Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чух алӑкра пӗрне-пӗри перӗнесле иртсен те ҫине тӑрсах айккинелле пӑхнӑ вӑл.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӑш-пӗр чухне ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫӗре перӗнесле усӑнса тӑрать, кӗҫех чӗреслеттерсе ҫума тытӑнмалла пек.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вара сулахайра, икӗ ярдран инҫе мар, виҫӗ мачтӑллӑ шхуна бушпритне куртӑм; карап пирен енне тӳп-тӳрӗ ишет — бакбортран сӑмсипе халь-халь перӗнесле.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Хӗр тути ҫывхарчӗ, ҫывхарчӗ йӗкӗт тути патнелле, ӗнтӗ икӗ йӗрӗлче хушши те кӗҫ-вӗҫ перӗнесле ҫеҫ тӑрса юлчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
1. Эй Израиль, итле: халӗ эсӗ Иордан леш енне пӗлӗте перӗнесле хӳмесем хӳсе тӗреклӗлетнӗ пысӑк хуласенче пурӑнакан халӑха, хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑха, 2. ху пӗлекен, вӗсем ҫинчен: «Енак ывӑлӗсене кам хирӗҫ тӑрайтӑр?» тенине илтнӗ Енак ҫыннисене, [аслӑ,] йышлӑ та шултӑра халӑха, хӑвӑн аллуна илме каятӑн.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1