫинелле ывӑтрӗ те «халех пымалла», тесе пӳлӗмрен ҫавраҫил пек тухса вӗҫрӗ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вара эпӗ чӑнах та курӑнкаларӑм, анчах та пӗчӗк ҫивӗтлӗ пуҫсене курас тесе кӑна — Анютӑпа Люся аннепе пӗрле пыраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫак мӗнрен пулма пултарнине пӗлес шутпа эпир чылайччен пуҫсене ҫӗмӗртӗмӗр.Долго мы ломали голову над тем, отчего это могло получиться.
Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эпир пуҫсене ҫӗмӗрсех шутлама тытӑнтӑмӑр, вара акӑ мӗн тума шутларӑмӑр.
Килте тунӑ хатӗр-хӗтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Гарикпе иксӗмӗр, пуҫсене каҫӑртса, майлӑрах вырӑн шыратпӑр.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.