Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алюновсем пухусенче чӑвашсене Учредительнӑй пуху кӗҫ-вӗҫ пухӑнасса ӗнентерчӗҫ, Ҫӗпӗрте каллех ӗлӗкхи йӗрке туса хунине шанма хушмарӗҫ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах эсерсем пурте пӗр шухӑшлӑ пулман: пӗрисем Ҫӗпӗрти Верховнӑй правитель — Колчак патне куҫма шут тытнӑ; теприсем — Алюнов пеккисем — Учредительнӑй пуху пухӑнасса ҫаплах шанса пурӑннӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Эпӗ кунта пысӑк йыш пухӑнасса кӗтнӗччӗ, — терӗ Дигэ.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тӗнчере ҫынсем ҫав тери нумай пулнине вӑл пӗлнӗ, паллах, анчах вӗсем пурте ҫакӑнта, Хультфсреда пухӑнасса шухӑшлама та пултарайман.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кун пек пухӑнасса никам та кӗтмен.
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сашка ҫӑлкуҫӗнчи пӗтӗм ҫӳп-ҫапа хырса кӑларнӑ, пылчӑка чавса шӑтӑк тунӑ та унта пӑтранчӑк шӗвек пухӑнасса асапланса кӗтет.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
— Мӗншӗн пуху пухӑнасса кӗтмен вӑл? — терӗ Виктор Сергеевич.— Почему Тынэт не дождался собрания? — строго спрашивал Виктор Сергеевич.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл ҫакӑн чухлӗ машина пухӑнасса шанман, ҫавӑнпа тӗлӗнсе кайрӗ.Он не надеялся увидеть столько машин — и был приятно удивлен.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Пухӑнасса халӑх нумай пухӑннӑ, вӗсем пурте проект туса ларнине те эпӗ куртӑм, анчах проекчӗсем халлӗхе курӑнмаҫҫӗ-ха.— Народу-то много собралось, все они, я видел, сидят и чертят, а проектов пока не видать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Пухӑнасса пурте пухӑнчӗҫ, каясса вара… — вӑл хӑйсемпе кам-кам пынине шутласа тухрӗ, — вуниккӗн ҫеҫ.— Собирались все, а пошли… — он быстро пересчитал, — двенадцать человек.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Пухӑнасса шкул килхушшинче вунӑ сехетре пухӑнатпӑр.
37 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Пурне те паллӑ ӗнтӗ, ӗҫсӗрсен митингӗ ирхине пуҫланмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах площадьпе таврари вырӑнсем халӑхпа йышлӑн тулма пуҫланӑ, унта ун чухлех халӑх пухӑнасса полици те кӗтмен.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пухӑнасса вӑрахчен пухӑнчӗҫ, шавласа строя тӑраҫҫӗ, йӗркесӗр те начар тикӗсленсе тӑраҫҫӗ.Собирались долго, строились шумно, бестолково, равнялись плохо.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Капла тусан ачасем пурте пухӑнасса пӗлсех тӑтӑм эпӗ.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Сирӗн Канашӑр пухӑнасса икӗ эрне ҫурӑ кӗтмелле мар!Ждать две с половиной недели, покуда соберется ваш Круг, нельзя!
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӳррипе каласан, хура тумлӑ нимӗҫсем, халиччен куркаланӑ тӑрӑх, ял халӑхӗ пухӑнасса хӑйсем те шанман пулмалла.Впрочем, немцы в черном, уже, должно быть, наученные опытом, не очень на это и надеялись.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1