Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Вӑл Онияна ҫӗнтерме пултарайман та Фрасейӗн Аполлоний ывӑлӗ патне кайнӑ, лешӗ ҫав вӑхӑтра Келе-Сирипе Финикия ҫарпуҫӗнче тӑнӑ, 6. Симон ӑна Иерусалимри мул управӑшӗнче пуянлӑх ниҫта шӑнӑҫайми тулса ларнине, ҫавӑн пекех укҫа та шутсӑр нумай пуҫтарӑнса ҫитнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа вӗсен парнисен тӑкакне те саплаштарма кирлӗ мар, вӗсен мулӗпе патша усӑ курма пултарать тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ Эпӗ сире хулсӑр тӑратса хӑварӑп, питӗр-куҫӑр ҫине тислӗк, хӑвӑр кӳнӗ уяв парнисен тислӗкне, сапӑп, сире ҫавӑнпа пӗрле кӑларса ывӑтӗҫ.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӗнтӗ Иерусалимри чӳк парнисен вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ, [йӗрӗхсене] тӗтӗрмелли пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те ҫапса аркатнӑ та Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ; 15. иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ахаз Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана пуҫтарнӑ, Турӑ Ҫуртӗнчи савӑт-сапана ватса-ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн алӑкӗсене питӗрсе илнӗ, Иерусалимӑн пур кӗтесӗнче те чӳк парнисен вырӑнӗсене лартса тухнӑ, 25. Иудейӑри кашни хуларах ют турӑсем умӗнче тӗтӗрсе тӑмашкӑн тӳпем вырӑнсем тутарттарнӑ, ҫапла вӑл ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Туррине вӗчӗхтернӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи шалти картишне тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ: унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне парнене кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн Соломон тунӑ пӑхӑр парне вырӑнӗ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнесене, тырӑ-пулӑ парнисене, канӑҫлӑх парнисен ҫӑвне шӑнӑҫтарма пултарайман.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1