Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паҫӑрхи (тĕпĕ: паҫӑр) more information about the word form can be found here.
Паҫӑрхи машина та кунтах иккен.

Help to translate

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Паҫӑрхи асамат кӗперӗ иккен.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл лашине вӑрманти паҫӑрхи вырӑна хӑваларӗ.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑнпа та хальхи лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнакан арҫынна ҫемҫелӗхӗшӗн вӑрҫмалла мар, ӑна, паҫӑрхи пек каласан, «кӗрӗк ҫӗлеттерме, пӳрт-ҫурт тума, кӑвайт хума» ирӗк ытларах памалла пуль.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Паҫӑрхи пек, урам енчи чӳречесем кӑвар евӗр ялкӑшмаҫҫӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫимун сӑмах чӗнмерӗ, паҫӑрхи вырӑнне пырса лариччен малтан пасар сӗтеллисем патне ҫитрӗ те, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑма витринчен куркапа сив уйран ӑстарса, ӗҫсе ячӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урай варрине пӗчченех тӑрса юлсан, пӗр вӑхӑт ним тума аптӑрарӗ Сантӑркка: те паҫӑрхи пекех такмакласа ҫаврӑнкалас, те, тӗкӗр умне тӑрса, хӑйӗн тахҫан ҫухалнӑ хитрелӗхне хальхи пӗркеленчӗксемпе танлаштарса, куҫҫульпе макӑрас, те урамалла тухса чупас…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аслӑ калатӑн, Ануфрий Панкратович, — паҫӑрхи пекех шӳтлерӗ квартальнӑй, — анчах тӗнчере унтан ӑслӑрах сӑмах та пур: тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерсен кирек мӗн тума та ирӗк, теҫҫӗ.

Help to translate

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ вӑрӑ мар/ — Анчах сасси паҫӑрхи пекех хӑюллӑн тухмарӗ, шыва пута пуҫланӑ ҫын пулӑшу ыйтнӑ пек илтӗнчӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман хӗре тиве пуҫларӗ… — паҫӑрхи пекех ҫемҫен каларӗ Лукарье.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсенчен пӗри паҫӑрхи официантне Ҫтаппан палласа илчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан паҫӑрхи пекех ним илтмесӗр-курмасӑр утса пристане хӑпарчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, виҫӗ пусне енчӗке ярса, лавкка умӗнчен пӑрӑнчӗ, паҫӑрхи вырӑна таврӑнса, икӗ пичке хушшине вырнаҫрӗ, сӑхманне пуҫӗ ҫине туртса витӗнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тавралӑх паҫӑрхи пекех тӗттӗм.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Ҫын аллинчи кукӑле туртса илни пулмасть-и ку? — терӗ Ирина паҫӑрхи плакатлӑ хӗр кам пулнине ӑнланса илсе.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗлӗт аркине сирсе пӑрахнӑ уйӑх пӗве вӗҫнех куҫса кайнӑ, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ паҫӑрхи вырӑнтах куҫ хупмалла выляҫҫӗ, шӗвӗр тӑрӑллӑ чӑрӑшӗсем лӑссисене ӗшенчӗклӗн лӑс уснӑ.

Help to translate

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Паҫӑрхи мар ӗнтӗ вӑрманӗ кунта, шавлӑ.

Help to translate

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тепӗр самантрах Ментти паҫӑрхи ҫӗр лаптӑкӗ умӗнчех куҫне уҫрӗ.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Тӗлӗнсех каймалла: паҫӑрхи темле вӗҫен кайӑк та ҫаплипех, йӑшӑл та хускалмасӑр, тӗлӗрсе ларать.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Акӑ вӑл паҫӑрхи ҫӗр лаптӑкӗ патне ҫитсе те тӑчӗ.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed