Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем иккӗш те мана хӑйсене хисеплеме вӗрентесшӗн тӑрӑшатчӗҫ, анчах эпӗ вӗсене ҫурмалла ӑслисем вырӑнне шутлаттӑм, юратмастӑм, итлеместӗм те, вӗсене парӑнмасӑр хирӗҫех калаҫаттӑм.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тен, старикӗ вӑл ҫыннӑн кулленхи ӑпӑр-тапӑра парӑнмасӑр пурӑнмалла тесшӗн пулнӑ-и…
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах ун вырӑнне кайран, мӗнпур чӑрмавран парӑнмасӑр иртсе, мана мӑйран пырса ҫакӑнсан, мӗн тери телейлӗн туйрӗ вӑл хӑйне!
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Мӗн тӗрӗсси тӗрӗсех ӗнтӗ, анчах ӑҫта виҫи, ӑҫта вӗҫӗ? — ҫаплах парӑнмасӑр тавлашрӗ Владимир.— Что верно, то верно, но где мера, где грань? — все еще не сдавался Владимир.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ҫак тӗлпулу минучӗ ҫитиччен пурӑнас тесе, ниҫта такӑнмасӑр, илӗртӳсене парӑнмасӑр, ун куҫӗ умне пӗртте вараланман тӳрӗ ҫын пулса курӑнас тесе, икӗ е виҫӗ хут ытларах та хуйхӑ тӳссе ирттерме юранӑ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Ҫаплах кала: Назар Горовой парӑнмасӑр пурӑннӑ, парӑнмасӑрах вилчӗ, те.— Так и скажи: жил Назар Горовой непокоренный и умер не покорясь.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
— Вилӗм — нимӗҫ мар, — ӑна парӑнмасӑр тӑма юрамасть, — терӗ те ӑна хирӗҫ Назар лӑпкӑн, тарӑннӑн сывласа илчӗ.— Смерть не Гитлер, ей не покоряться нельзя, — кротко возразил Назар и вздохнул.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Яков ашшӗ ҫилленсе, Тихона вӑрҫса тӑкасса кӗтнӗ, анчах старик пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн темле ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илнӗ те дворникрен аяккалла пӑрӑнса кайнӑ; дворник сӑнсӑрланса, кукшаланса, пӗр тӗслӗ, темле тӑм евӗр пулса пынӑ пулин те ватлӑх пусмӑрланисене парӑнмасӑр, ӳт-пӗвӗпе малтанхи пекех ҫирӗп пулнӑ, сӑнтан кӑшт кӑмӑла каймалларах та пулса пынӑ, калаҫасса мӑнаҫлӑрах, вӗрентмеллерех калаҫнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья Алексейрен хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн кӑмӑлне кайнӑ; Наталья пӗлсех тӑнӑ: хитре пӑяхамӗн кӑмӑлӗ пулас пулсан, вӑл ӑна парӑнмасӑр чӑтас ҫук.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫу йывӑҫҫи, турачӗсене хытарса, ҫиле парӑнмасӑр ларчӗ-ларчӗ, тет, те хуҫӑлчӗ анчӗ, тет.
Хӑмӑшпа ҫу йывӑҫҫи // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Кирек мӗнле ҫапӑҫу хыҫҫӑн та яланах пӗчӗк тытӑҫусем пулаҫҫӗ: халӗ те акӑ чӑрсӑррисемпе харсӑррисем темиҫе пӗчӗк ушкӑна пайланса, парӑнмасӑр хирӗҫ тӑчӗҫ.Как и обычно в конце каждого сражения, кучки самых отчаянных смельчаков еще отбивались.
IV. Иккӗмӗш хут // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пурте, пур плансем те, пур приказсем те кунти ҫынсем ним чӗнмесӗр, ҫине тӑрса парӑнмасӑр хирӗҫ тӑни ҫине пырса ҫапӑнса арканаҫҫӗ.Решительно все планы разбивались об упорное, молчаливое сопротивление.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Яшлӑх ҫулӗсенчех пурнӑҫӑн йӳҫҫӗшне тӑраничченех тутаннӑ, сакӑлтӑклӑ шӑпана парӑнмасӑр ҫӗнтерӳҫе тухнӑ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Кала ӑҫта каймаллине, — терӗ те Нюшкӑ, Аникей ачашланине парӑнмасӑр, ун ытамӗнчен вӗҫерӗнсе тухса, пуҫне тутӑр уртса ячӗ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Аса илтеретпӗр, Николай Иванович Ашмарин — улӑп-тюрколог, чӑваш ӑс-хакӑлӗн тӗпчевҫи, ӑс-хал тивлечӗпе ҫунатланса, нимӗнле нушана парӑнмасӑр тӑрӑшнӑ профессор, ӗмӗрсен «нӳхрепӗнчен» туртса кӑларса хальхи (малаш) чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Хум саланса каялла чаксанах, эпӗ, шыв юххине парӑнмасӑр, ҫыраналла ишме тытӑнтӑм, часах урана шыв тӗпӗ лекрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тинӗс, баржӑсен аяккисене лӑпкаса, тилмӗрекен вӑйсӑр сасӑпа шавлать, вӗсем ӑна хирӗҫ, темӗн пирки парӑнмасӑр тавлашнӑ пек, сиввӗн янӑракан сасӑпа тавӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тропик хӗвелӗ хӗрхенмесӗр хӗртнине пӑхмасӑр тинӗс ҫилӗсемпе вӑйлӑ штормсене парӑнмасӑр эскадра малаллах кайнӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Халь вара хамӑр алӑпа тунӑ ҫав карапсене, нимле сивве, нимле ҫил-тӑвӑла парӑнмасӑр тинӗссемпе океансенче хӑюллӑн ишнӗскерсене, шыва путарма тивет.
Пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхпа мухтанма пултараймасан та конкурентлӑ тавар кӑлараҫҫӗ вӗсем, анӑҫ санкцийӗсене парӑнмасӑр малашлӑх ҫулне такӑрлатаҫҫӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- 1
- 2