Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусне (тĕпĕ: пус) more information about the word form can be found here.
Хӑвӑр куратӑр — эпӗ пӗр пусне те илмен.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӗтел ҫинчен пӗр пусне те илмерӗ Роза, кӗлетрен хӑй мӗнле тухнине те туймарӗ вӑл, пӳрте кӗрсе выртсан та тул ҫутӑличчен ҫывӑраймарӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн санпа ҫӳреме вӑхӑтӑм ҫук, — пӳртелле кӗрсе каясшӑнччӗ мучи, анчах ӑна Ҫимун тытса чарчӗ, кӗсйинчи кӗленче пусне кӑтартрӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ, ҫӑнӑхпа укҫашӑн ҫитмӗл пилӗк пусне ил те тӑхӑр тенкӗ те ҫирӗм пилӗк пусне каялла пар!

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, виҫӗ пусне енчӗке ярса, лавкка умӗнчен пӑрӑнчӗ, паҫӑрхи вырӑна таврӑнса, икӗ пичке хушшине вырнаҫрӗ, сӑхманне пуҫӗ ҫине туртса витӗнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, юлашки виҫӗ пусне ҫавӑр-каласа, ҫӳлӗксем ҫинчи тутлӑ шӑршлӑ ҫӑкӑр ҫине пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах юлашки пилӗк пусне ыранччен те пулин упрасшӑн пулчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне аппа унран хӑйне валли пӗр тимӗр укҫа илчӗ те: «Ку темиҫе пусне сана пулӑшнӑшӑн илетӗп, ҫитменнине тата санӑн тавару хамӑн тесе санран вырӑн укҫине те тӳлеттермерӗм. Халӗ эсӗ укҫуна марля татӑкӗпе чӗрке те кутамккуна хур. Ӳсӗрсем сахал мар минресе ҫӳреҫҫӗ кунта, туртса илме те пултараҫҫӗ», — терӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

— Апла пӗтрӗм, — пусне икӗ аллипе ярса илчӗ Пантей.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Кашни пусне шутлать вӑл, тек таврӑнмастӑп унта. ӗнтӗ завода ӗҫе кӗтӗм.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Пӗркун Лисукӑн хантӑсла тӗрленӗ масмакне Чунавальнӗк патне кайса саклата хутӑн, халӗ Кирукӑн чиркӳре юрласа илнӗ ҫитмӗл пусне ӗҫсе супрӑн.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Микулан пӗр пусне те уссӑр тӑкаклас килмерӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӗлермелле-и? — пусне малтан пырса кӗнӗ шухӑшне хӑвӑрттӑн персе ячӗ Хӗлип.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халлӗхе йӑпанӑр та-ха, анчах эсӗ, каччӑ, Сарье пусне минретме пӑрах.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та кӗрӳшӗпе килӗшмен пек пулса пусне пӑркаларӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах ҫывӑхра ҫын курӑнсан е сас-хура пулсан вӑл пусне ҫӗклет те хапха еннелле пӑхса турра кӗл тума пуҫлать.

Help to translate

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Турӑ тени мар ҫав вӑл, Настаҫ аппа, чӑн-чӑн ҫын, турӑ тупнӑ пулсан, пӗр пусне те илсе килсе памастчӗ, хӑйӗн тарҫисене валеҫсе паратчӗ», — терӗ начальник, шӳт туса кулса.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Пӗлетӗп, вӑл ӑна ӗнтӗ ҫӳпҫе тӗпнех чиксе хурать, пӗр пусне те пӗтерес ҫук.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр пусне те салатас марччӗ.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Укҫи йӑлтах аҫунта, эпӗ ҫур пусне те илмерӗм.

Денежки целиком твой папаша прибрал, мне полкопейки не дал.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed