Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пиртен (тĕпĕ: пир) more information about the word form can be found here.
Вӑл, тӗпрен илсен, килте тӗртнӗ пиртен ҫӗлетни пулнӑ.

Help to translate

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Утмӑл пиллӗкрен иртнӗ старик, хӑй ҫапах та пиртен, ҫамрӑксенчен, ӗҫре виҫӗ хут вӑр-вартарах, Лина фрезеровщица ҫинчен те пысӑк кӗнекех ҫырма пулать, нормӑна яланах икҫӗр процент тултарса пырать вӑл.

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Сарӑ хӗвел пӗчӗк пӗлӗт татки хыҫне пытанчӗ те, пиртен инҫе те мар пӗр ярӑм сулхӑн шуса иртрӗ…

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хуравай вӑрманӗ пиртен ытла инҫех мар.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫутӑ Мӑнкун уявӗн пархатарлӑ хаклӑхӗсем пиртен кашнинех ырӑрах та тараватлӑрах тата хӗрхенӳллӗрех пулма вӗрентеҫҫӗ.

Ценности, которые несёт с собой праздник Светлой Пасхи, призывают каждого из нас стать добрее, щедрее и милосерднее.

Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd

«Пиртен пӗри» киноӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енре те хаклама пултарӗҫ.

Help to translate

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

«Пиртен пӗри».

Help to translate

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

Эсир те пулин пиртен ан кулӑр, ырӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пиртен айӑп ҫук, ырӑ ҫынсем, — пӑшӑлтатрӗ леш ватти, хӑшместӗр.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиртен тухӑҫалла кайрӗҫ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Пайтул, тусӑм, эпир санпа пӗрле ӳснӗ, Стенькке утаман патне пӗрле килнӗ. Анчах эсӗ халь — пиртен асли, пирӗншӗн ӗмпӳ пекех. Тӑшман та ҫакна пӗлет тӗр. Ҫавӑнпа вӑл чи малтан сана тытса илес, пире пуҫсӑр хӑварас тейӗ. Ҫавӑнпа атя тӑшмана улталар: юпӑнчасене, утсене улӑштарар», — терӗм.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни ҫинче лап-лап шурӑ, лап-лап хӗрлӗ ҫухасӑр пир кӗпе, хура пиртен ҫӗлетнӗ йӗм, кӗписене ҫиелтен янӑ, ярапаллӑ пиҫиххипе ҫыхнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫине ряса тӑхӑннӑ, пуҫӗнче — шурӑ пиртен ҫӗлетнӗ кӗлепуҫ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗмӗ хура пиртен, уринче хӗрлӗ тӗслӗ юхтӑ атӑ.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах эс пиртен тем чул аслах мар пуль.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫук, — пиртен пӗри те каялла хӑй ялне каясшӑн мар, — пуриншӗн те хуравларӗ Аҫтӑрхан.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пиртен анатарах, пӗр ҫур ҫухрӑмра, ҫӗнӗ кӗпер пурччӗ, ӑна эпир аркатма ӗлкӗреймерӗмӗр.

Help to translate

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Кирук пиртен ҫӗлетнӗ хутаҫа хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пиртен пӗрне ҫеҫ курччӑр, вара пурте пӗтетпӗр.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аса илтӗм, пиртен ҫӗлетнӗ тахҫанхи сан кӑвак шӑлаварна-ҫке.

Вспомнила, твои старые холщовые шаровары.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed