Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиҫенлӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сӗлли лутра, ҫатра, сайра, пиҫенлӗ, вӗҫкӗнлӗ.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Наука та ял хуҫалӑхне, чӗм кӗртсе, хӑват илтерсе, сипетлӗ витӗм кӳме ӗлкӗрейменччӗ, ҫавна пула пиҫенлӗ, сӳсенлӗ (ырашӗ тата вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫатра, вутпуҫҫиллӗ) тырпул тухӑҫлӑхӗ те килограммшарӑн (сайра хутра пӑтшарӑн) ҫеҫ ӳссе пычӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урлӑ ҫулӗ сарлакӑшӗпе ҫирӗм-вӑтӑр метр таранах, хӗррисем йывӑҫсӑр, вӗсен, хӗррисен палӑри-палӑрми ҫеремӗ алтӑк-кӑлтӑклӑ, сарӑхнӑ курӑклӑ, тылла пуҫҫиллӗ, тал пиҫенлӗ, кӑлканлӑ, шӑршлаккайлӑ, хура сӗлӗллӗ, шартла, шатра курӑксемлӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ ҫав кун иртенпе венчете тӑнӑ хӗр пекех сапӑрччӗ, кӑнтӑр канни вӑхӑчӗ иртсен, хӑйӗн хура, «тал пиҫенлӗ» ӑш-чиккине туй хыҫҫӑн ҫеҫ яри уҫса, намӑс-симӗс туйӑмне сирсе-таптаса кӑтартакан усал, кӑра хӗрарӑм пек, тем чӑкӑртӑшланма, ҫавра ҫил те ҫӗклекелесе нӑйкӑшма, йӗрмӗшме пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed