Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Ҫав ҫӗрте пурӑнакан кирек камӑн та ҫакна, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫапла тумалла; 14. сирӗн хушшӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн та, сирӗн йӑхӑрсем хушшинче пурӑнакан кирек кам та ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе парне парать пулсассӑн, унӑн та эсир тунӑ пекех тумалла; 15. эсир — [Ҫӳлхуҫа] халӑхӗ, сирӗншӗн те, [сирӗн патӑрта] пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та йӗрке пӗрре, вӑл сирӗн сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре пытӑр: эсир хӑвӑр та, ютран килнӗ ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗр пулатӑр; 16. сирӗншӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та пӗр саккун, пӗр тивӗҫ пултӑр, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланӑ: ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр, тумтирӗрсене ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ ӳкмелле ан пултӑр; анчах Ҫӳлхуҫамӑр ҫунтарса янипе ҫунса вилнисемшӗн сирӗн тӑванӑрсен, пӗтӗм Израиль халӑхӗн, йӗме юрать, 7. эсир пуху чатӑрӗн алӑкӗнчен ан тухӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫине Ҫӳлхуҫанӑн тасалӑх тивлечӗ кӳрекен ҫӑвне юхтарнӑ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32. унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33. унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34. риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35. ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Антив ӑна ҫутӑ пултӑр ҫӗр ҫинче, тӑвӑр ан пултӑр, — ак мӗн тума тӑрӑш эс ҫыншӑн.Чтобы ему было и светло и не тесно на земле, — вот чего добивайся для человека.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Ҫав хушӑрах эсӗ акӑ мӗн ту, кум, — малалла каларӗ Тарантьев: — эсӗ мӗнле те пулин счет ҫыр, вутӑшӑн, купӑсташӑн, ну, хӑть мӗншӗн пултӑр; тавах, Обломов хӑй хуҫалӑхне кумана пачӗ, вӑл счет йӑлтах укҫа расхутлани ҫинчен пултӑр.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир мана ҫӑмӑл та ирӗк пултӑр, тата кичем ан пултӑр тетӗр эппин? — ыйтрӗ вӑл.— Вы хотите, чтоб мне было легко, свободно и не было скучно? — повторил он.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхо ҫак сасса ҫине-ҫине хутлать, урамран урама хӑвалать: «Ҫав пултӑр! Ҫав пултӑр!»И эхо залпов перекатывалось в улицах: «Быть-тому! Быть-тому!»
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мыскара пултӑр тесе, никам пурӑнман утрав ҫинчи пек пултӑр, тесе.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Атте, — тенӗ Лиза, — эпӗ, сире питех кирлӗ пулсан, вӗсен умне тухма пултаратӑп, анчах та, эсӗр мана вӗсен умне мӗнле тухсан та, мӗн хӑтлансан та, мана вӑрҫнӑ та ан пултӑр, тӗлӗнесси е кӑмӑлсӑр пуласси те ан пултӑр», — тенӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пуҫ сывӑ пултӑр та алӑ, ура тӗрӗс-тӗкӗл пултӑр.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ну, ӑнӑҫлӑ пултӑр, ӑнӑҫлӑ пултӑр, — мӑкӑртатса илчӗ ватӑ мастер.— Ну, и в добрый час, в добрый час, — забормотал старый мастер.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ваня тата ытларах кӗтӳҫӗ майлӑ пултӑр, нимӗҫсем йышӑннӑ вырӑнти ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫын пек ан пултӑр, ун пирки никам та ан иккӗлентӗр тесе, лаша илме шухӑшласа кӑларнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах хальхинче хам та ҫирӗпрех пулӑп: уксах-чӑлах пултӑр, пилӗк ачаллӑ пултӑр — кин тӑвӑпах.
Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Эсӗ ху, Томас, хӑҫан та пулин чаплӑ ҫын пулса тӑрӑн; ҫавӑн чух вара эсӗ каялла ҫаврӑнса пӑхӑн та ҫапла калӑн: ҫакӑн пек пулса тӑма мана вырсарникунхи калама ҫук ырӑ шкул пулӑшрӗ, вӑл шкула эпӗ ача чухне ҫӳренӗччӗ, ҫакӑн пек пулса тӑма мана манӑн хаклӑ учительсем пулӑшрӗҫ, вӗсем мана тӑрӑшса ӗҫлеме вӗрентрӗҫ; ҫакӑн пек пулса тӑма мана ырӑ директор пулӑшрӗ, вӑл эпӗ тӑрӑшнине ырласа, мана астуса пӑхса тӑчӗ; манӑн хамӑн библи пултӑр тата вӑл библи яланах хам ҫумра пултӑр тесе, директор мана шутсӑр хитре хуплашкаллӑ тӗлӗнмелле аван библи пачӗ; ҫакӑн пек пулса тӑмашкӑн мана тӗрӗс вӗрентсе ӳстерни пулӑшрӗ тесе калӑн.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
«Пуҫра ӑс пултӑр, алӑра ӗҫ пултӑр», «Ӑсна ҫухатиччен пуҫна ҫухат», — тенӗ ӗлӗк ваттисем.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
— Сирӗн пӗр аллӑрта яланах — пурлӑх, тепринче ырлӑх пултӑр, вӗсене тытса тӑма сывлӑх пултӑр!
Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Турӑран сывлӑх килтӗр, ырӑран ырлӑх килтӗр, Турри ҫырлахуллӑ пултӑр, ырри вырӑнлӑ пултӑр.
Кил пуҫӗн кӗлли (13) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
11. Эпӗ ҫакна Хамӑн савӑнӑҫӑм сире те пултӑр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе каларӑм.11. Сие сказал Я вам, да радость Моя в вас пребудет и радость ваша будет совершенна.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унтан эпӗ тӳперен тепӗр сасӑ илтрӗм; вӑл каларӗ: эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух, сирӗн унӑн ҫылӑхне хутшӑнмалла ан пултӑр, унӑн асапне курмалла ан пултӑр: 5. унӑн ҫылӑхӗсем тӳпенех ҫитрӗҫ, Турӑ унӑн усал ӗҫӗсене аса илчӗ.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.