Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ун пуҫӗ тӑрринченех ҫуртӑн тӗрлӗ кӗтесне ниҫта перӗнмесӗр, никама чӑрмантармасӑр чупаҫҫӗ, ҫынсене пысӑк пулӑшу параҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Стенасене перӗнмесӗр урай тавра ҫаврӑнсан та Михапар хӑй ӑҫта ҫитнине пӗлет.Даже не касаясь стен, а кружась посередине, Мигабар знает, где он находится.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫак питех те кисрӗнӳллӗ вӑхӑт, пысӑк пӗлтерӗшлӗ событисемпе пуян тапхӑр Чӑваш ҫӗршывне те пырса перӗнмесӗр хӑварман, кунта пурӑнакан мӗнпур ҫынсен кунҫулӗнче палӑрса юлнӑ, пӗтӗм пурнӑҫ йӗркине, авалтан пыракан йӑласене — пӗтӗмпех те тӗппипех улӑштарнӑ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Хул пуҫҫисем унӑн, ытти тӗлӗшпе вӑл сарлака шӑмӑллӑ мар пулин те, кӑнттамрах, сарлака аллисене кӗлеткинчен перӗнмесӗр, ирӗклӗн ҫакӑнса тӑма чӑрмантараҫҫӗ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Чӑнкӑртаттарасран асӑрханса вӗсенчен перӗнмесӗр алӑка шалти ҫӳхе хӑмаран туртрӑм та — шкапра телефон будкинчи пек ҫап-ҫутӑ пулса тӑчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пӑрахут мина патӗнчен ниепле те перӗнмесӗр иртсе каяймасть, пырса перӗнетех.
Пӑрахут путни // М. Тимофеева. Житков Б.С. Пулӑшу килет: калавсем; вырӑсларан М. Тимофеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 28 с.
Вӑл йӗплӗ пралук карта айӗнчен те чиперех, пӗр перӗнмесӗр шуса каҫса, юлташне кӗтме чарӑнчӗ.Он ловко подлез под колючую проволоку, не задев её, и остановился за ней подождать товарища.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Аэродром ҫине анса ларакан самолетӑн ҫак хапха витӗр марлӗне перӗнмесӗр тухса каймалла пулнӑ.Планирующий на аэродром самолет должен был пройти в ворота, не задев марли.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Турта вӗҫӗпе хапхана перӗнмесӗр эсӗ нихҫан та манӑн кил умӗнчен иртсе каяймастӑн! — терӗ вӑл.— Никак ты не можешь мимо моего двора проехать, не зацепивши оглоблей за ворота!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем пӗр сӑмах чӗнмесӗр, шӑппӑн, пӗр турата перӗнмесӗр, ура айӗнчи курӑка лапчӑтмасӑр вунпилӗк лье утма пултарнӑ.Они могли пройти пятнадцать миль, не сломав ни одной ветки, не издав ни единого звука.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Этем алӑ хумасӑр, тулӑклӑ алӑсем перӗнмесӗр пулман кусем.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Поезд ҫӗлен пек явӑнса илнине, пӳрт кантӑкӗсене кӑшт кӑна перӗнмесӗр кӗтесрен пӑрӑнса иртнине, унтан каллех пӗрре тӳрӗ, тепре авкаланса малалла вӗҫтерсе пынине ҫӑварӗсене карсах пӑхса тӑнӑ вӗсем.
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Иккӗшӗ те вӗсем шӑннипе кӑшт чӗтретчӗҫ, мӗншӗн тесен ун чухне кӗркуннеччӗ, тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра ҫулҫӑсем татӑлса ӳксе ҫӗре перӗнмесӗр ҫил хыҫҫӑн хӑвалатчӗҫ.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тул енчен кӗрсе кайнӑ ҫӗҫӗн ҫивӗчӗшне перӗнмесӗр Джон Мангльс ӑна тытнӑ алӑран ярса илчӗ.Джон Мангльс, удачно избегнув лезвия ножа, просунувшегося снаружи, схватил державшую его руку.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫапла, сӑмахран, хӑйне чаршавпа хупларӗ те сасартӑк хуҫасем умне тухрӗ: вӑл сывлӑшра, ҫӗре перӗнмесӗр, ура хуҫса ларать, пӳрне вӗҫӗсемпе кӑна бамбук туя ҫине ҫӑмӑллӑн тӗреннӗ; ҫакӑ Фабие хытах тӗлӗнтерчӗ, Валерие хӑратса та пӑрахрӗ…
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ун ҫумӗнчен, кӑштах ӑна перӗнмесӗр, пӗр лав кӗмсӗртетсе иртсе кайрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӗплӗн шухӑшласа тунӑ модель, Аржанец моделӗ ларнӑ ҫӗре хӗрлӗ ялав лартса паллӑ тунӑ тӗлтен те тахҫанах иртсе кайрӗ, халӗ ҫӗре перӗнес пекех, анчах та пӗр перӗнмесӗр пӗр май вӗҫет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
5. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа тӑраттӑм — курах кайрӑм: акӑ анӑҫ енчен, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗн, качака таки килет, ҫӗре перӗнмесӗр пырать; ҫавӑ качака такин куҫӗсем хушшинче темӗн пысӑкӑш мӑйрака.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1