Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне 10. ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11. эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ пукан тавра тата ҫирӗм тӑватӑ аслӑ пукан; ҫак аслӑ пукансем ҫинче эпӗ ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ларнине куртӑм; вӗсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур; 3. ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юлашкинчен эпӗ ҫакна куртӑм: аслӑ пукансем лартса тухнӑччӗ, Кунӗсемпе Авалхискерӗ аслӑ пукан ҫине ларчӗ; Унӑн тумтирӗ — шурӑ юр пек, Унӑн ҫӳҫӗ — шуратнӑ таса ҫӑм пек; Унӑн аслӑ пуканӗ — ялкӑшакан ҫулӑм пек, Унӑн кустӑрмисем — ҫунакан вут-ҫулӑм.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата вӑл сӑлан шӑмминчен пысӑк кӑна аслӑ пукан тутарнӑ, ӑна таса ылтӑнпа виттернӗ; 18. аслӑ пукан патне улӑхма ултӑ картлашка пулнӑ, аслӑ пукан умӗнче ылтӑн ура сакки, ларкӑчӑн икӗ енӗнче чавса тӗревӗсем пулнӑ, вӗсемпе юнашар икӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ; 19. тата унта ултӑ картлашка ҫинче, икӗ енче те, вуникӗ арӑслан кӗлетки тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Обломов хӑй вырӑнне диван ҫине пӗчченех ларчӗ, ун ҫумне, сылтӑм енчи пукан ҫине Агафья Матвеевна, сулахай енчи хуҫмалли пӗчӗк пукан ҫине темӗнле виҫӗ ҫулхи ача ларчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов Ольга ларнӑ пукан ҫине юратса пӑхрӗ те, сасартӑк унӑн куҫӗсем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ: урайӗнче, пукан патӗнче, пӗчӗкҫеҫ перчетке выртнине асӑрхарӗ вӑл.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӳпӗнтерсе йӗркипе лартнӑ пукансене вӑл темӗншӗн кавирпе витет, хӑй, пукан айӗнче ҫӳресе, пӗр чарӑнмасӑр трубипе кӑшкӑртать.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӗтел патне вара йӗпе те тирпейлӗ сухалӗпе пыратчӗ, чи малтанах ман еннелле пукан ывӑтатчӗ, эпӗ вара пуканне уринчен ярса тытма ӗлкӗрмеллеччӗ те ӑна каялла тыттармаллаччӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пуканне ман патарах куҫарса, хӑяккӑн ларчӗ, витӗр куҫӗсене ман ҫирен илмесӗр, пукан ҫурӑмӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ аллисем ҫине янахне таянтарчӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Майор пукан хыҫӗ ҫине тайӑнчӗ, халӗ те хӑй умӗнче ура ҫинчех тӑракан лётчик ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те, ӑна хӑех пукан шутарса пачӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьева вӑл палата тӑрӑх утса тухтарчӗ, лешӗ пачах халтан кайса пукан ҫине ласт! ларсан, хӑй пуканне унпа юнашар пырса лартрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Санькка хывӑнать, шӑлаварӗпе кӗпине хывса хыҫлӑ пукан ҫине ҫакать, нускисене те тирпейлӗн пукан ҫине хурать, труҫҫи вӗҫҫӗн тӑрса юлать.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
15. Ҫавӑншӑн халӗ вӗсем Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн Ҫуртӗнче Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; аслӑ пукан ҫинче Лараканӗ вӗсем хушшинче пурӑнӗ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара аслӑ пукан тавра, ватӑсем тавра тата тӑватӑ чӗрчун тавра тӑракан ангелсем пурте аслӑ пукан умне ӳпне ӳксе, Турра пуҫҫапса каларӗҫ: 12. аминь!
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Аслӑ пукан умӗнче — кристалл евӗрлӗ кӗленче тинӗс; аслӑ пукан ҫывӑхӗнчех, ун тавра, умӗ-хыҫӗпех темӗн чухлӗ куҫлӑ тӑватӑ чӗрчун.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иисус каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хвекла та ал ӗҫне пӑрахрӗ, хӑнана пукан лартса пачӗ, лартиччен малтан пуканне тутӑрпа шӑлкаларӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗр стрелецӗ каска пуканне хыттӑн кӑна тапрӗ те, пукан йӑванса кайрӗ.
3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун йӗри-тавра темиҫе пукан, пӗр кресло, сылтӑм енчи стена ҫумӗнче те пукансем.Вокруг стулья, в центре — кресло, по правую руку, вдоль стены, еще стулья.
Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.