Шырав
Шырав ĕçĕ:
Савут хуҫи шутланакан компанире разработчиксене системӑна ҫынна суранлама пултарасран лайӑхлатма ыйтнӑ.
Кӑнтӑр Корейӑра робот ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36509.html
— Анчах та аслӑ лейтенант мана пит шансах каймасть пулмалла, — калаҫу чарӑнса ларма пултарасран хӑранӑ пек хӑвӑрт-хӑвӑрт малалла каларӗ Оля, — мана сывлӑшри стрелок вырӑнне илсе кайма килӗшмест.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Кирук халь-халь шӑллӗ вилсе кайма пултарасран шикленме тытӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Уйрӑмах шыв ҫыранран тухса кайса юханшыв ҫывӑхӗнче пурӑнакансен пурлӑхне пысӑк сиен кӳме пултарасран шикленмелле.
Ҫурхи шыв-шур шар ан кӑтарттӑр // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12050 ... -k-tartt-r
Хальччен кунта пулса курманнисем вара пуху епле иртнине курса тӗлӗнме пултарасран та иккӗленместпӗр.
Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/
Апла пулсан, Анукӑн ӑраскалне ҫырлахтарас ӗҫ хӑй аллинчен вӗҫерӗнсе, пуян хӑтисен умӗнче хисепе тухасси пӗтме пултарасран хӑрарӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Чиркӳри ҫынсем асӑрхама пултарасран хӑраса, Лукарье ҫине тӳррӗн пӑхмарӗ пуп.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫапӑ пӗлмен пушӑ хӑвна ҫаврӑнса тивме пултарасран та хӑрамастӑн-и?
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чӗлхе ҫине килни пуҫ ҫине те килме пултарасран хӑрать.Боится, как бы сказанное не обернулось против него же самого…
Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Лешӗ, хӑйсене асӑрхама пултарасран шикленсе-и е краҫҫына хӗрхенсе-и, хунар ҫутине кимӗтрӗ те каллех замокпа аппаланма пуҫларӗ.
ХIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Васкасан — салтаксем сисме пултарасран хӑрать.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Нимӗҫсем сывлӑшран сӑнаса илсе пеме пултарасран хӑраса, Ступин ҫав ушкӑна хӑех васкаса салатса янӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Бортмеханик вырӑнне манпа юнашар ларнӑ ҫынӗ кӑна, инкек пуласса сиссе илсе, ӑнсӑртран ҫӗмӗрӗлме пултарасран сыхланса, хӑйӗн фотоаппаратне пуҫӗнчен те ҫӳлерех ҫӗклеме ӗлкӗрчӗ.
Мотор ӑса вӗрентрӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: шкулта закон вӗрентекен учитель чан ҫапмалли вырӑна ӑнсӑртран хӑпарман-мӗн, ӑна Валерий чиркӳ тӑрринчен сиксе вилме пултарасран хӑранӑ пӗр ача систернӗ пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пӑр ванса шыва кайма пултарасран сыхланас шутпа стариксем пурне те кимӗ ҫывӑхӗнче пулма сӗннӗ.Опасаясь, что волнением может взломать лед, старики велели всем держаться около лодок.
Орочсен ялӗнче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 121–124 с.
— Эс тем хӑямат та туртса кӑларӑн, — терӗ вара Мулентей, хайхи Велюш чӑнласах хурахлатса кӑшкӑрашма пултарасран шикленсе.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл айккинелле те пӑрӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫак ҫутӑра хӑйне ҫӑмӑллӑнах асӑрхама пултарасран шикленчӗ: ним инкек-синкексӗрех хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме юрамасть, — шухӑшларӗ вӑл.
XV. Ҫӑра уҫҫине сехетпе пӗрле пӗр кӗсьене чикме юрамасть // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл Воропаева хӗрхенет, унпа калаҫма тытӑнсанах, хӑй йӗрсе яма пултарасран шикленет.Ей было жаль Воропаева, и она боялась не на шутку расплакаться, если начнет разговаривать с ним.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Офицерӑн шывак куҫӗсем унӑн шухӑшӗнчи ҫула курма пултарасран хӑрасах кайрӗ вӑл.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫак каҫ ҫӗрӗпех амӑшӗ Гекран уйрӑлмарӗ, вӑл татах таҫта ҫухалма пултарасран хӑранӑ пек, пӑртак хускалсанах ӑна аллинчен яра-яра тытрӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
- 1
- 2