Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тракторсем хӑйсем хыҫҫӑн плугсем, сӳресем туртса пыраҫҫӗ, бензин тата краҫҫин турттараҫҫӗ, рабочисем ларнӑ повозкӑсене турттарса пыраҫҫӗ.Тракторы тянут за собой плуги и бороны, перевозят бензин и керосин, повозки с рабочими.
Ҫеҫенхирте тырӑ вырса пуҫтарнӑ чух // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Маневрсем тума ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, эпир мӗнпур повозкӑсене двухколкӑсем тунӑччӗ, анчах каярахпа вӗсене пӑрахӑҫ тума тиврӗ.
Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Снарядсем килсе ӳкнипе вилнӗ лашасемпе арканса кайнӑ повозкӑсене аяккалла илсе пӑрахма та ӗлкӗрейместпӗр, — пӑхӑсӑн, каллех самолетсем ӳлени илтӗнсе каять, каллех снарядсем хаплатса ҫурӑлма пуҫлаҫҫӗ.
Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Повозкӑсене те, йывӑр грузсене те, пулеметсемпе орудисене те веҫех алӑпа туртма тивет.Пришлось тащить на руках и повозки, и груз, и пулемёты, и орудия.
Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Чугун ҫула пӳлсе лартичченех складсенчи ҫӗнӗ тырра пӗтӗмпех тиесе янӑ, МТС-ра трактористсемпе повозкӑсене те урӑх ҫӗре ӑсатнӑ, хулари хаклӑрах япаласене йӑлтах кирлӗ ҫӗре куҫарнӑ, тарса килнӗ халӑха эшелонӗ-эшелонӗпе кӑларса янӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Повозкӑсене ҫул ҫине тӑратса хӑварчӗҫ, салтакӗсем пурте ҫултан аяккалла саланса, йывӑҫсем айнелле кӗрсе выртрӗҫ те Сухая Поляна патӗнчи ҫапӑҫура тытса илнӗ ҫӑкӑра тата консервӑсене васкаса ҫиме тытӑнчӗҫ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Походӑн малтанхи кунӗсенчех, ирӗксӗрех, ашса тухма ҫук шурлӑхсенче мӗнпур повозкӑсене, икӗ кустӑрмаллӑ урапасене, станковӑй пулемётсене те пӑрахса хӑвармалла пулнӑ.Поневоле пришлось бросать в пути, в непролазных болотах, все повозки и двуколки.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1