Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫакӑн пек сӑмахсемпе каҫ иртичченех калаҫса ларма пултаратчӗ, эпӗ вара вӗсене астуса пӗлсе тӑраттӑм.Он мог говорить этими словами целый вечер, и я знал их на память.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫав тери юхтарса сехечӗ-сехечӗпех калаҫма пултаратчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ӑна сивӗ ҫын тесе шутлаттӑм тата ун умӗнче хам чылай ҫылӑхлӑччӗ: ун пахчинчи беседкине чулсемпе персе вататтӑм, ун ачисемпе хирӗҫсе пурӑнаттӑм, пӗтӗмпе каласан, хӑйне кӑмӑла кайман япаласем эпӗ сахал мар тунине вӑл мана астутарма пултаратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑм вӑйӗ ҫинчен вӑл татти-сыпписӗрех калаҫма пултаратчӗ, ҫавӑн пек калаҫнисемпе вӑл кама та пулин хӑратасшӑн пулнӑ пек туйӑнатчӗ мана яланах.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапса пӗтернӗ пуҫа сӑтӑркаласа кухняра ларнӑ чухне эпӗ хам пустуях асап курнине хӑвӑртах туйса илтӗм: ҫӗҫҫи мӑкаскер пулнӑ мӗн, унпа пӗр касӑк ҫӑкӑр касса илме те хӗн, ӳт-тире вара ниепле те касма пултарас ҫук; ман хуҫа ҫурӑмӗ ҫине те хӑпарма кирлӗ пулман, эпӗ пукан ҫине тӑрсах кантӑка ҫӗмӗрме пултарнӑ, юлашкинчен тата, ҫекӗлне мӑн ҫын хӑвӑртрах вӗҫертсе яма пултаратчӗ, мӗншӗн тесен ун аллисем вӑрӑмрах.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Анчах, хӑй ҫине ҫавнашкал пӑхни мӗн тери аван мар пулассине малтанах курса тӑрсан та, унран хӑтӑлма вӑл нимӗн те тумарӗ; унӑн пӗрне ҫупӑрламаллаччӗ, тепӗрне парне памаллаччӗ, мӑкӑртатмасӑр ҫӳремеллеччӗ, ҫаксене тума ҫӑмӑллӑнах пултаратчӗ, мӗншӗн тесен ҫуралассах вӑл тиркешми ырӑ кӑмӑлпа ҫуралнӑ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир амаҫурипе чӑн-чӑнах туслӑ пулас-тӑк, ҫак сӑн юратнин паллисене кӑтартма ӳркеннине пӗлтеретчӗ; эхер эпир пӗрне-пӗри хисеплеми пулма; ӗлкернӗ пулсан, ку сӑн е мухтанӑ пек туса тӑрӑхланине, е юри тӑвассинчен йӗрӗннине, е хамӑрӑн чӑн-чӑн ҫыхӑнусене атте куҫӗ умӗнче пытарма тӑрӑшнине, ҫавӑн пекех тата ытти нумай туйӑмсемпе шухӑшсене пӗлтерме пултаратчӗ; халь вара ҫак сӑн, Авдотья Васильевнӑна питӗ килӗшрӗ пулин те, нимӗне те пӗлтермерӗ, пирӗн хушшӑмӑрта ҫыхӑнусем пачах ҫуккине кӑна пытарчӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене вӑл хӑлхисем хыҫне тирпейлесе пуҫтарнине, эпӗ халиччен курман ҫамкипе тӑнлавне уҫӑ хӑварнине пӑхса тӑтӑм; пысӑк симӗс тутӑрпа сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ курӑнмалла ҫӑтӑ-ҫӑтӑ чӗркенине те куртӑм; вӑл хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк пӳрнисемпе ҫӑварӗ тӗлне уҫӑ вырӑн туман пулсан, пӑчӑхса вилме те пултаратчӗ; хӑйӗн амӑшӗ хыҫҫӑн пусма тӑрӑх аннӑ чухне хӑвӑрт пирӗн еннелле ҫаврӑннине, пуҫ сӗлтнине, вара алӑкран тухса кайнине те пӑхса юлтӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл питӗ хавхалантарса калаҫатчӗ, ҫак пултарулӑх, ман шутпа, унӑн правилисен ҫирӗплӗхне ӳстеретчӗ: вӑл пӗр ӗҫех хурламалла мар ашкӑну пек кӑтартма та, чи киревсӗрлӗх тесе ӗнентерме те пултаратчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл канлӗх кӳрекен, савӑнтаракан мӗнпур япаласене пӗлсе тӑратчӗ, вӗсемпе усӑ курма та пултаратчӗ.Он был знаток всех вещей, доставляющих удобства и наслаждения, и умел пользоваться ими.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл кирек кампа калаҫсан та ҫиеле тухма пултаратчӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ачасем патӗнче нумайрах ларсан, вӑл ӑна чӗнме пырса кӗскен кӑна: — Николай, киле каймалла! — теме пултаратчӗ.Она могла явиться за ним, если он долго засиживался с ребятами, и сказать коротко: — Николай, домой!
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн разведчиксенчен пӗр Король кӑна вунӑ хутран тӑхӑр хут никам сисмелле мар иртсе кайма пултаратчӗ ҫав куҫпа курман, анчах питӗ тинкерсе итлесе тӑракан строй витӗр.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл этемре этем туйӑмӗсене вӑратма пултаратчӗ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунсӑр пуҫне, вӑл култарма, хаваслантарма пултаратчӗ, ҫакна эпӗ уйрӑмах юрататӑп; вӑл кулӑшла япаласене питӗ ӑста асӑрхатчӗ те, ҫын шӳт туни ӑна хӑйне хирӗҫ пымасан, ун пирки кулма ӑстаччӗ.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ, ӗнер вӑл сасартӑк ыткӑнса тухрӗ те кама та пулин мӑйракипе тирсе ывӑтма пултаратчӗ.
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ман санпа уйрӑм калаҫу пулма пултаратчӗ.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тытӑҫӑва кӗни усӑсӑр пулма пултаратчӗ, — килӗшет Владимир Ильич.Бессмысленно было лезть в драку, — согласился Владимир Ильич.
Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кӳреннӗ, тарӑхнӑ этемӗн самантрах савӑнӑҫӗ тупӑнчӗ: кӑмӑлне ҫапла ҫиҫӗмлӗ хӑвӑртлӑхпа улӑштарма Маринка кӑна пултаратчӗ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Политрук хӑйне те, сире те пӗтерме пултаратчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.