Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ӗҫ унпа чарӑнса ларман, мӗншӗн тесен, тӳре-шарасем каланӑ пек, ку вӑл сӳнсе пыракан пушарӑн юлашки хӗлхемӗсем мар, ҫӗнӗрен амаланса каякан хӑватлӑ вут-кӑвар пулнӑ.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӗр ҫырӑва ӗненме те аптӑрать, ӑна хирӗҫлемест те; унӑн хӑравӗ чикӗрен каҫрӗ, харпӑр хӑйне тытма пӗлеслӗхе ҫутатнӑшӑн ун умӗнче, — ку вара шанманлӑх пӗлтерӗшӗллӗ, — хӑйне намӑслантарма кая юлман-ха; анчах пушарӑн куҫа шартаракан ҫутинче вӑранса кайнӑ чухнехилле сехӗрленӳ евӗрлӗ туйӑма ниепле те тытса чараймасть.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ромаҫ мужиксене хулпуҫҫисенчен туртса, тӗккелесе хӑвӑрт кӑна пӗр ҫӗре пухрӗ, унтан вӗсене икке уйӑрчӗ те, пушарӑн икӗ енӗпе те тӑракан ҫатан картасемпе хӳмесене ҫӗмӗрме хушрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пуҫа ҫавӑракан ҫак тарӑнӑша кӗленче тӑрӑ витӗр пушарӑн сӳнӗк ҫути сӑрхӑнса кӗрет.Тусклый свет зарева проникал сквозь стеклянную крышу в эту головокружительную глубину.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пушарӑн сарлака хутлӑхӗ халӗ тепӗр енчен ҫывхарса килекен шӑрчӑксен линине ҫутатать; шӑрчӑксем горизонтран хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе килеҫҫӗ те хула ҫийӗн ишеҫҫӗ.
Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫывӑхри пушарӑн вӗри сывлӑшӗ ун питне кӑнтӑрти типӗ ҫил пек пырса ҫапрӗ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Чӗтренсе тӑракан пушарӑн юн тӗслӗ ҫутинче разведчиксем «Еurора» тесе ҫырса хунине вуларӗҫ.Под вибрирующим, неестественно-кровавым светом зарева разведчики прочли: «Europa».
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сасартӑк ачасем пӑхакан чӳречепе юнашар чӳречере, пушарӑн хӗрлӗ ҫутинче ҫӳллӗ кӗлетке курӑнса кайрӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӑнтӑрта ҫаплах вӑйлӑ пушарӑн хӗрлӗ хура янкарӗ мӑкӑрланса тӑчӗ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Горизонт ҫулӑм пек ялкӑшать, ҫавӑнпа уй-хир ҫине хӗллехи пек сӑрӑ мар, кӗрен мӗлке ӳкрӗ, сӑрт-тусем вара, шӑрӑх тӗтрипе витӗнсе, мрамор тӗслӗ пулса тӑчӗҫ; ту айӗнчи лутра вӑрмана хӗрлӗ тӗс пӗтӗмпех хупласа илнипе ун ҫине пысӑк пушарӑн ҫути ӳкнӗ пек туйӑнать.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Машинӑна хирӗҫ пушарӑн тӗксӗм ҫути ӳкрӗ, эпир Международнӑйне тухрӑмӑр та, пӗтӗм хулана вут явса илнӗ пек курӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1