Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарасса (тĕпĕ: пултар) more information about the word form can be found here.
Айтар рольне Иван Мучи е Шевле выляма пултарасса шанчӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗненес килмерӗ юратнӑ хӗр сасартӑк сивӗнме пултарасса.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Трахома чирӗпе кӗрешес ӗҫре, чирлисене шута илсе, сиплеме тытӑнмашкӑн чӑваш студенчӗсем чылай пулӑшма пултарасса шаннӑ Чувашоблздрав пуҫлӑхӗ Лукьянов тухтӑр, хӑй те трахома чирӗпе уйрӑмах интересленнӗ.

Help to translate

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хамӑрӑн пуян аваллӑхӑмӑрпа хавхаланса, наци-культура йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упраса тата малалла аталантарса эпир сирӗнпе пӗрле хамӑрӑн юратнӑ республикӑна пурнӑҫӑн пысӑк пахалӑхӗпе палӑрса тӑракан тата чечекленекен хутлӑха ҫавӑрма пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Уверен, вдохновляясь своей богатой историей, сохраняя и приумножая национально-культурные традиции, вместе мы сделаем нашу республику процветающей с высоким качеством жизни.

Олег Николаев Республика кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/24/gla ... et-s-dnem-

Сӑпайлӑ коммунист ҫав териех хаярланса кайма пултарасса никам та кӗтменччӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ерипентерех пынӑ май хӑй хӑҫан киле ҫитме пултарасса шутласа утрӗ Павлуш: вӑтам шутпа илсен, кашни утӑмра тӑватӑ шит, шитре тӑватӑ вершук, вунултӑ вершук пӗр аршӑн, виҫӗ аршӑн утсан, чалӑш пулать; ҫухрӑмра пилӗкҫӗр чалӑш.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Краснов, Андреев — чӑваш салтакӗсем, Зайцев — чӑваш рабочийӗ, Петров — чӑваш морякӗ тата ыттисем те пӗр ротӑран тепӗр ротӑна ҫӳресе чӑваш салтакӗсен чунӗсене ҫӗклентернӗ: пӗр Совет влаҫӗ кӑна хура халӑха чӑн-чӑн ҫӑмӑллӑх, ҫӗр тата ирӗклӗ пурнӑҫ пама пултарасса шантарнӑ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кирек мӗнле харпӑрлӑх хуҫи те вара пролетарие, хӑйӗн аллисемсӗр пуҫне урӑх нимӗнле пурлӑх та ҫук ҫынна шансах кайман, вӑл влаҫа ярса илсе патшалӑха ҫирӗп тытса тӑма пултарасса ӗненмен.

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Эверкки майлисем ҫак юхӑма ҫӗнтерме вара те вӑй ҫитереймерӗҫ, те хӑюлӑх — Эверкки ҫӑхавҫӑсен ҫӑварне вӗсем пулӑшмасӑрах хуплама пултарасса шанчӗҫ.

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Садуров Эверкки чунне-чӗрине ҫав ухмахла «тӗрӗслев» еплерех ыраттарма пултарасса асне те илмерӗ, тавҫӑраймарӗ.

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Уҫҫи-хуппине тупас та ҫапла май ӗҫе хупас, терӗ пулинех хирӗҫӳ тата шаларах кӗрсе кайма пултарасса чухлаймасӑр.

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗрле эпир чи хӑюллӑ проектсене те пурнӑҫа кӗртме пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Уверен, что совместными усилиями мы реализуем самые смелые проекты.

Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/25/news-3467690

— Эсир ҫавнашкал ансат япалана хӑҫан та пулин пӗлме пултарасса шанма пӑрахрӑм.

 — Я потерял надежду, что вы когда-нибудь узнаете такую простую вещь.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Кӗтмен мар вӑл ҫапла пулма пултарасса, ҫапах хӗрарӑма, ача амӑшне тӗкӗнмессе шаннӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мина ӑна-кӑна хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ, хӗрарӑм хӗвелҫаврӑнӑш хушшине кӗрсе ҫухалма пултарасса ӑнланнӑскер, хыҫран хӑваласа тӑмарӗ, револьверӗпе тӗллерӗ те пӗррех кӗрслеттерчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑйне тытма пултарасса чухлакан Калюков, паллах, килне пӗччен ҫӳремест…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ку хутӗнче час сипленессе мар, сывалма пултарасса та шанма хӗнччӗ, мӗншӗн тесен Ванькка ҫул ҫинче тифпа чирлесе ӳкнӗччӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫичӗ-сакӑр ҫул каялла ҫеҫ-ха кам шутлама пултарнӑ Ҫӑпата Матви кӗҫ-вӗҫ тӳнсе каяссипе хӑратакан суккӑр ҫуртран ҫакӑн пек пӳрте куҫма пултарасса.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна пӗр каварлӑ куҫӗсенчен пӑхнӑ май чӗнмесӗр тӑмашкӑн вӑрттӑн сӑлтавсем пулмасан ҫак йытӑ калаҫма пултарасса Ассоль ним иккӗленӳсӗр ӗненет.

Ассоль, посматривая в ее сообщительные глаза, была твердо уверена, что собака могла бы заговорить, не будь у нее тайных причин молчать.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Юлашкинчен, вӑл кӑлтӑрпипе пур ачасенчен те лайӑхрах выляма пултарасса ӗненнӗ.

В конце концов он решил, что может состязаться с любым из детей, пускавших волчки.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed