Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

программи (тĕпĕ: программа) more information about the word form can be found here.
Фестиваль программи икӗ кун хушши кӑсӑк та тулӑх пулӗ.

Программа фестиваля будет интересной и насыщенной все два дня мероприятия.

Баймак районӗнче Тӗнчери "Башкорт аты" II фестиваль иртӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... rt-3380754

«Хӗрлӗ ҫулла, янӑравлӑрах юрла» конкурспа вӑйӑ программи савӑнӑҫлӑ та интереслӗ иртнӗ.

Весело и занимательно провели конкурсно-игровую программу «Лето красное, звонче пой».

Ҫирӗклӗре ҫуллахи кану площадки стартланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3378818

Палӑртса хӑвармалла: регион программи пулӑшнипе кӑҫал Канаш округӗнче тата тепӗр виҫӗ ялта: Сителте, Вырӑскас Пикшихре тата Малти Тукайра — ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем хута кайӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ Шелттемре — ҫӗнӗ ФАП // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Культурӑн пурлӑх никӗсне малалла хӑватлӑн аталантарас тӗлӗшпе КПСС Программи ҫак ӗҫсене тума палӑртать:

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн Программи, пирӗн ҫӗршыв капитализмран социализма куҫса пынӑ ҫул-йӗре тарӑннӑн тишкерсе хак панӑ май, культурӑллӑ революци ҫӗршыва индустриализациленипе тата ял хуҫалӑхне кооперациленипе пӗрешкелех социализмлӑ обществӑ тумалли ленинла планӑн тӗп звени пулса тӑнине палӑртать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӑхӑн чи йышлӑ пайӗ хут пӗлмен ҫӗршыв наукӑпа культурӑн ҫӳллӗ тӳписем патне хӑватлӑн ҫӗкленчӗ» (КПСС Программи).

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑл вара реабилитаци программи витӗр тухма кирлӗ пулнӑ.

Средство передвижения требовалось для прохождения реабилитационной программы.

Прокуратура ыйтсан кӑна кӳме туянма сертификат панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35275.html

Эсир мӗнле шутлатӑр, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пулма тӑратнӑ ытти кандидатсен Олег Николаевӑн программи пек аталану программисем пур-и?

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Тӗл пулура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн уйрӑм программи пирки чарӑнса тӑнӑ.

Help to translate

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

«Культура» федерацин тӗллевлӗ программи шучӗпе Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетесси.

Help to translate

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ведомствӑсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, официаллӑ мар майпа ӗҫлессин тӳпине чакарас енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи шайӗнчен те пӗчӗкрех кӑтартуллисен йышне чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ регион программи епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен, Чӑваш Реcпубликинчи Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн – тӗп инспекторӗ – ертӳҫӗ Алексей Метелкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ҫавӑн пекех «Георги хӑйӑвӗ», «Ҫӗнтерӳ чӳречи» акцисем, «Фронт полигонӗ» ҫарпа патриот программи интереслӗ пулни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.

Help to translate

«Артекран» кая мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=XXwE-6cc2to

Пӗчӗк бизнесри лару-тӑрӑва тишкерме, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли ыйтусем тата вӗсен тухӑҫлӑхне патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли ыйтусем, патшалӑхпа бизнес пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес сферӑри опытсемпе тата малти практикӑсемпе улӑштармалли тулли ӗҫ программи палӑртнӑ.

Help to translate

Паян Пӗтӗм Раҫҫейри V "Зауралье-2023" инвестици сабантуйӗ ӗҫлеме пуҫлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2023-0 ... at-3272636

Ҫак ӗҫре «Ял территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программи пысӑк пулӑшу кӳрет.

Help to translate

Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/

Комиссин яваплӑ членӗсем «Ял территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» патшалӑх программи Канаш тӑрӑхӗнче епле пурнӑҫа кӗрсе пынипе паллашнӑ, ҫак тӗллевпе вӗсем строительство объек чӗсене ҫитсе килнӗ, подрядчиксемпе тата вырӑнта пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ.

Help to translate

Патшалӑх программи ял-сала сӑн-сӑпатне улӑштарма пулӑшать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... b5-%d1%83/

Уяв программи кашни ҫулах интереслӗ те пуян пулнинче округ центрӗнчи ача сачӗсен, ҫамрӑк армеецсен, техника парачӗ пысӑк вырӑн йышӑнать.

Help to translate

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗн программи кашни ҫулах пуянланса та анлӑланса пырать.

Help to translate

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Регионсен хушшинчи турнира Владимир Потанинӑн ыр кӑмӑллӑх фончӗн «Вӑй спорчӗ» программи пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Следж-хоккей енӗпе турнир иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60502

Депутат «Единая Россия» партин Халӑх программи еплерех пурнӑҫланни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Help to translate

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Шкул сукмакне такӑрлатнӑ май каччӑсем водитель удостоверинине илеҫҫӗ, ҫар хатӗрлев программи те кӑҫал шкулсенче хута каймалла.

Help to translate

105 ҫул ҫитрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60700

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed