Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫӗрти хӑшпӗр усӑллӑ микроорганизмсем вӑйлӑрах ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ.
Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№
Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче «Кино-, фото-, видео студисен ертӳҫи» специальноҫпа студентсене йышӑнма пуҫлаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Ирхине 7 сехетрех вӑранмалла-ха — эпӗ вара савӑнатӑп: «Часах ӳкерме пуҫлаҫҫӗ!»
Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Ку спортпа хӗрачасемпе арҫын ачасем 3 ҫултах интересленме пуҫлаҫҫӗ.
Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Эпӗ ҫав этем тӳпе пӗлӗчӗсемпе вӗҫнине куртӑм; пӑхса илме пуҫне ӑҫталла пӑрсан та, ун айӗнче мӗн курӑнни пурте чӗтӗресе тӑрать; 4. вӑл каланӑ чухне унӑн сассине илтекенсем пурте вут ӑшшине туйса илнӗ ӑвӑс ирӗлме тытӑннӑ пекех ҫунма пуҫлаҫҫӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
96. Пиллӗкӗмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсем халӗ ӳтрен уйрӑлнӑшӑн, пулас еткерлӗхе илессишӗн тем тӗрлӗ савӑнаҫҫӗ; унсӑр пуҫне тата вӗсем унчченхи хӗсӗклӗхе, йывӑрлӑха кураҫҫӗ те вӗсенчен хӑтӑлнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ, телейлӗскерсем, вилӗмсӗрскерсем ирӗклӗхе туйма пуҫлаҫҫӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Лешӗсем кусене хуравласа каланӑ: пур, авӑ вӑл сан умӑнта; анчах васка: хулана вӑл паян килчӗ, мӗншӗн тесессӗн паян сӑрт ҫинче халӑх парне кӳрет; 13. хулана ҫитсессӗн ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, вӑл ҫав сӑрт ҫине апата каяйман-ха; халӑх вӑл пымасӑр апатланма пуҫламасть, мӗншӗн тесессӗн кӳмелли парнене вӑл пиллет те, чӗннӗ ҫынсем ҫавӑн хыҫҫӑн тин апатланма пуҫлаҫҫӗ; кайӑрах, халӗ ӑна тӗл пулма ӗлкӗретӗр-ха, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ял тӑрӑх пуҫлӑхне панӑ тепӗр ыйту вӗри шывпа ҫыхӑннӑ, «Советская» урамра пурӑнакансем хутса ӑшӑтакан сезон вӗҫленсенех вӗри шывсӑр аптӑрама пуҫлаҫҫӗ.
Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Кашни ҫулах кӗркунне грипран прививка тума пуҫлаҫҫӗ.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
32 хусахран чи ӑмсанмаллинчен: туртман, ӗҫмен, чечек ӳстерекен каччӑран — пуҫлаҫҫӗ.Из 32 холостяков начинают с самого завидного: некурящего, непьющего, выращивающего цветы жениха.
Киле килнӗ Тур ҫырни Чӗмпӗр тӑрӑхне каять // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11640.html
Ҫичӗ ҫул тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн тин ҫурт лартса хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пуҫлаҫҫӗ.Только после семи лет страданий построив свой дом начали самостоятельно жить.
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772
Тин кӑна эпӗ вӗсене пачах та кӑсӑклантармастӑмччӗ, Галустян арӑмӗ пулнине пӗлсен вара, мӗнле каламалла та, мана хак пама пуҫлаҫҫӗ.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
Йӑпӑлтатма, сӑмах шырама пуҫлаҫҫӗ.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).