Шырав
Шырав ĕçĕ:
Машина парнелеме те вӑй ҫитет унӑн.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Коммуналлӑ хваттер илсен хайхи пӳрте хӗре хӑйнех парнелеме те юрать, ырӑ куртӑр-иҫ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ун пеккине Герасим Федотович Маринӑна та парнелеме пултарӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Алӑ пуссах парнелеме пултаратӑп.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Йысна пирӗн уҫӑ кӑмӑллӑскер те, хӑйӗн чӗрине парнелеме хатӗр тепӗр чух.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫывӑх ҫынсене савӑк кӑмӑл парнелеме тӑрӑшӑр.Постарайтесь доставлять вашим близким больше положительных эмоций.
14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Райпо председателӗ такама ковер парнелеме шантарать.
Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.
Манӑн ӗмӗт сенкерӗ! — именчӗклӗ, ҫемҫе куллипе ҫурхи хӗвел шевлиленчӗ Лена та, куҫӗпе хӑйне пулас упӑшкине пӗр чӗптӗм юлмиччен парнелеме хатӗррине систерсе.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Мӗнле илемлӗ, ҫепӗҫ сӑмахсем парнелеме пӗлет тата вӑл хӗре.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Вӗсем кун каҫипе ҫӗр питне ӑшӑтса тӑрса ывӑнмаллипех ывӑннӑ, ҫавӑнпа та, ҫитес кун пуҫланиччен ытларах вӑй илсе, ырана валли тата та вӗрирех хӗрӳлӗх парнелеме ӗмӗтленеҫҫӗ.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫамрӑк чӗрери вӗри юн пусӑмӗ ырӑ туйӑмсемпе туллин вӑй илнӗрен хӗрӗн чечекленекен пурнӑҫ тапхӑрӗ малалла ҫунатланса хӑпарчӗ, таврари мӗнпур ҫынна пултарнӑ таран ырӑ ӗҫсем парнелеме хистерӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тин ҫуралнӑ ачасене чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ.
Чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34224.html
Плаки енне ҫаврӑнса: — Эсӗ, хунякам, чӑнах та, ырӑ хыпар илсе килтӗн. Сана куншӑн парнелеме тивӗҫ. Анчах мӗн парнелесси ҫинчен Анук шухӑшлатӑр. Вӑхӑт ҫитсен, эпир ӑна ун ҫинчен астутарӑпӑр! — терӗ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫав ирхинех Сантӑрсем патне Плаки вӗҫтерсе ҫитрӗ те: — Хаклӑ йысна… Эсӗ те, аппа… Ырӑ хыпар илсе килекене ваттисем парне пама хушнӑ. Эпӗ сирӗн пата ырӑ хыпар илсе килтӗм. Эсир мана мӗн парнелеме шутлатӑр? — терӗ халавлӑн.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Амӑшӗн ҫӳпҫинче качча илме шутланӑ хӗре парнелеме хатӗрлесе хунӑ ҫитсӑ тутӑр выртать.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Савӑнма пӗлекен ҫын ыттисене те савӑк кӑмӑл-туйӑм парнелеме тӑрӑшать.
Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh
— Чӑвашсем, юратнӑ ҫынна тимӗр япала парнелеме хушмаҫҫӗ, сивӗнет теҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Эсир юратнӑ ҫынна ҫепӗҫлӗх парнелеме пултаратӑр.
44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Мӗншӗн тесен ыттисем вӗсене ӑшӑлӑх парнелеме, пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.Окружающие как раз наоборот стараются окружить их теплом, заботой и всячески поддержать.
34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗпе аппаланма, килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене хӳтлӗх парнелеме пултаратӑр.
49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ