Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑртать (тĕпĕ: палӑрт) more information about the word form can be found here.
«Ял ӗҫченӗ» вара пирӗн ҫемьешӗн — чи ҫывӑххи, - тесе палӑртать Тенеялӗнче пурӑнакан Надежда Константиновна АНИСИМОВА.

Help to translate

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Раиса Филиппова кашни ӗҫчен валли кулленхи ӗҫ калӑпӑшне, ялхуҫалӑх продукцине тӑвакан производство уйрӑмӗн ӗҫне палӑртать.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Ҫитӗнӳсем ҫӑмӑл килменнине палӑртать стипендиат, вӗрентекенсене хӑйне тарӑн пӗлӳ панӑшӑн, ашшӗ-амӑшне куллен хавхалантарса пынӑшӑн тав тӑвать.

Help to translate

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Кадет класӗнче вӗренни яваплӑха тата та ӳстернине, дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнма хӑнӑхтарнине палӑртать Даша.

Help to translate

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Опытлӑ сантехник вара ҫак сасӑсемпе пӑрӑхсен системи епле ӗҫленине, кӑлтӑксен вырӑнне, вӗсем мӗн йышши пулнине тӳрех палӑртать.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ывӑннине те, вӑхӑт ҫитменнине те сисместӗн, малаллах ӑнтӑлас килет, - хӑйӗн пурнӑҫ чӗнӗвне ҫапла палӑртать хаҫат тусӗ.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Вӗсем хӑйсен аслӑ юлташӗ вырӑнне хурса хисеплени маншӑн питӗ хаклӑ, - палӑртать Елена Петровна.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫамрӑксемпе чӑнах та кӑмӑлтан ӗҫленине палӑртать.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Чӑвашстат тавар хакӗпе пулӑшу тарифӗн шайӗсем пирки пухнӑ информацие тӗпе хурса экономикӑн уйрӑм секторӗнчи хаксен индексне палӑртать.

Help to translate

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

ЧР сӑрт-ту йӗлтӗрҫисен федерацийӗн президенчӗ Валерий Васильев фристайлҫӑсен ӑсталӑхӗ ҫултан ҫул ӳснине палӑртать.

Help to translate

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Акӑ вӑл, шӑчӑсем лартса, пӗвене ҫӳлелле купаламалли чикке палӑртать, вӑлах земснарядсен хӑш тӗлтен хӑйӑр чавмаллине кӑтартать, кӗҫех Юрий Наумкин, теодолит труби витӗр пӑхса, проекта мӗнле пӑхӑнса ӗҫленине тӗрӗслет.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Шӑвӑҫ япаласем тума вӗренекен ачасене хӑюллӑ та ҫивӗч ӑслӑ ҫынсем пек сӑнласа панӑ май Урсэкие Фабиан господина яланах ухмахрах пек кӑтартать, унӑн ӑсӗ катӑккине палӑртать.

В передаче Урсэкие господин Фабиан все время оставался в дураках в результате отваги и находчивости ребят-жестянщиков.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫӳлерех калани ҫакна палӑртать: 37 км тӑршшӗ инженери сечӗсем тата 8 км тӑршшӗ ҫулсем тӑвас ӗҫ кӑҫалах вӗҫленет.

Из вышесказанного следует, что уже в текущем году завершится строительство 37 километров инженерных сетей и 8 километров дорог.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Концепци Чӑваш Енӗн ҫывӑх ҫулсенчи тата инҫет пуласлӑхри экономикӑри тата финанс тӗлӗшӗнчи ӗҫ йӗркине палӑртать.

Концепция будет определять экономическую и финансовую повестку Чувашии в ближайшем и отдаленном будущем.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Утти ҫеҫ кӑштах палӑртать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кашни ӗҫ хӑйнеевӗрлӗ пулнине палӑртать жюри: вӗсенче авторӗсем пушартан сыхланас ыйтӑва ҫивӗч ҫутатнӑ тата вут-ҫулӑм хӑрушсӑрлӑхне кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех пушарпа кӗрешекенсен хӑюлӑхӗпе хастарлӑхне те сӑнланӑ.

Help to translate

Финалта тупӑшӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10671-fi ... a-tup-sh-c

Апла пулин те служба питӗ интереслӗ, ҫав вӑхӑтрах яваплӑ иртнине палӑртать Юрий Геннадьевич.

Help to translate

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Халӑхӑн тӗп пайӗ - ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан территорисенче юлнисем те, пирӗн тӗрлӗ региона куҫса килнисем те - Раҫҫей тытӑмӗнче пӗрле ӗҫлесе пурӑнас, ачисене тивӗҫлӗ ӳстерес шухӑша ырласа палӑртать.

Help to translate

Раҫҫей паспорчӗсене илчӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11570-ra ... ene-ilch-c

Чӑваш енӗн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Ольга Петрова, Вӑрмар муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнмалли кандидатсене суйласа илме хутшӑннӑскер, район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов хӑйӗн кандидатурине тӑратманни ҫинчен пӗлтерчӗ, анчах ҫӗнӗрен суйланнӑ пуҫлӑха пулӑшма хатӗррине палӑртать - ҫапла пулмалла та.

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Кашни муниципалитетрах конкурс комиссийӗ ҫирӗплетнӗ, унӑн пӗр ҫуррине муниципалитет йӗркеленӗвӗн депутатсен Пухӑвӗ палӑртать, теприне - Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed