Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ахав [Изреель ҫыннине] Навуфее вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, [тумтирне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, кайран] Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине хӑй аллине илме кайнӑ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Навуфее чулпа персе вӗлернӗ тенине илтсессӗн, Иезавель Ахава каланӑ: тӑр, Изреель ҫынни Навуфей кӗмӗлле парасшӑн пулман иҫӗм пахчине хӑвӑн аллуна кайса ил: Навуфей чӗррисем хушшинче ҫук ӗнтӗ, вилнӗ вӑл, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иезавель, арӑмӗ, каланӑ вара: эсӗ ҫапла туса тӑрас пулсассӑн, Израильре мӗнле патшалӑх пулӗччӗ-ши? тӑр, апат ҫи те лӑплан; эпӗ сана Изреель ҫыннин Навуфейӗн иҫӗм пахчине илсе парӑп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ахав каланӑ ӑна: Изреель ҫыннине Навуфее: «хӑвӑн пахчуна кӗмӗлле пар мана е, кӑмӑлу пулсассӑн, эпӗ сана уншӑн урӑх пахча парӑп» терӗм те, вӑл мана: «памастӑп сана хамӑн иҫӗм пахчине, [аттемӗрсен еткерлӗхне]» терӗ, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ахав Навуфее каланӑ: хӑвӑн иҫӗм пахчине пар мана, унта эпӗ пахчаҫимӗҫ туса илӗп, вӑл ман керменӗм ҫывӑхӗнчех; ун вырӑнне сана унтан лайӑхрах иҫӗм пахчи парӑп е, кӑмӑлу пулсассӑн, унӑн хакне кӗмӗлпе тӳлӗп, тенӗ.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вениамин ывӑлӗсене вара ҫапла тума хушнӑ, каланӑ вӗсене: кайӑр та ҫавӑнта иҫӗм пахчине пытанса ларӑр, 21. астӑвӑр, Силом хӗрӗсем вӑйӑ картине ташлама тухсассӑн, иҫӗм пахчинчен тухӑр та — кашнийӗ хӑй валли арӑмлӑха илме Силом хӗрӗсенчен пӗрне ярса тыттӑр та Вениамин ҫӗрне илсе кайтӑр, тенӗ; 22. хӗрӗсен ашшӗсем е тӑванӗсем пире ӳпкелеме килсен, эпир вӗсене ҫапла калӑпӑр: пире вӗсемшӗн каҫарӑр, вӑрҫӑран эпир вӗсем валли кашнийӗ валлиех арӑм илсе килеймерӗмӗр, эсир те вӗсене хӗр памарӑр; халь ӗнтӗ эсир айӑплӑ, тейӗпӗр, тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫывӑх ҫыннун иҫӗм пахчине кӗрсессӗн, ҫырлине кӑмӑлу туличченех, тӑраничченех ҫиме пултаратӑн, анчах савӑтна ан тултар.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн иҫӗм пахчине икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак: ун пек тусассӑн, кайран [хӑвӑн] иҫӗм пахчине акса хӑварнӑ вӑрлӑх ҫимӗҫне пӗтермелле пулӗ санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ху тухса килнӗ Египет ҫӗрӗ пек мар: унта эсӗ, вӑрлӑхна аксассӑн, [ҫӗре] хӑвӑн урусен вӑйӗпе ҫу йывӑҫҫин пахчине шӑварнӑ пек шӑварнӑ; 11. эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр вара сӑртлӑ-туллӑ, айлӑмлӑ ҫӗр, вӑл тӳперен ҫумӑр шывӗпе шӑварӑнса тӑрать, 12. ку ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тӑрӑшать: пӗр вӗҫӗмех, ҫулталӑк пуҫланса ҫулталӑк вӗҫленичченех, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ун ҫинчен куҫне илмест.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эхер те кам та пулин хӑйӗн выльӑхне ют хире ярса хире е иҫӗм ҫырли пахчине таптатса пӗтерсессӗн, [унти ҫимӗҫне кура хӑйӗн хирӗнчен тӳлетӗр; пӗтӗм хире таптатса тухас пулсассӑн,] хӑйӗн хирӗнчи чи лайӑх ҫимӗҫне, иҫӗм пахчинчи чи лайӑх ҫимӗҫне патӑр.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ [Хӑй пултарнӑ] этеме ертсе пынӑ та ӑна Эдем пахчине — ҫавӑнта ӗҫлесе тӑма, пахчана сыхласа тӑма — вырӑнаҫтарнӑ.
Пулт 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.