Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пахалӑхне (тĕпĕ: пахалӑх) more information about the word form can be found here.
Паллӑ ӗнтӗ, литературӑпа искусствӑна яланах произведенисен пахалӑхне кура хак параҫҫӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӗсене пурнӑҫа кӗртни вара кашни района аталанма, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма май парать те.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программинче кашни района уйрӑммӑн тимлӗх уйӑрнӑ, республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан тӗрлӗ ҫӗнӗлӗхе палӑртнӑ.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Унта продукци пахалӑхне пур енлӗн тӗрӗслеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ цех уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=A8tXiI5NxLc

Информаци кунӗнче пӑхса тухмалли тӗп ыйтусенчен пӗри вӑл — ҫул-йӗр пахалӑхне кирлӗ шая ҫитересси.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Уйрӑм заведующийӗ, центр хӳттине илнисене социаллӑ ӗҫченсем паракан пулӑшу пахалӑхне тӗрӗслес тӗллевпе, кварталта пӗр хутран кая мар килсене ҫитсе ҫаврӑнать.

Help to translate

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Учрежденин миссийӗ — социаллӑ пулӑшу илекенсен сывлӑхне ҫирӗплетме тата ӗмӗр тӑршшӗне ӳстерме, пултарулӑх вӑй-хӑватне аталантарма, пӗтӗмӗшле пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан майсем йӗркелесси.

Help to translate

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

— Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерсех пырасси, вӑл хускатакан ыйтусене вӑхӑтра пӑхса тухса хурав парасси тата ӗҫе пурнӑҫласси — пӗрремӗш вырӑнта.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫапла вӑл тулашри хутлӑхран сахалтарах витӗм кӳрет, тавар тӗсне те, хӑйӗн пахалӑхне те ҫухатмасть.

Help to translate

Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055

Ларура ҫул пахалӑхне ӳстересси пирки тата халӑха турттаракан транспортпа ҫыхӑннӑ ыйту тавра калаҫрӗҫ.

Help to translate

Транспорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60497

Ҫӗнӗ хваттерсен пахалӑхне тӑлӑха юлнӑ ҫамрӑксемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те хакларӗ.

Help to translate

89 тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтерчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61148

Кабель тулашӗн хулӑнӑшне пӗчӗклетсе кӑларни, йӳн материалсемпе усӑ курни тавар пахалӑхне самай чакарать.

Help to translate

Раҫҫей Правительствине тухма хатӗр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60624

Ака-суха ирттермелли техникӑн пахалӑхне вӑл руль умне ларсах тӗрӗслерӗ.

Help to translate

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Ку малтанах экологи енчен продукцин пахалӑхне ӳстерет.

Help to translate

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60696

«Сӗт пахалӑхне лайӑхлатма тӑрӑшмалла.

«Нужно улучшить качество молока.

Сӗт ыйтӑвӗ канӑҫ памасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60743

Фестивале хутшӑннисем маҫтӑрсен ӗҫӗн пахалӑхне пысӑк хак панӑ.

Help to translate

Мастер-класа хутшӑннӑ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bc%d0%b ... bd%d0%bda/

Хӗрарӑмсем сӗтел тулли лартса тултарнӑ юр-вар пахалӑхне тӗрӗслеҫҫӗ, арҫынсем кил хуҫисен стаканӗсене типӗтеҫҫӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Таҫта ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑнма ӗлкӗрнӗскер юлашки мода хушнӑ пек ҫӗлетнӗ чечеклӗ кӗпе пахалӑхне кӑтартас тенӗ пек пӳлӗмре калла-малла кумнӑ хыҫҫӑн диван ҫине Герасим Федотовичпа юнашар ларчӗ, унран ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗррехинче хайхискер совхозсенчен кӳрсе тӑракан тырӑ пахалӑхне тӗрӗслемелли лаборатори ҫывӑхӗнче хирӗҫ пулсан чарӑнса тӑрсах сӑмах хушрӗ:

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Рекеев чӑваш шкулӗсем валли кӑларакан учебниксен пахалӑхне те тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ, авторӗсене кирлӗ канашсем панӑ.

Help to translate

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed