Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир упӑшкапа Инҫетри Ҫурҫӗрте пурӑнмалла таватпӑр пулӗ, унӑн кунта пурӑнмашкӑн ӗҫӗ те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл Поляр летчикӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хула хӗрринчи урамри пӗчӗк пӳртре пурӑнмашкӑн лӑпкӑччӗ!..
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хушса юрламалли: Пӗр-пӗрне пулӑшмасан, Йывӑр чух ал тӑсмасан Пурӑнмашкӑн пит начар, Туссӑр пурнӑҫ — пурнӑҫ мар.
Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив
Эпӗ пӗлетӗп ӗнтӗ савӑклӑн пурӑнмашкӑн.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лешӗ шутсӑрах хӗпӗртесе кайнӑ, вӑл хӗпӗртенинчен тӗлӗнмелле те пулман: учителӗ унӑн ашшӗ килӗнче апатланнӑ, арҫын ачан учителе кураймасӑр пурӑнмашкӑн сӑлтав та нумай пулнӑ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ӗмӗрех ырӑ курса савӑнса пурӑнмашкӑн суйласа илнисен хисепӗ ытла та сахал пулнӑ пекле, ҫав сӑваплисен питех пӗчӗк ушкӑнне ҫӑлма та кирлӗ мар тенӗнех янрарӗ проповедь.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пире ирӗклӗ ҫӗршывра пурӑнмашкӑн таса тӳпе парнеленӗ, Тӑван ҫӗршыв хӑватне тата ентешӗмӗрсен ырлӑхне тӗреклетмешкӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантаракан ветерансем умӗнче пуҫӑмӑрсене таятпӑр тата чӗререн тав тӑватпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news?type=news&id=3562161
Тӑван яла таврӑнса ӑна ҫӗнӗ шая ҫӗклес, ҫынсене пуян та тулӑх пурнӑҫпа пурӑнмашкӑн пулӑшас, пысӑк тӗллев лартса ӑна пурнӑҫлас килет.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Кунашкал режимпа пурӑнмашкӑн, чӑн та, кашни пултараймӗ.
Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Ялта пурӑнмашкӑн ял ҫынни пулса ҫуралмалла.
Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр, 2. хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр, 3. ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ; 4. Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑшӑн пурӑнмашкӑн эпӗ саккун урлӑ саккуншӑн вилнӗ.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар: 13. эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр: 14. Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем, 15. мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир, ӗлӗк йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑнмашкӑн хӑвӑр ӳтӗре ирсӗрлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн чури тунӑ пек, халӗ ӗнтӗ сӑваплӑ ӗҫсем туса пурӑнма хӑвӑр ӳтӗре тӳрӗлӗх чури тӑвӑр.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку ӳкӗте сире ун тӑрӑх пурӑнмашкӑн малтанах каласа панӑ; 7. тӗнчере илӗртсе улталакансем нумайланчӗҫ, вӗсем ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмеҫҫӗ: ун пек ҫын вӑл — илӗртсе улталакан, антихрист.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑра мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Чӗнсе Илекене пӗлни урлӑ Хӑйӗн хӑвачӗпе Турӑ пире ырӑ пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пӗтӗмпех панӑ; 4. мухтавлӑхӗпе, ырӑлӑхӗпе Вӑл пире питех те хаклӑ, пысӑк ырӑлӑхсем пама пулнӑ; ҫакӑн урлӑ сире Хӑйпе пӗрлешме май панӑ, анчах сирӗн тӗнче йӑлипе ӳт хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме пӑрахас пулать.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кусем вара суя тӗнлисен йӑли-йӗркине сарма Иерусалимра вӗренӳ ҫурчӗ туса лартнӑ; 15. хӑйсем хушшинче ӳт кастарас йӗркене пӑрахса, сӑваплӑ халалран пӑрӑннӑ, ҫапла суя тӗнлисемпе пӗрлешсе, усал туса пурӑнмашкӑн сутӑннӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне, 6. упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те 7. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ этеме пуҫламӑшӗнчех пултарнӑ та ӑна хӑй ирӗкӗпе пурӑнмашкӑн хӑй аллинех панӑ.14. Он от начала сотворил человека и оставил его в руке произволения его.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӑл пушхир вырӑнне — кӳлӗ, ҫунса типнӗ ҫӗр вырӑнне ҫӑлкуҫӗсем тӑвать; 36. унта выҫӑхнисене вырӑнаҫтарать, вӗсем пурӑнмашкӑн хула лартаҫҫӗ; 37. хирсене тырӑ акаҫҫӗ, иҫӗм йывӑҫӗсем чӗртеҫҫӗ, унтан тухӑҫлӑ ҫимӗҫ пуҫтарса илеҫҫӗ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.