Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кусем — хӑюллӑ шурӑ ҫӳп-ҫӳхе пусмасен шутласа кӑларайми сийӗсем, — куҫма пуҫласанах тӗтӗм евӗр ҫӑмӑл чӗнтӗрӗсемпе вӗҫе-вӗҫе тӑсӑлаҫҫӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кунта пӗтӗмпех кавирсем ҫинче; кантӑксем ҫукран — хаклӑ пусмасен янкӑр ҫутӑ тӗсӗсем фантастикӑлла хутлӑх евӗр туйӑнаҫҫӗ; ун тулашӗнче ҫутӑ та, сывлӑш та ҫук тейӗн.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Акӑ вӑл Миронпа юнашар фабрика килхушшийӗ тӑрӑх пиллӗкмӗш корпус патнелле утать, ку корпус, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ темӗн пысӑкӑш алӑн пиллӗкӗмӗш пӳрни, халь ҫеҫ ҫӗртен тытса лартнӑ-ха; ӑна йӗри-тавра пӗтӗмпех пӗренесемпе хӑмасенчен тунӑ пусмасем ҫавӑрса илнӗ, пусмасен картлашкисем ҫинче платниксем тӑрмашаҫҫӗ, вӗсен кӗмӗл тӗслӗ пурттисем йӑлтӑртатаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тӑвар урамри ҫуртсен стенисем хушшипе, тимӗр балконсемпе пусмасен тимӗр решеткисем пӗр евӗрлӗн каркаланса тӑнӑ ҫӗрте, виҫӗ хутлӑ ҫуртсен ҫӳллӗшӗнче, рельсӑсем тӑрӑх, «сывлӑш ҫулӗпе» вагон кӗмсӗртетсе те ҫухӑрса ыткӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Страницăсем:
- 1