Шырав
Шырав ĕçĕ:
Раҫҫейшӗн унӑн гражданӗсем кирек хӑҫан та чи пысӑк пуянлӑхпа хаклӑх пулнӑ тата юлаҫҫӗ «, - тесе илсе кӑтартать сайтри сӑмахӗсене Лукашенко пресс-служби.
Лукашенко Путина Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3807421
Ҫав темӗн чухлӗ пуянлӑхпа совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче ҫеҫ тӗрӗс усӑ курма пуҫларӗҫ.Но правильное использование этих огромных богатств началось лишь в советское время.
Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑл культурине упраса хӑварас, ҫав пуянлӑхпа ытти халӑх вулаканӗсемпе тӗпчевҫисене паллаштарас тӗллевпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 40 томран тӑракан фольклор пуххине хатӗрлеме тытӑнчӗ — вӑл харӑсах икӗ чӗлхепе тухса пырӗ.
Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.
Ҫак пысӑк пуянлӑхпа 770 ҫын усӑ курать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Эй, ҫав пуянлӑхпа чӑваш ҫамрӑкӗсем валли шкулсем уҫнӑ пулсанччӗ — миҫе шкул пулнӑ пулӗччӗ!
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Михха патне хӑнана пырса «юмахри майлах пуянлӑхпа тӗл пулсан, Микула хӑйӗннипе танлаштарчӗ те ирӗксӗрех кичемленчӗ» (III кӗн., 147 стр.).
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ку вӑл арҫын кӑмӑлне хускатас тесе юри хуҫкаланни-мӗн туни мар, тӗрӗсрех каласан, вӑл ҫеҫ мар, ӑна ҫутҫанталӑк ҫапла туса янӑ: ҫӗр те пӗр хӗре-арӑма валеҫсе памалли пур капӑрлӑха, сипетлӗхе, ҫураҫулӑха, йӑрӑслӑха, илеме пӗр ҫынна тӗксе панӑ — ме, усӑ кур ҫак пӗтӗм пуянлӑхпа, савӑн тенӗ.
Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хитре мар сӑна капӑр тумпа та, пуянлӑхпа та хитрелетме ҫук.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ку пурнӑҫра кӑна эпир пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑратпӑр пуянлӑхпа е вӑйпа мухтанатпӑр. Леш тӗнчене лексен вара ушкӑнӗ пӗр пек, пӗр тӑвансем пек пулса тӑратпӑр», — тесе ашшӗ пысӑк чул ҫине ҫар пикисен ячӗсене ҫырма пуҫларӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Вара вӑл сутӑнчӑкла чӑн-чӑн ӗҫ тӑвать — пурне те Санди Пруэль, пуянлӑхпа кисренмеллипех кисреннӗскер, ытарлӑ кермен диванӗ ҫинче еплерех ҫывӑрнине пӑхма ертсе килет.
XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпир ҫав капиталистсене тахҫанах кӑларса сирпӗтнӗ ӗнтӗ, халӗ хамӑр пуянлӑхпа хамӑр хуҫа.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗрӗссипе каласан, ҫав министр урӑх нимӗншӗн те мар, пуянлӑхпа влаҫшӑн тата тӗрлӗ чинсемшӗн кӑна ҫунса пурӑнать.По крайней мере, у него нет никаких страстей, кроме безумной жажды богатства, власти и титулов.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗрисем пуянлӑхпа ӑслӑн усӑ курчӗҫ, теприсем, хӑйсен кӑмӑлне кура вуҫех урӑхла хӑтланчӗҫ.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫавӑнпа, сирӗншӗн пулсан, восстани — хальхи Сенатпа хальхи законсене сирпӗтессипе, хальхи законсен вырӑнне халӑхшӑн тӗрӗсрех, пуянлӑхпа правасене пӗр тикӗсрех валеҫекен законсем тунипе, хальхи сенаторсене сирӗн хушшӑрта тата сирӗн тусӑрсем хушшинче суйланӑ сенаторсемпе улшӑнтарнипе пӗтет.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сире, чаплӑ йӑхсенчен тухнӑ ирӗк граждансене, олигархсен касти государствӑна тытса тӑрас ӗҫ патне ямасть, пуянлӑхпа власть памасть; ҫав каста халӑхшӑн, хӑюллӑ ҫынсемшӗн тата ҫӗнӗлле пурӑнас текенсемшӗн тӑшман пулса тӑрать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Аам ывӑлӗсем пуянлӑхпа тата пӗлӳ-ӑс вӑйӗпе ҫӗр-шыва ертсе пырас ӗҫе хӑнӑхаҫҫӗ.Богатством и силою знания сыны Аама проникли к управлению страной.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, ку ҫын уншӑн ӑнсӑртран тупӑннӑ пуянлӑхпа пӗрех.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Унта нимӗн те улшӑнман: ҫав ҫынсемех, ҫав портретсемех, хаклӑ йышши, анчах пӗртте кӑмӑла кайман сӗтел-пукансем, стена ҫумӗпе лартса тухнӑ савӑт-сапасем, ҫавӑн пекех пуянлӑхпа тӑмсайла мухтанни, ҫавӑн пекех йӗри-тавра виле шӑтӑкӗнчи пек шӑплӑх.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Пуянлӑхпа чухӑнлӑх — епле хӑрушӑ вӑл!
IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӗнчери мӗнпур пуянлӑхпа та илеймӗн!
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.