Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пурӑнмалли (тĕпĕ: пурӑн) more information about the word form can be found here.
Палӑртма кӑмӑллӑ, паха та ҫутӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем хӑпартаҫҫӗ», – тесе уйрӑммӑн палӑртса каланӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Help to translate

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Павел Данилов ҫавӑн пекех Херсон облаҫӗнчен тарса кунта яланлӑхах пурӑнма килнӗ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр сертификачӗсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва ҫӗклерӗ.

Help to translate

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи лифтсене улӑштарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва татса парас ӗҫе кӳлӗннине вара вӑл «позитивлӑ информаци» тесе ырларӗ.

Help to translate

Ҫитес ҫул планӗнчи ФАПсем кӑҫалах хута кайӗҫ // Николай Коновалов. http://www.hypar.ru/cv/news/cites-cul-pl ... huta-kayec

Халӗ Пушкӑртстанра пурӑнакансем, ҫав шутра СВОна хутшӑнакансем те, ОМС шайӗнче пурӑнмалли вырӑнти поликлиникӑра психологи пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Пушкӑртстанра пурӑнакансем халӗ психологи пулӑшӑвӗ илме поликлиникӑна кайма пултараҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ra-3326666

Ҫитес тапхӑрта пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйту лайӑх енне улшӑнмалла.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем те тимлӗхсӗр мар.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Кунта ватӑсене лӑпкӑ, канлӗ, пурӑнмалли, канмалли условисене аван йӗркеленӗ.

Help to translate

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Вӑрманти зонӑра вара ку — икӗ йывӑҫ, икӗ каюра, пӗр чӗрӗп тата темиҫе пин ӑман пурӑнмалли территори.

Help to translate

Пӗлсе тӑма // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %bc%d0%b0/

Чылай ҫул каялла Серебряков бригади кунта, поселокра, пурӑнмалли ҫуртсем тунӑ.

Help to translate

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк инженер ҫемйи хваттерсӗр, вӗсене пултӑр-ха ку хутӗнче, эпир пурӑнмалли вырӑнсӑрах мар-ха; тӑван патӗнче пурӑнатпӑр, таҫта мар, терӗмӗр те…

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Улшӑнусем пурӑнмалли ҫуртсене, ача сачӗсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене, шкулсене пырса тивӗҫ.

Help to translate

Тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=tm6193usoFU

Пишпӳлек районӗнче ҫар службин ветеранӗсен йышлӑ ҫарӗнчен паян пограничниксем ытти ҫар ветеранӗсене ҫар тӑванлӑхӗн йӑли-йӗркисене пӑхӑнса пурӑнмалли тӗслӗх параҫҫӗ.

Help to translate

Пограничниксен тӑванлӑхӗ упранать // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3277070

Кунта пурӑнмалли, канмалли условисене аван йӗркеленӗ.

Help to translate

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Шӑпах ҫакӑнта тӑхӑр хутлӑ пурӑнмалли ҫурт тума палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫурта хирӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60474

2021-2022-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе 595 пурӑнмалли хваттер туяннӑ.

Help to translate

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Палӑртса хӑвармалла, пурӑнмалли ҫурт-йӗре паянхи пурнӑҫ таппине шута илсе хута янӑ.

Help to translate

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

2017 – 2019-мӗш ҫулсенче пурӗ те 542 пурӑнмалли хваттер хута янӑ пулсан, 2020 – 2022-мӗш ҫулсенче кӑтарту чылай ӳснӗ, вӑл 840 танлашнӑ.

Help to translate

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Чӑваш Енри тӑлӑх ачасене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме 2023-мӗш ҫулта 659 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, вӗсенчен 71-миллион тенкӗ субсиди – федераци хыснинчен.

Help to translate

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Кӑҫал республикӑра тӑлӑха юлнӑ 2039 ачана пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫес тесе черетре тӑрать, вӗсенчен 1488-шне халех ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле.

Help to translate

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Ксения Яковлева, сӑмахран, саккун йӗркипе паракан пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫес тесе суда та ҫитнӗ.

Help to translate

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed