Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бульварти ешӗл йывӑҫ-курӑкӑн чӑтлӑх хӳми Поречнӑй урамри ула-чӑла ҫуртсен каппайчӑк сӑн-пичӗсене пытарса тӑрать, вӗсен ҫивиттисемпе мӑрйисене кӑна курма май парать, анчах йывӑҫсен вуллисемпе тураттисем хушшинчен слобода ҫыннисем хуларисене ҫапах та палласа илеҫҫӗ, вара ӳркевлӗн тӑрӑхласа, пӗрне-пӗри Шихан пурнӑҫӗнчи событисем ҫинчен кала-кала параҫҫӗ: кам мӗн чухлӗ картла выляса янӑ е выляса илнӗ, кам ӗнер ӳсӗр пулнӑ, кам ҫак эрне хушшинче арӑмне хӗненӗ, епле тата мӗншӗн хӗненӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл вырӑс пурнӑҫӗнчи пур япалисем ҫине те хӑйне мӑнна хурса, кулкаласа пӑхнӑ, нимӗҫсен литератури тата акӑлчан поэчӗсем пурри ҫинчен ӗмӗрне те илтмен, анчах Корнельпе Расин ҫырнисене пӑхмасӑрах вуласа панӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Коммунизма вӗренесси, тет Владимир Ильич, ҫын хӑй пурнӑҫӗнчи кашни утӑма кивӗ обществӑна хирӗҫ тӑракан пролетарисен кӗрешӗвӗпе ҫыхӑнтарасси.
Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тепӗр икӗ ҫултан ҫав пристаньренех, ҫак юханшывпалах унӑн пурнӑҫӗнчи юлашки тӗрекӗ, юлашки шанчӑкӗ — икӗ йӗкӗреш ывӑлӗ ларса кайрӗ.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
«Пурнӑҫӗнчи» ҫеҫ мар-ха, «пӗлтерӗшсӗр пурнӑҫӗнчи» тенӗ пек астӑватӑп.Даже еще так кажется: мелким случайностям своего бессмысленного существования.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
«Ӑслӑ та вӑйлӑ ҫынсем, — вуласа илтӗм эп, — мӗн вӗҫне ҫитиччен кӗрешеҫҫӗ, пушӑ та ниме юрӑхсӑррисем вара хӑйсен пурнӑҫӗнчи пӗтӗм вак-тӗвеке ӑнсӑртлӑхах пӗр кӗрешӳсӗр парӑнаҫҫӗ…»
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Кубань таврашӗнчи ҫеҫенхир тӑрӑх пӗрремӗш снаряд вӑркӑнса кайрӗ — хресчен пурнӑҫӗнчи авалхи йӑла ҫине тӗллесе янӑ снаряд.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Витя Малеев шкулта тата килте» — Носов калавӗ, унта кашни ача хӑйӗн шухӑшне тупӗ, Витӑпа унӑн юлташӗсен пурнӑҫӗнчи кулӑшла ӗҫсенчен чунтан кулӗ.
Витя Малеев шкулта тата килте // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Шанчӑк йӑлтах ҫухалас-тӑк, тӗттӗм залра ют чӗлхепе калаҫни тата кунта, юнашар, ют атӑсем шаклаттарни илтӗнсе каяс пулсан, вӑл ҫак гранатӑн чекине, хӑй пурнӑҫӗнчи юлашки чекана, сӳсе илӗ.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ку вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи хӑрушӑ минут пулнине ҫеҫ ӑнланса илчӗ.Он сознавал только, что это была самая страшная минута во всей его жизни.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тус-тантӑшӗпе паллаштармалла тенӗ пек, ну ӗнтӗ яш-кӗрӗм пурнӑҫӗнчи ҫавнашкал пысӑк уяв савӑнӑҫне пӗрле пайламалла тенӗ пек те, каччӑ хӗре ӑсату балне чӗнчӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапла пулин те, Чкалов хӑй пурнӑҫӗнчи йывӑр шухӑшӗсене манма тӑрӑшнӑ, хӑйне-хӑй ҫапла каласа лӑплантарнӑ: «Ҫӳлӗ мар вырӑнта аслӑ пилотаж фигурисене тунӑшӑн правительство премине илтӗм пулсан, манӑн малалла та ҫав ҫулпах каймалла пулать, хам ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем татах тумалла пулать».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи лайӑххине, чи хаклине тем пек аса илес килчӗ, анчах пурте — пысӑкки те, пӗчӗкки те — пурӗ пӗрле пӗтӗҫсе кайнӑ, ҫав пурӗ пӗрле пӗтӗҫни вара телей пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кадет корпусӗнче вӗренекенсене, вӗсен пурнӑҫӗнчи чи савӑнӑҫлӑ кунпа Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров саламланӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗнче ҫӗршывӑн пулас хӳтӗлевҫисемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=9c ... b4575c9e35
Ҫак сас-хурапа тарас шухӑша пӑрахнӑ Дик Сэнд хӑй малтан выртнӑ кӗтесе йӑваланса кусса кайрӗ те ҫав териех вӑрӑм туйӑннӑ ҫӗр иртнине, ҫӗнӗ кун — хӑй пурнӑҫӗнчи юлашки кун — пуҫланнине курчӗ…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ахальтен мар-тӑр Ҫеҫпӗл хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи йывӑр тапхӑрта Толстойӑн «Хаджи Мурат» ятлӑ кӗнекине ҫав тери пикенсе куҫарнӑ.
«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.
— Дина, кӗҫӗр клуба пыр, клубра кӗтетӗп! — кӑшкӑрса ӑсатрӗ ӑна йӗкӗт, ҫӗрулми уйнелле шавлӑн тапранса кайнӑ хӗрсен ушкӑнӗ еннелле пурнӑҫӗнчи чи-чи хаклӑ япалана ҫӗнӗрен шыраса тупнӑн тӗмсӗлсе.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кашни кунах «Эхо» хаҫат вуласа, Мария Александровна хӑй ывӑлӗн — Владимирӑн ӗҫне курать, революци шӑпи унӑн пурнӑҫӗнчи тӗп ӗҫ пулса тӑнине ӑнланать.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
«Кусем, тен, партизансен пурнӑҫӗнчи йывӑрлӑхсемпе кӗрешӳри пирвайхи ӑнӑҫлӑхсене Сашӑпа пӗрле тӳссе ирттернӗскерсем пулӗ-ха» — шухӑшларӗ Надежда Самойловна.
Эпилог // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
«Паттӑр ҫын тесе эпир тӗлӗнмелле хӑюллӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынна ҫеҫ мар, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи мӗнпур вак-тӗвек ӗҫсене те паттӑррӑн пурнӑҫласа пыракан ҫынна калатпӑр».
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.