Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑна мӗншӗн ҫӗнӗрен ҫапла ят панине эпӗ, ҫиччӗрискер, ӑнланман, шухӑшламан кун пирки.Само собой, в семь лет я не задумывался, почему у него изменилось прозвище.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Каярахпа вара, вӗсене ӗмӗр симӗс тӑракан юмансем тесе ят панине пӗлтӗм.
XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Иван экзамен панине курма унӑн ашшӗ те пынӑ пулнӑ.
Иван Франко // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 24–28 с.
Тата аннене мана итлетӗп тесе сӑмах панине мантӑн-и-мӗн?..
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Любовь ӑна, куҫхаршисене шӑмарса, ун еннелле чӗвӗнсе, тӑранман тимлӗхпе йӑлтӑртатакан куҫӗсене тинкертсе итленӗ, вӑл мӗн панине пурне те йышӑнса, вӗсене чунӗ ӑшне пуҫтарса хума хатӗр пулнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗскӗне паракантан ирсӗр ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук, ҫавӑн пекех — панине илекентен телейсӗр ҫын тӗнчере урӑх ҫук!Нет на земле человека гаже и противнее подающего милостыню, нет человека несчастнее принимающего ее!
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манмӑпӑр эс пире чун панине.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Арӑмӗ ҫынсене мӗншӗн лайӑх япаласем панине, вӗсене пӗр пӗчӗк ҫыхӑ кивӗ кӗпесем ҫеҫ лекнине ӑнланаймарӗ пулин те, упӑшкинчен ыйтса пӗлме хӑяймарӗ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
«Шывне ӗҫнӗ чухне сан валли ҫӑлне кам чавса панине те ан ман!» — халӑх сӑмахне аса илтерчӗҫ хресченсен союзӗн руководителӗсем.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Ку пурнӑҫа кам панине пирӗн яланах асра тытмалла!
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хань Лао-лю ҫурт-йӗрӗ патне ҫитсен, Ырӑ Кӑмӑллӑ Ду хресченсен союзӗн членӗсем помещик япалисене шута илнине тата вӗсене валеҫсе панине курчӗ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Янран ним ыйтмасӑрах, вӑл мӗн «кӑтартса панине» ҫырчӗ, ҫырнӑ хутне управляющине пачӗ:И, ни о чем не спрашивая Яна, быстро составил «показания» и передал бумагу управляющему:
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл мӗн кӑтартса панине ҫырса хурӑпӑр, — терӗ помещик управляющине.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Бандитсен пуҫлӑхӗ, — Сяо Сян хӑйне мӗншӗн ҫакӑн пек ыйту панине ӑнланмасӑрах, ответ пачӗ Го Цюань-хай.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫынсем Сунь каласа панине хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ, тапхӑр-тапхӑр кулса илеҫҫӗ.Люди смеялись и одобряли рассказчика, которым был, конечно, возчик Сунь.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Романӑн тӗп идейи — хресченсем политикӑллӑ ӗҫ тума хускалнине, коммунистсен партийӗ тӗттӗм те мӗскӗн ҫынсене обществӑна тепӗр майлӑ ҫавӑрса хума пултаракан хӑюллӑ, ӗҫе ӑнланса тӑвакан, ӑнланса кӗрешекен ҫынсем пулма вӗрентнине, вӗсене воспитани панине тӗрӗс кӑтартса пани.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
1942 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче, хам рядовой лётчик чухне, кунта фронта вӗҫсе кайма приказ кӗтнине те, 1944 ҫулхи июнь уйӑхӗнче мана, вӑрҫӑра пулса курнӑ летчика, полк командирӗн заместителӗ пулма назначени панине те аса илтӗм.
1. Савӑнӑҫлӑ Мускавра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ун ҫинчен эпӗ малтанах хамӑр полк командирӗ каласа панине илтнӗччӗ.Ещё раньше я слышал много хорошего и лестного о нём от командира полка.
12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Нумай курнӑ-илтнӗ летчиксем — каласа панине тишкерсе итлеҫҫӗ.
5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Евстигнеев каласа панине тимлӗн итлетӗп.
29. Аэродромра летчиксене мӗнле кӗтсе илеҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.