Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗр пуҫне хыҫалалла ывӑтнӑ та, кӑкӑрӗпе каҫӑрӑлса, платйине ҫӗклет.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
— Ах, хуланах таврӑнмаллаччӗ, Павӑл, — пӑлханчӑк именӗвне куҫ айне ӳкерчӗ, ҫумӑрпа витӗрех шапарнӑ, хашкана ернӗ хӗр шӑратнӑ кӗмӗл евӗр тумла тумлакан лупас арки айне (унта ҫерҫисем те пӗршӗннӗ) ҫитсе ӳксен, ӳт-кӗлетки ҫумне лаппипех ҫыпӑҫса ларнӑ платйине яртах палӑрса тухнӑ нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑр «пӳскисенчен» пӳрнисемпе чӗпӗткелесе уйӑрса.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Таня шурӑ платйине симӗс курӑкпа вараласран тусӗн халат аркийӗ ҫине ларнӑ, Кольӑна, мӑйӗнчен ыталаса, пуҫне ун кӑкӑрӗ ҫине хунӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫамрӑксем валли ҫырнӑ пӗр пьесӑра шкулта вӗренекен пӗр хӗрача, кӑнтӑр хӗвелӗпе хӗртӗнес тата Хура тинӗс хӗрринче хӑй юратса пӑрахнӑ кинорежиссера тӗл пулас кӑмӑлпа ҫунатланса, ку ыйтӑва питех те ҫӑмӑллӑн татса парать: чи лайӑх платйине сутать те тухса каять, ҫук-ха, ахаллӗн кӑна тухса каять мар, самолетпа ларса вӗҫет.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Каллех манӑн визит платйине кӑларма тивет.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Анечка, манӑн визит платйине пуҫтарса хур-ха, — тет хӗрне Мария Александровна.— Анечка, убери скорей мое визитное платье, — просит Мария Александровна.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Анечка, манӑн визит платйине хатӗрле-ха, эпир Маняшӑпа ытти япаласене саквояжа тултарӑпӑр.Анечка, приведи в порядок мое визитное платье, а мы с Маняшей соберем саквояж.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Хӑйӗн чи чаплӑ платйине тӑхӑннӑ амӑшӗ ашшӗпе пӗрле столовӑйӗнче ачисене кӗтсе ларать.Мама, одетая в свое лучшее платье, сидела с папой в столовой и ждала детей.
Вӑрттӑнлӑх // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тёма тата хытӑрах ахӑлтатать, аппӑшӗн платйине вӗҫертмесӗр тепӗр аллипе боннӑн платйинчен ярса илет вӑл.Тёма еще больше хохочет и не выпускает сестриного платья, держась другой рукой за платье бонны.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Яр! — аптӑраса ҫитсе кӑшкӑрать аппӑшӗ, платйине турткаласа.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унта вӑл «Первомайски» колхозӗн виноградникӗсем патӗнче ӗҫлекен Наташа Поднебескон гранат чечекӗ евӗр хӗрлӗ платйине уйӑрса илет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хура платье тӑхӑннӑ, ҫиелтен чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ кил хуҫи пӳлӗмре, платйине чӑштӑртаттарса, ҫарти пек хушакан сассипе калаҫса, калла-малла уткаласа ҫӳрерӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Елена ӑна кӗтнӗ: вӑл уншӑнах хӑйсем часовньӑра пӗр-пӗринпе пирвайхи хут иккӗшӗ кӑна пулса калаҫнӑ чухнехи платйине тӑхӑннӑ; анчах вӑл ӑна ҫав тери лӑпкӑн саламларӗ, ҫав тери кӑмӑллӑ та ним хуйхӑ-суйхӑсӑр хавас пулчӗ, ҫавӑнпа та, ун ҫине пӑхсан, никам та: ҫак хӗрӗн пулас пурнӑҫне татса панӑ, вӑрттӑн юратнине пӗлсе тӑнипе хавхаланни унӑн сан-питне ҫутатать пӗтӗм хусканӑвне ҫӑмӑллатса илемлетет, тесе калас ҫук.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Аришка ҫиленнипе платйине тӳмелеме пуҫларӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Салтаксем Даша ҫийӗнчен ҫыхса тунӑ кофтине, платйине хывса илчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Юлашкинчен вӑл ним хӑрамасӑр тӗксӗм кӑвак юбкипе ик-виҫӗ хутчен ҫеҫ тӑхӑннӑ сенкер платйине суйласа илчӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сестра хӗстеркӗчсемпе тыттарса майланӑ ҫӳҫне тӳрлеткелерӗ те платйине чӑштӑртаттарса утма пуҫларӗ.Сестра пошла, поправляя под наколкой прическу, шурша платьем.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Йӗкӗт унӑн платйине чуптума тапратрӗ, аллине шыраса тупрӗ те пичӗпелен ансӑртарах, ашӑ, ыр шӑршӑллӑ ывӑҫ тупанӗ ҫумне ҫыпӑҫрӗ, ҫав вӑхӑтрах тата, пӳлӗне-пӳлӗне, тытӑнчӑклӑ сасӑпа калаҫрӗ:
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗлет вӑл ҫаплах полкри, дамӑсем, уйрӑммӑнах йӑслӑ-пӑслӑ та хӑпартлануллӑ каҫсем тӗлне мӗнле те пулин ҫӗнеткелеме те тӳрлеткелеме тӑрӑшса, пӗртен-пӗр «чаплӑ» платйине темиҫешер ҫул тӑхӑннине, перчеткисене бензинпа тасата-тасата янисене.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Вӑл пӗшкӗнет те вара платйине кӑштах йӑтать-и? — ыйтать Суламифь.— Она нагибается и приподымает платье? — спрашивает Суламифь.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
- 1