Шырав
Шырав ĕçĕ:
пунк (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Эпӗ те, ҫӑпан пит-куҫа йӳҫӗхтермеллех ыратать пулин те, хама ӑсра Лев Яшин вырӑнне картса, вратарь тивӗҫне чиперех пурнӑҫлатӑп: хирӗҫли командӑри юлташӑмсем ман еннелле пунк! та пунк! кисекен мечӗке (вӑл явкайри «тутӑх тивнӗ» тӗксӗм сарӑ хӗвел тӗслех иккен!) хам хапханалла йӑлттӑм кусма е пуля пек вирхӗнме парас мар тесе, е кирлӗ пек манерленсе, малалла курпунланса, ӳпӗнерех вырӑнтах юлатӑп, е, кил-ҫурта сыхлама кӑкарнӑ сӑнчӑрти талпӑнса вӗрекен лайка евӗр, аллӑмсене палкаса ҫунакан хуранай ҫулӑмӗн йӑлхахӗсем пек вӑлт та валт ывӑта-ывӑта, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле «хум яратӑп», «сирпӗнкелетӗп».
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
…Тепӗр кунне ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Урӑлманкин ӗнерхи ҫи-пуҫпах медпункта чихлата-чихлата, кӑраланса-тулкӑшса, ҫулӑм ҫинчи пӑрака хуранӗ пек вӗресе пырса кӗчӗ те алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӗсӗк хура куҫӗсенчен хаяр вучӗ сирпӗткелесе, пырне хӑйӑрттарса, «пунк! тапса, вӗчӗрхӳ ҫӳпҫине вӑнк! ӳпӗнтерсе ячӗ» (хӑйӗнчен килти «цехра» юхтарнӑ эрех шӑрши кӳ! те кӳ! ҫапать):
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Чарӑнмалли вырӑнсенче пассажирӗсене улӑштара-улӑштара, хула урамӗсем тӑрӑх чиперех тӗтӗрлентерсе, ярлаттарса пыратчӗ-ха вӑл, унтан та пулмин ӑна такам хиврен «ура хучӗ», тейӗн: залив урлӑ хывнӑ кӗпер ҫине кӗрсен, вӑл тормозӗпе ытла та ыратуллӑн, чӗрене тивмеллех йынӑшса-кӑшкӑрса илчӗ те, салонри хыҫалти хӑнисене малтисем ҫине сулӑнтарса, тӳнтерсе, пунк! тапса янӑ футбол мечӗкӗ пек ывӑтӑнтарса, чӑшш! туса чарӑнчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Сасартӑк Ула Тимӗр сылтӑм ури темле скат пек нӑкӑ кӗмӗрккене пунк! пунклаттарнине туйрӗ, хыҫҫӑнах такӑннипе чӗркуҫҫийӗ те ыратса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пунк ӗҫӗ аван текен хыпар-хӑнар та пур, анчах манӑн лайӑхрах.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Страницăсем:
- 1