Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5. вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6. пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7. Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Ун вӑкӑрӗсем пекки хуторӗпе те ҫук.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӳршӗри хӗрарӑмран таса юнлӑ Дон кӗсрин юпах тихине туянтӑм (хуторӗпе те пӗртен пӗр кӗсре ҫеҫ пулнӑ ун пекки).Купил я у соседки стригунка от чистых кровей донской кобылки (осталася одна на весь хутор).
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ашӑк пекки пур-и санӑн?
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ акӑ сана ӑслӑ та ӑнланакан чӗре паратӑп, пӗлсе тӑр, сан пекки эс ҫураличчен нихӑҫан пулман, санашкалли сан хыҫҫӑн та нихӑҫан пулаймӗ».
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кун пекки пирӗн ҫуралнӑранпа та пулман!
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
Кун пекки, ваше благороди, ҫавӑн йышши чӗрчунран тӳсесси законра та ҫук.Этого, ваше благородие, и в законе нет, чтоб от твари терпеть…
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
— Кун пекки нумай!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Кам та пулин, ман пекки, вӗлерӗ те вӗсене, ман чӗре ыратӗ, вӗсемшӗн тавӑрма ун чух ман хӑватӑм та ҫитес ҫук — ватӑ та вӑйсӑр пулӑп.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Студент — илтнӗ-и ун пекки ҫинчен?
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
— Пулман ун пекки, Тюмма! — каллех кӑшкӑрса каларӗ Мефодий Иванович.— Да не было такого, Тюмма! — снова закричал Мефодий Иванович.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Вӑл вӗсене хирӗҫ хӑюллӑн пӑхнӑ та: «Ман пекки урӑх ҫук, сире пурте хисеплеҫҫӗ пулин те, ӑна манран ан кӗтӗр», тенӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Акӑ гавань хӳми хыҫӗнчен шӑпӑлтатни, кӑштӑртатнӑ тата лӑшӑлтатнӑ пекки илтӗнчӗ.Но вот за стеной мола послышался плеск,рох и что-то похожее на шепот.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ну, ун пекки пуринпе те пулма пултарнине пӗлетӗп эпӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Пулнӑччӗ ӗҫ, пулнӑччӗ ун пекки, чӗчӗ пӑрушӗ, терӗ ӑна Челкаш кулкаласа, хӑй ӗҫнине тунмасӑр.— Было дело, сосунок, было этакое дело! — улыбаясь, сознался Челкаш.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Шалта пӳлкелесе виҫӗ пӗчӗк пӳлӗм пекки тунӑ.
Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.
Сирӗн мӗн пӗр шӑналӑкпа тиемелӗх ҫурт ҫеҫ вӗт, икӗ чӳрече пекки ҫеҫ, манӑн, епле пулсан та, вӑрҫӑчченхи ҫурт, пысӑк ҫурт.У вас что — закуток, два оконца, а у меня, как-никак, довоенный дом, раздолье.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Катерина хыҫӗнчен, калинкке алӑкӗ хупӑнсанах, Феня пиччӗш тавра хӑрах уран сике-сике, пурне те каласа пачӗ; Санька халӗ госпитальти суранланнӑ ҫын вырӑнӗнче, вӑл вара санитарка пекки, суранлӑ Санька вӑл хушнине пурне те итлемелле: йывӑр япала йӑтмалла мар, килтен тухмалла мар, вырӑн ҫинче кӑна выртмалла.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Захар кӑнтӑрти курӑксем епле шӑтса тухса ӳсни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра участок кӗтессинче вӑрӑм шалҫа ҫине ҫирӗплетсе хунӑ шӑвӑҫран туна флюгер, ҫумӑр пулассине пӗлтерекен прибор тата хӳшӗ пекки курах кайрӗ.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ун пекки тусан та юрӗччӗ-ха.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951