Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пура the word is in our database.
пура (тĕпĕ: пура) more information about the word form can be found here.
Ача пура ӑшне пӗшкӗнчӗ те хытӑ кӑшкӑрса ячӗ, пура тӑм кӑкшӑм пек янӑраса кайрӗ.

Мальчик крикнул, и колодец, как глиняный кувшин, наполнился гулким шумом.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пурхи Петти пура пурать, Тарас Тарйи турпас пухать.

Help to translate

Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Пура пуракансемпе хӑма ҫуракансене каҫсерен пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн парса пыма расна юхтар.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тимӗрҫӗсем ӳркенмерӗҫ, лаҫран тухма та пӗлмерӗҫ темелле, анчах темиҫе эрне ҫумӑр айӗнче терт курнӑскерсем, килти ӗҫе те манмарӗҫ — мӗн тӗттӗм пуличчен хӑйсем валли ҫӗр пӳртсем чаврӗҫ, хӑма ҫапса е пура пураса ҫуртсем турӗҫ.

Help to translate

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл та яла ҫитнӗ-ҫитмен ҫурт вырӑнӗ суйласа илнӗ, ыран ирех Ахтупайпа пӗрле пура пурама тытӑнасшӑн.

Help to translate

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара пӗр уйӑх та иртмен — пура пураса, мӑкласа хӑпартнӑ, тӑррине витсе пӗтериччен шалти ӗҫсене те майлаштарса тӑнӑ.

И не прошло и месяца — срубили сруб, поставили на мох, одновременно крыли крышу и внутри доделывали.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ваҫилей ӑна, ҫӗклесе, пура айне чикрӗ, пӗтӗм вӑйӗпе мекӗрленсе хирӗлтерме тытӑнчӗ — пури ним чухлӗ те хускалмарӗ.

Васьлей подсунул под бревно и навалился на нее всем своим пухлым брюхом — сруб стоял как влитой.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Имет пура вырнаҫтарса лартнӑ юпа хӗррине карттуса хуратас мар тенӗ пек тирпейлӗн вырттарса хучӗ, хӑй пӗшкӗнчӗ, шӑнӑрлӑ та паттӑр аллисемпе чи аялти пӗренерен тытса, пӗтӗм пурине хускатрӗ, ҫав сӑран карттуса, урипе тапса, пӗренепе юпа хушшине хӗстерчӗ, унтан нимӗн те пулман пек ҫӗкленсе тӑчӗ.

Имет бережно положил картуз на краешек толстого столба, на котором покоился угол сруба, потом наклонился, напряг все мышцы и, ухватив ручищами самое нижнее бревно, приподнял сруб, пинком зашвырнул картуз под бревно, опустил на него угол сруба и поднялся как ни в чем не бывало.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ӗнер кӑна вӑрман вӑрласа килнӗ, кунта акӑ… ҫӗнӗ пура пураса лартма ӗлкӗрнӗ-и?

— Только вчера они лес украли, а нынче уж и сруб поставить успели?

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кантюк пахчара ҫӗнӗ пура ларнине асӑрхарӗ: шултра тӗпрен пуранӑ, пилӗк чӳрече кастарнӑ.

Кандюк увидел в огороде новый сруб, сложенный из отборных крупных бревен, с пятью большими окнами.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл пура пурама вӗренчӗ, ӑна пуртӑ тытса каскалани килӗшет, хӑма ҫурас ҫӗрте те ҫитӗннӗ ҫын пек ӑста, савалама та пултарать.

Он и сруб научился рубить — нравится ему махать топором, и доски пилит наравне со взрослыми, и стругать умеет.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккейпе Сайте ҫавӑн пирки хӑйсем хушшинче малтанах калаҫса татӑлнӑччӗ: пура пураса пӗтерсен, вӗсене пӑтӑ ҫиме кӳрӗпӗр терӗҫ.

Они договорились с Сайде: как только срубят сруб, пригласят Кандюков к себе в гости — на кашу.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пура патӗнче партизансемпе партизанкӑсем ӗҫлеҫҫӗ — кунта мунча пуранӑ.

Возле него суетились партизаны и партизанки — строили баню.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Типӗтнӗ чухне консервантсемпе пачах усӑ курманнине пура ҫак ҫимӗҫсемпе пӗчӗк ачасен апатланӑвӗнче те усӑ курма пулать.

Help to translate

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

– Пӗлтӗр халӑхпа укҫа пуҫтартӑмӑр, пура илсе хӑпартасшӑнччӗ.

- В прошлом году вместе с народом собрали деньги, хотели купить и поставить сруб.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Вӑл ҫӗнӗ пура туянтӑм тет, укҫа нумай ярса панӑшӑн завод дирекцине тав тӑвать, ал-ура ҫаврӑнсанах парӑмсене тӳлесе татӑп, тет.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем пура ҫумӗнчен хӑпса пӗр-ик утӑм ҫеҫ тунӑччӗ, умра Апуҫ тӑнине курчӗҫ.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ыт ахальтен чарман вӑл юлташне, пура ҫумӗпе асламӑшӗ таҫтан киле таврӑннине курнӑ.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Апуҫ, кунта тӗттӗм, ним те курӑнмасть, — хирӗҫ чӗнчӗ пӗчӗккисенчен пӗри, алӑк анинчен пура ӑшнелле пӑхса.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Виҫӗ ҫын шӑпах пура патне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed