Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таҫти ҫӗре те пырса перӗнеҫҫӗ, Темӗн те сӳтсе пуплеҫҫӗ…
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне перӗнеҫҫӗ те, вут чулне шаккасан хӗлхем сирпӗннӗ пек, пӗлӗтсенчен ҫиҫӗм тухать.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Алӑк урати урлӑ каҫнӑ чух вӗсем савӑнсах пӗрне-пӗри перӗнеҫҫӗ.Когда они переступали порог, то ли нечаянно, то ли нарочно соприкоснулись телами.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кӑшт айккине пӑрӑнсанах урине тӑпра муклашкисемпе хыт хура тӗмӗсем перӗнеҫҫӗ.Стоит ему сойти с нее, как под ноги попадаются твердые комья, кучки чертополоха…
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Хелло, барон, кур-ха, кунта Ик йывӑҫ пӗр-пӗрне чӗнеҫҫӗ, Чӑн, туйӑнать, кӗҫ перӗнеҫҫӗ.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Симбо хапхинче чарӑнчӗ те Гент — хура ҫынсем япаласене япаласемпе ылмаштара-ылмаштара кайнине чарӑнса тӑрсах сӑнать; негрсем пӗр-пӗрин капӑр пусма тӗркисене хыпашлаҫҫӗ, вӗсенчен ӳчӗпе перӗнеҫҫӗ; нумайӑшӗ шӑрҫасемпе капӑрланнӑ ӗнтӗ, хура ӳтрен ҫыхса лартнӑ пӑхӑр пӑралук спиралӗ нумай алӑ ҫинче йӑлтӑртатать.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн пӗчӗк пушмакӗсенчи ура пӳрнисем урайӗнчен кӑштах ҫеҫ перӗнеҫҫӗ пек.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.
Ассолӗн пушмак пуҫӗсем ҫӗртен кӑшт ҫеҫ перӗнеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Вӑл ҫӗкленчӗ; ӗшенмеллипех ӗшеннӗрен, хурлӑха пула пуҫӗ ҫаврӑнать; ӑна илтменскерпе, илтме мехел ҫитерейменскерпе ӳчӗпе те пулин ҫывӑхрах пулас йӳтӗмпе хӗр хӑйӗн сивлек кӗпин ҫӳлти тӳмисене вӗҫертрӗ, унтан тӗмескерен ҫара кӑкӑрӗпе таччӑн та ачашшӑн лӑпчӑнчӗ, — ҫав тери тачӑ — унӑн тутипе пичӗ те тӑпрана перӗнеҫҫӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Сӑрӑ-кӑвак, хӑмӑр, хурарах-хӗрлӗ вулӑсем мӗлкесен вылянса йӑлтӑртатакан сетки майлӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, арпашса пӗтнӗ тӑррисемпе тӳперен перӗнеҫҫӗ, вӗсен ҫулҫисем мӗн пур тӗспе-сӗмпе — тӗттӗмрен пуҫласа типнӗ курӑк пек шуранка таран — симӗсленеҫҫӗ-ешереҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӗсен усӑнчӑк тураттисем тӗмсен ҫӳлти ҫулҫисене перӗнеҫҫӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Анатран, йӑлӑм талккӑшӗнчен, пӑхсан вара, — кремль сӑрчӗ ту пекех ҫӳллӗ туйӑнать те, ун тӳпинчи керменсем хӑйсен ылтӑн хӗресӗсемпе пӗлӗтех перӗнеҫҫӗ тейӗн…
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анранӑ пулӑсем пуҫӗсемпе, хӳрисемпе пирӗн ҫара хырӑмсенчен, хулпуҫҫисенчен пырса перӗнеҫҫӗ.Оглушенная рыба тыкалась головами и хвостами в наши животы, плечи.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӑлта вӗҫӗсем кимӗ ҫинчен усӑнса шыва перӗнеҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Шӑвӑҫ шит ҫине хӗҫсем чанк! та чанк! перӗнеҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл кантрасенчен тытрӗ те пӳрнисене хӑвӑрт-хӑвӑрт вылянтарса чан ҫапма пуҫларӗ; икӗ пӗчӗк чан илемлӗн кӑна чӗтренсе-янӑраса кайрӗҫ; чан тукмаккисем хуллен ҫеҫ, анчах пӗр тикӗс пырса перӗнеҫҫӗ те, чан сасси пурне те илтӗнет, ҫапла пулин те вӑл ҫакӑнтан инҫех каймасть пулмалла.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫав тери нумай ҫиҫӗмсем кукӑр-макӑр йӑлтлатса урлӑ-пирлӗ каҫаҫҫӗ; пӗр вӗҫӗмрен аслати сасси кӗрлесе тӑрать: шыв пӑсне пӗтӗмӗшпех вут ҫулӑмӗ хыпнӑ пекех курӑнать; ҫӳлтен персе анакан пӑр пӗрчисем ҫап-ҫутӑ курӑнса пирӗн инструментсемпе приборсем ҫумне пырса перӗнеҫҫӗ; урса кайнӑ тинӗс хумӗсем вут хыпса ялкӑшнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Юлашкинчен, сывлӑшӑн чи ҫӳлти сийӗсенче казуар текен кайӑкран вӑйлӑрах, страусран шултӑрарах кайӑксем хӑйсен темӗн пысӑкӑш ҫуначӗсемпе саркаласа, пуҫӗсемпе гранитлӑ тӳпене пыра-пыра перӗнеҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хирӗҫлесе каланӑ сӑмахсем ун ҫумне перӗнеҫҫӗ те, асамлӑ вӑй тытса тӑракан ҫынна пырса тивеймен пекех, калле ыткӑнса каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та Широкогоровӑн юлашкинчен унӑн виноградниксене реконструкцилемелли планӗпе паллашмалла пулчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Типсе кайнӑ ылтӑн ҫулҫӑсем, хутланчӑк, пӗркеленчӗк хӗрриллӗскерсем, пӗчӗкҫеҫҫӗ кимӗ пек, туратсем ҫинчен шӑва-шӑва анаҫҫӗ, сывлӑшра васкамасӑр вӗлкӗшсе вӗҫеҫҫӗ, ҫӗр ҫумне ирӗксӗррӗн перӗнеҫҫӗ, вара, кӑшт ҫил тухсанах, каллех ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ, вӑрманти ҫулсем ҫийӗн ҫаврӑнкалаҫҫӗ те уй-хире вӗҫсе каяҫҫӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
- 1
- 2