Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

поэтсен (тĕпĕ: поэт) more information about the word form can be found here.
«Поэтсен бульварӗ» тесе ӑна, тен, кунта Горький ячӗпе хисепленекен Литература институчӗ вырнаҫнӑран та калаҫҫӗ пуль.

Help to translate

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунта ӑна «поэтсен бульварӗ» теҫҫӗ, эпир юрлакан чаплӑ юрӑсенчен нумайӑшӗ ҫак бульварта ҫуралнӑ, кунта ҫунатланнӑ имӗш.

Help to translate

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӗнчери аслӑ поэтсен пултарулӑхне, вӗсем поэзи ҫинчен вӗрентнине илсе пӑхсан, эпир ҫакна куратпӑр: вӗсем поэзи хӑйӗн хӑватне пула пурӑнни, манӑҫа тухманни, халӑха пулӑшни ҫинчен каланӑ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хальхи пурнӑҫа сӑвӑсемпе сӑнласа параҫҫӗ: Уйӑп Мишшин «Лирика», Георгий Ефимовӑн «Унӑн ҫулӗ», «Ялти тӗрленчӗксем», Алексей Воробьевӑн «Юратнӑ сӑнсем», Николай Евстафьевӑн «Манӑн тантӑшсем савӑнаҫҫӗ», Николай Сандровӑн «Тул ҫутӑлать», Альберт Канашӑн «Сӑвӑсем» т. ыт. поэтсен сӑвӑ кӗнекисем те.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑл сӑвӑсем паянхи поэтсен ӗҫӗсемпе пӗр тан пурӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хваттере ҫитсенех поэтӑн «ылтӑнӗпе» паллашрӑм: Ашмарин словарӗн тин кӑна тухнӑ томӗсем, Павло Тычина, Янка Купала, Галактион Табидзе, Самед Вургун тата ытти паллӑ поэтсен кӗнекисем иккен!

Help to translate

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юлашки ҫулсенче пичетленсе тухнӑ чаплӑ произведенисем — А. Твардовскин «Инҫетрен инҫете» поэмипе М. Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫерем» романӗн иккӗмӗш кӗнеки, Л. Леоновӑн «Вырӑс вӑрманӗпе» А. Довженкон «Тинӗс ҫинчен хунӑ поэми», Н. Погодинӑн Ленина сӑнласа кӑтартакан пьесисемпе М. Ауэзовӑн «Абай ҫулӗ» романӗ, М. Стельмах романӗсемпе М. Рыльский, А. Прокофьев, М. Турсун-заде поэтсен сӑввисем, Д. Шостаковч, В. Соловьев-Седой, С. Рихтер, В. Мравинскнй, В. Пашенная творчествисем пирӗн литературӑпа искусствӑн ҫитӗнӗвӗсене ҫав тери уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ!

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Марина Карягинӑпа Галина Матвеева ҫыравҫӑ-журналистсем Евгений Евтушенко, Андрей Растворцев поэтсен вырӑсла сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.

Help to translate

Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/

«Сехмет Сантӑркки тӗрмене айӑпсӑрах лекмен пуль-ха. Ҫавӑн пек лӑпӑр-лӑпӑр поэтсен сӑввисене уйрӑм кӗнекен кӑларма тӑхтамалла».

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Издательство пирӗн вилнӗ поэтсен паллӑрах произведенийӗсене пухса уйрӑмшар кӗнеке кӑларать.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Унта уйрӑм поэтсен произведенийӗсене тишкернӗ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Пушкинӑн илемлӗ сӑввисемпе хальхи ҫамрӑк поэтсен ҫӗнӗ сӑввисене те тулли кӑмӑлпа вуларӗҫ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав кун ҫынсен ӗмӗтӗнче, чертежсемпе сметӑсенче, вӑхӑтран чылай малта Пыма юратакан поэтсен сӑввисенче кӑна пурӑннӑ чаплӑ ӗҫ — Шупашкар тӗлӗнчи Атӑл ҫинче гидроэлектростанци тӑвас ӗҫ пуҫланса кайрӗ.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Анчах вӑлах мана каялла чӗнсе илчӗ, шкулта ӗҫ пачӗ, турӑ кӗнекисемпе пӗрлех Лермонтова куҫарттарчӗ, «Нарспие» ытти поэтсен произведенийӗсемпе пӗрле пичетлесе кӑларчӗ.

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пирӗн, поэтсен, чыслӑ ӗҫӗмӗр — халӑх сӑмах-юмахне, сӑвви-такмакне пухасси.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Поэт хӑйӗн сӑввисене Саадипе Фирдоуси сӑввисене кӗртсе вӗсемпе хутӑштарса вуларӗ, чаплӑ поэтсен сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ чух юри хӑйӗн сӑввисенчи йӗркесене кӗрте-кӗрте лартрӗ.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан ӑна Саади, Омар Хаям, Рудаки сӑввисене вулаттарчӗҫ (сӑввисене пӗлмеҫҫӗ пулин те хӑш-пӗр поэтсен ячӗсене астуса юлнӑ иккен ханпа арӑмӗ).

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сирӗн — поэтсен — пӗрле пухӑнса куҫармалла пулнӑ ӑна.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эпӗ музыка, темӗскерпе кисреннӗ, гени ҫынсен кӗвӗ-ҫеммине итлетӗп; чунне уҫса хумханакан ҫынсене тӑнлатӑп; поэтсен строфисене пӑхмасӑр вӗренетӗп, пӗлтерӗшӗпе, йӗрӗсемпе тӗлӗнмелле чипер, пиҫӗ мрамор кӳлепесене тӗсетӗп.

Я слушал музыку, вдохновенные мелодии людей потрясенных и гениальных; слушал так, как слушают взволнованный голос признаний; твердил строфы поэтов, смотрел на гибкие, мраморные тела чудесных по выразительности и линиям изваяний.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ну, ку нимех мар — поэтсен йӑли ҫапла.

Но это ничего — поэты всегда так делают.

Эпӗ поэт пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed