Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хайхискер тахҫанхине аса илчӗ те, чӗри унӑн тапхӑр-тапхӑр кӑвар пек тӗлкӗше-тӗлкӗше хӗсӗнчӗ: туя ҫине уртӑнса хуллен кӑштӑртатса утакан карчӑксемпе мучисем тӗлӗнчен вӑл кашнинчех тусан кӑна вӗҫтерсе иртнӗ, кама та пулин вутӑ е кирпӗч тиесе килсе парса хулӑмрах укҫа сӑптӑрма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑн пеккишӗн хӑйне тӳрре кӑларма ҫӗршер сӑлтав шыра-шыра тупнӑ.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Ун пеккишӗн ҫӗр ҫул та ним те мар.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫук, йышӑнмарӗ авланнӑ арҫын чунӗ-чӗри кӑмӑлӗпе ырӑ, таса, пӑхма та чипер хӗре, йышӑнмарӗ, яхӑнне те ямарӗ, Лена пеккине ҫеҫ тус тӑвасшӑн, уншӑн ҫеҫ чӗрине яри уҫса ярасшӑн, ун пеккишӗн ҫеҫ чӑн-чӑн таса та ҫутӑ юрату вутӗнче хыпса ҫунасшӑн…
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Мункун та тунтикун килет пирӗн пеккишӗн, — терӗ кил хуҫи.
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ах-анчахӑн чӑххи те пӗрре анчах, автанӗ те авӑтмасть, — терӗ те арӑмӗ ун аллинчи графина туртса илчӗ — Коньяк мар, уйран тӑрри те шел сан пеккишӗн.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ку эрех пеккишӗн тав тума та кирлӗ мар, Ҫтаппан пичче.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь ун пеккишӗн хытӑ айӑплаҫҫӗ».
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Ун пеккишӗн манӑн, хӗрӗм, хулкка ҫӑмӑлтарах, — терӗ вӑл.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ун пеккишӗн халиччен укҫа-мӗн илсе ҫылӑха кӗмен, ҫӳлти турӑ пире малашне те ан хуштӑр.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей урӑх чухне ҫакӑн пеккишӗн сассине ҫӗклетнӗ пулӗччӗ, анчах хисеплӗ хӑнисем умӗнче юрамасть: «Эсир салтӑнӑр-ха, салтӑнӑр, ҫӑпала вӑл темӗн мар, ҫӗмрӗлмесӗрех пулмасть», — текелесе, хӑех ҫӑпала катӑкӗсене пуҫтарса пӑхкаларӗ те ҫыпӑҫтарма ҫуккине кура кӑмака хӗрринчи лаххана пӑрахрӗ.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кун пеккишӗн тӳлесе татма та хӑватӑм ҫитмест.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Сирӗн аннӗр пурӑннӑ пулсан, унӑн ывӑлӗ ҫакӑн пеккишӗн ҫынсем ӑна кӗвӗҫнӗ пулӗччӗҫ…— Была бы у вас мать, завидовали бы ей люди, что сын у нее такой…
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Салли аппа мана Том Сойер вырӑнне йышӑннипе манӑн килӗшмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен урӑх май ҫукчӗ, эпӗ пӗлетӗп, кун пеккишӗн Том кӳренмест, савӑнать кӑна, мӗншӗн тесен кунта темӗнле пытарӑнчӑк вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнать, кун пеккинчен Том пысӑк мыскара та шухӑшласа кӑларма пултарать.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫакӑн пеккишӗн вӑхӑт ирттермелле пулман… —
XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Малти пайӗ анлӑ, тӗпӗ лутра, хӳри йывӑр пулни — ҫаксем пурте пӗрле бригӑн тинӗс ҫинче ҫӳрес пахалӑхне чакараҫҫӗ, ун пеккишӗн йӗрӗнсе калаҫакан моряксен умӗнче ӑна «лаххан» туса хураҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ун пеккишӗн каҫсах каяҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах эсӗ ӑна ан кала, минтер айӗнчен илнӗ тесе, пирӗн ун пеккишӗн вӑрҫаҫҫӗ.Только ты не говори ей, что это из-под подушки, а то у нас за это ругаются.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ҫыннисем эпир ахаллисем кӑна та, хамӑр йышши ҫынна нихҫан та сутмастпӑр, сан пеккишӗн тесен вара — чуна памашкӑн та хатӗр!Мы простые люди, по христиан не выдаем, а за таких, как ты, душу отдадим!
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑ вӑл интереслӗ япала; юлашки вунӑ ҫул хушшинче чи лайӑх вӗреннӗ хӑшпӗр медицина студенчӗсем вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн практика ӗҫӗпе пурӑнасшӑн марри, май килсенех, медицинӑпа ҫыхӑнса тӑракан наукӑсенчен хӑшиншӗн те пулин — физиологишӗн, химишӗн е мӗн те пулин ҫавӑн пеккишӗн — медицинӑна пӑрахма хатӗрри палӑрчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чирлисен ирӗксӗрех кӳршӗ районсенчи поликлиникӑсене ҫитме тӳр килет (асӑрхаса хӑварни вырӑнлӑ, рынок саманинче кун пеккишӗн укҫа тӳлемелле).
Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
- 1