Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сире хӑй ҫинчен, ӑна шанма юранипе юраманнине ыйтса пӗлтересшӗн, — ӑна, паллах, пӗр сӑмахсӑрах шанма юрать, тата паллашмалла-и унпа е паллашмасан та юрать-и, — вӑл кунта пуринчен те аслӑраххи, эпир пурсӑмӑр пӗрле те ун тӗшне тӑрас ҫук», — терӗ Кирсанов, ыттисем те вара тӗрӗс тесе ҫирӗплетрӗҫ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйне пытарнӑ вӑхӑтра, ӑна хисеп тунӑ пекех, тӗтреллӗ, ҫӑмӑрлӑ ҫанталӑк пулчӗ тата, ҫавӑнпа пурсӑмӑр та калушсемпе те зонтиксемпе пултӑмӑр эпир.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Пурсӑмӑр та тепӗр майлӑ каласан, икӗ гимназипе семинари пӗрле пухӑнса пытартӑмӑр ӑна.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Тухрӑмӑр унпала иксӗмӗр килтен, — ҫак ӗнтӗ лӑпах майӑн пӗрремӗшӗнче пулчӗ, вырсарникун, пурсӑмӑр та учительсемпе гимназистсем эпир гимнази умне пухӑнса пырса, кайран пӗрле хула хыҫне вӑрмана ҫуран кайса килме килӗшнӗччӗ, — тухрӑмӑр ӗнтӗ, вӑл симӗсленсе кайнӑ, ҫумӑр пӗлӗчӗнчен те хӑмӑртарах.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Хайхи Беликова юлташӗсем те, хӗрарӑмсем те авланма кирли ҫинчен, авланмасан, вара унӑн пурӑнан ӗмӗрӗнче ним те юлманни ҫинчен калама тытӑнаҫҫӗ; хӗр ҫураҫас ятпа пурсӑмӑр та саламлама тытӑнатпӑр ӑна, пите-куҫа ӗретлӗ тытса, ниме юрамисӗр халлапсем, сӑмахран, мӑшӑрлану — пӗлсе тумалли пысӑк пусӑм пулни ҫинчен калаҫса ирттеркелетпӗр, ҫитменне Вареньки хӑй те вара япӑх хӗрех мар, кӑмӑла каймалла, статски советник хӗрӗ, хуторӗ те пур ун, чи пахи вара — хӑйне хӑй Беликовпа вашават, кӑмӑллӑ тытакан малтанхи хӗрарӑм пулнӑ иккен вӑл, — Беликов тӑн-пуҫӗ ҫавӑрӑнса каять те, чӑнласах авланма кирли ҫинчен шухӑшласа хурать вара.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Теме кура пурсӑмӑр та эпир Беликов авланманнине астуса илтӗмӗр, ҫав ун кунҫулӗнчи паллӑ енне халиччен асӑрхамасӑр хӑварни тӗлӗнтерчӗ пире хамӑра та.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑрҫӑ иртсен пурсӑмӑр та пӗр килйышӑн пухӑнса Ленинградра пурӑнасчӗ тенӗ тахҫанхи ӗмӗтӗмӗре ҫак каҫхине темиҫе хут та аса илтӗмӗр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ҫав кимӗсене эпир Архангельск таврашӗнче чухнех, лӑпкӑ пӗчӗк кӳлӗ ҫинчех сӑнаса пӑхнӑччӗ, ун чухне те, шывран тухсан, пурсӑмӑр та йытӑ пек чӗтреве ӳкрӗмӗр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Бензин тӑкӑнатчӗ, ҫу та юха пуҫларӗ, енчен штурман шӑпах пӗр ҫӗнӗ япала тупса кӑларман пулсан, пурсӑмӑр та ҫавӑнтах ҫунса кайнӑ пулӑттӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пурсӑмӑр та ватӑлтӑмӑр ӗнтӗ, савнӑ Иван Павлыч.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла иртет Энскри ҫак ытарайми каҫ, хамӑр пӗр-пӗрне питӗ юратса тӑратпӑр пулин те, сайра хутран ҫеҫ пухӑнатпӑр ҫав эпир пӗтӗм килйышпа, халӗ акӑ, пурсӑмӑр та пӗрле тӗл пулнӑ чух, хамӑр тӗрлӗ хуласенче пурӑннинчен тӗлӗнмелле пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара вӑл епле ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫулхине Мускав комсомол комитечӗ ҫумӗнчи ҫамрӑк натуралистсен бюровӗнче ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ, пӗррехинче тата вӑл Саньӑна Кӗмӗл хырлӑха экскурсине кайса курма ҫавӑрнӑ иккен, Саня унта мӗн лайӑххи пуррине тем пек ун урлӑ ӑнкарасшӑн пулчӗ, терӗ; унтан вара вӑл сасартӑк кӗнекесенчен илнӗ сыпӑксемпе калаҫа пуҫларӗ, унӑн чаплӑ ӑсне курса пурсӑмӑр та шалтах тӗлӗнсе кайрӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир сӑмахлама та пуҫларӑмӑр: малтан Кораблев ҫинчен — ӑна пурсӑмӑр та паллаттӑмӑрччӗ, унтан вара унӑн ученикӗ ҫинчен — вӑл пирӗн ҫине пӑхмасӑр ҫаплах хӑйӗн катушкисемпе темӗн аппаланатчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кусем ӗнтӗ тӗрӗсне те тӗрӗс, эпир пурсӑмӑр та канашлӑва пӗр самантрах ирттерсе ярас терӗмӗр.Все это было совершенно верно, и мы, не сговариваясь, решили провести совещание в два счета.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасен ҫуртӗнчи дежурнӑй уксах Яфет эпир пурсӑмӑр та ҫывӑратпӑр-и тесе икӗ хут та пӑхма килчӗ.Дежурный по детдому, хромой Яфет, уже дважды приходил смотреть, спим мы или бузим, все ли легли.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳррипе каласан, повар пулман пулсан, эпир пурсӑмӑр та тарса пӗтнӗ пулӑттӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрре эпир абрексемпе пӗрле Терек леш енне кайрӑмӑр та вырӑссен лаша кӗтӗвне ҫавӑрса илме тытӑнтӑмӑр; телейӗмӗр пулман пирки пурсӑмӑр та тӗрлӗ ҫӗре сапаланса пӗтрӗмӗр.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тепӗр Акатуйччен пурсӑмӑр та сывлӑхпа, ырӑ пархатарлӑх курса пурӑнмалла пултӑр.
Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
16. Унӑн тулли тивлетне пула эпир пурсӑмӑр та ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр; 17. саккуна Моисей урлӑ панӑ, тивлетпе чӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ килнӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑвансем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килесси ҫинчен, пурсӑмӑр та Ун патне пухӑнасси ҫинчен сире ҫапла калатпӑр: 2. Христос кунӗ ҫитрӗ ӗнтӗ тенине илтсессӗн, — пророкла калаҫакансенчен илтетӗр-и е кам та пулин ҫапла вӗрентет-и, е эпир ҫапла ҫырса янӑ теҫҫӗ-и, — эсир ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр, хӑраса ан ӳкӗр.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.